АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Канашлура тимлĕхе ÿстерме ыйтнă

14 декабря 2011 г.

Канаш хулипе районĕн йĕрке хуралĕн ертÿçисен координаци канашлăвĕ иртнĕ. Унăн ĕçне Чăваш Республикин прокуратурин коррупципе кĕрешессипе саккунсене мĕнле пурнăçланине сăнаса тăракан пай пуçлăхĕ С.Павлов, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, хула администрацийĕн ĕçĕсене йĕркелесе тăракан А.Кавтазеев, Шалти ĕçсен министерствин Канаш районĕпе тата хулипе ĕçлекен пайĕсен яваплă çыннисем хутшăннă.

С.Павлов йĕрке хуралĕн органĕсене патшалăх регистрацийĕн федераллă службин управленийĕн тытăмĕнчи подразделенисен, пурăнмалли çуртсен фончĕн техникăлла инвентаризаци тата приватизаци бюровĕн должноçри çыннисем тивĕçсĕр ĕçсем тунине тăрă шыв çине кăларассипе малашне тата тимлĕрех пулма ыйтнă. Çакă почта урлă инвалидсене, пĕччен ватăсене бюджет укçи-тенкинчен пенси парассипе çыхăннă. Вăрланă е ытти хирĕçле ĕçсем ан пулччăр тесе тăрăшмалла. Çавăн пекех "Раççей гражданĕсене – пурăнмалли хăтлă çуртсем", "АПК аталанăвĕ", "Сывлăх" тата "Вĕрентÿ" наци проекчĕсене пурнăçлама уйăракан укçа-тенкĕ кирлĕ çĕре çитессине тĕрĕслесе тăмалла.

Йĕрке хуралĕн органĕсене кĕске вăхăтра хулапа районта коррупциллĕ пулăмсене пĕтерме, вĕсем çĕнĕрен вăй илессине чарса лартма хушнă.

О.ВАСИЛЬЕВ, хулапа район прокурорĕн çумĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика