14 декабря 2011 г.
Тури Юнтапара пурăнакан Андрейпа Лариса Андюковсен çемйине харăсах икĕ чун хушăннă. Вĕсем хăйсен тĕпренчĕкĕсене Ольгăпа Галина ятсем панă. Ашшĕ-амăшĕпе пĕрле йĕкĕрешсен аппăшĕсемпе пиччĕшĕсем те савăннă. Ÿсерехпе Ольăпа Галя Таньăпа Вера, Стасикпа Валера пекех ашкăнĕç, юрлĕç-ташлĕç, сăвăсем калĕç. Çемье пуçĕ каланă тăрăх, Тури Юнтапара йĕкĕрешсем çут тĕнчене килменни хĕрĕх çул та çитнĕ пуль.
Андюковсемпе пĕрле Раççей гражданинĕн пĕрремĕш документне тата пилĕк çемье илчĕ. Вăрăмпуçĕнчи Артамановсем, Чулкăмакари Николаевсем, Катекри Абрамовсем (пĕрремĕш ача), Янкăлчри Платоновсем (иккĕмĕш), Асхвари Матвеевсем (виççĕмĕш).
Савăнăçпа çиçекен ашшĕ-амăшне район администрацийĕн граждан тăрăмĕн акчĕсене çыракан пайĕнче ĕçлекенсем, çывăх тăванĕсем, тусĕсем ăшшăн саламларĕç, пепкисене сывлăхлă тĕрĕс воспитани парса ÿстерме сунчĕç. Вĕсен çемйисенче лăпкăлăхпа туслăх хуçалантăр. Пĕр-пĕрне хисеплени, ăнланни малти вырăнта пултăр.
А.ВИТАЛЬЕВ.