14 декабря 2011 г.
Вăрман, уй-хир чĕр чунĕ, вĕçен кайăк çынран шикленнине, ютшăннине лайăх пĕлетпĕр. Вĕсене алла хăнăхтарсанах этем пурăнакан çĕре иленеççĕ.
Ача чухне чĕкеçсене питĕ килĕштереттĕм. Çулла алкумĕнче çывăрнăран вĕсен чĕвĕлтетĕвĕпе вăранаттăм. 1931 çулта Кивĕ Шелттем ялĕ çурри çунса кайнă. Атте каллех çурт-йĕр çавăрнă. Алкума тăрăлама-хуплама ĕлкĕреймен – Тăван çĕршыва нимĕç фашисчĕсенчен хÿтĕлеме тухса кайнă.
Уçă алкумра чĕкеçсене ирĕкчĕ: йăвасем çавăрса чĕп кăларатчĕç. Амисем çăмарта ăшăтнă хушăра аçисем юрă шăрантаратчĕç. Куçа уçатăп та çунатлă туссене пăхса выртатăп. Çемьери аслисем – ĕçре. Мана вырăн çинчен тăратакан çук...
Шкулта вĕреннĕ çулсенче аттерен юлнă кусласем çине пĕренесем хурса хăма çуртăмăр, унпа чĕкеçсем килĕштернĕ алкумне хупларăмăр. Хапха турăмăр, карта тытрăмăр. Каярахпа шăпа Çĕпĕре илсе çитерчĕ, çар хĕсметĕнче тăтăм, тăван яла таврăнтăм – чĕкеçсем киле пăрахман.
Çулсем иртнĕçемĕн çĕнĕ лупас, вите лартрăм – вĕсен хушăкĕсене килĕштерчĕç. Шел, кÿршĕре пушар тухрĕ – вут-çулăм пирĕн çине куçрĕ: хуралтăран кĕл юлчĕ. Чĕпсем тухса ĕлкĕреймерĕç.
Пурнăç – малаллах. Нумаях пулмасть килти хуçалăха çĕнетрĕмĕр. Чĕкеçсем сивĕнмерĕç. Пĕлтĕр типĕ çанталăка пула йăвасем типсе хытрĕç – самаях пĕчĕкленчĕç. Чĕпсем вĕсене шăнăçаймарĕç. Йăвасем çурăлса ÿкрĕç, пĕчĕкскерсем куçран çухалчĕç. Пĕрне çеç тупрăм, мотоциклист каскине ятăм, çитертĕм. Аванах çитĕнчĕ. Ашшĕ-амăшĕ пăрахса каймарĕ. Часах чĕп вĕсемпе пĕрлешрĕ. Ыттисем таçта çухалчĕç. Вĕсене шелленĕрен чун чылайччен ыратса çÿрерĕ.
Кăçал, чĕкеçсем кăнтăртан вĕçсе киличчен, каскăна каштаран çакса ятăм. Ăшне улăм, хур мамăкĕ тултартăм. Яла çитсенех йышăнчĕç, тăватă чĕпĕ çитĕнтерчĕç. Икĕ эрнерен ами каллех çăмарта турĕ. Анчах çемьене йывăрлăха кĕртсе ÿкертĕмĕр. Кăçал утă нумай. Икĕ мачча çине тултартăмăр. Виççĕмĕшĕнче – чĕкеç йăви. Çавăнпа унта хăпартас килместчĕ. Нимĕн те тăваймарăмăр – кĕртрĕмĕр, чĕкеçсене чăрмантартăмăр. Йăва патне 4-5 сехет пымарĕç. Питĕ пăшăрхантăм. Хуралтă патĕнчех кумса чĕвĕлтетрĕç, шала кĕмерĕç. Ĕçе вĕçлесен йăва патне пыма хушăк турăм. Картишĕнчен вĕсене сăнаса тăтăм. Мăнтарăнсем утăран хăраççĕ, йăва патне çывхармаççĕ. "Пĕтертĕмĕр иккен чĕпсене!" – кулянтăм ним тума пĕлеймесĕр.
Çутăлсанах картишне тухрăм, çакна асăрхарăм: чĕкеçсем хушăк тăрăх йăва патне пыраççĕ. Тепĕр эрне çурăран унта апат йăтма тытăнчĕç. Чĕпписене чиперех çитĕнтерчĕç.
Çурла уйăхĕнче пирĕн умри электричество пралукĕ çинче 20 чĕкеç ларнине асăрхарăм. Тепĕр эрнере 40 ытла шутларăм. Икĕ-виçĕ кунран – 80 ытла. Часах йыш 100-тен иртрĕ.
Эпĕ ача чухне пирĕн ялти кашни килте тенĕ пекех чĕкеç ĕрчетчĕ. Юлашки çулсенче кайăксене хуралтăсене кĕме те хушăк хăвармаççĕ. Çурт-йĕре çуллă сăрăпа сăрлаççĕ: хăма çине тăм çыпçăнмасть.
Ывăл йăва валли çĕнĕ каскăсем парнелерĕ. Вĕсене кушак çитеймен тĕле вырнаçтартăм. Хуначчăр.
Кăнтăра вĕçме тапраниччен пÿрт умĕнче юлашки хут пуçтарăнчĕç. Ашшĕ-амăшĕ юрă шăрантарчĕ. Чĕпписем вĕсенчен юласшăн мар – чĕвĕлтетеççĕ кăна! Икĕ вĕçлĕ хÿрисене чĕл-чĕл вылятаççĕ.
А.ЗАЙЦЕВ.