14 декабря 2011 г.
Паян ял хуçалăхĕнче пур çĕрте те тенĕ пек çакăн пек ÿкерчĕк курма хăнăхнă эпир: ферма территорийĕ пулнă вырăнта çи виттийĕ çук ишĕлчĕк витесем, тавраллах вăрман евĕр мăян кашлать, ĕне выльăх тăмалли урай çĕрсе çĕрпе танлашнă... Ытларах чухне çакнашкал вĕт-ха. "Цивиль", "Канаш", Киров ячĕллĕ хуçалăхсене нихăш енчен те пырса тивмеççĕ ку сăмахсем. Çак хуçалăхсене кайсан унти ертÿçĕсен, хуçалăхра ĕçлекенсен пултарулăхĕнчен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнетĕн. Темиçе çул каялла юхăнма пуçланă, пушă ларнă витесем паян çĕнĕрен вăй илсе ĕçе пуçăннă.
Эрне кун эпĕ район администрацийĕн ял хуçалăх организацийĕсемпе ĕçлекен пайĕн тĕп зоотехникĕпе Сергей Васильевпа тата районăн тĕп ветврачĕпе Анатолий Степановпа пĕрле Киров ячĕллĕ хуçалăхăн Калиновкăри сĕт-çу комплексĕнче пулса куртăм. Халиччен çитсе курнă хуçалăхсенче лару-тăрăва кунтипе танлаштарса чăнахах тĕлĕнтĕм.
Çын мĕнлерех пурăннине урамран пăхсанах пĕлме пулать теççĕ. Кунта та çавнашкалах. Комплекс çывăхне çитичченех унта ĕç вĕресе тăни сисĕнет. Витерен тислĕк кăларакан транспортер пĕр чарăнми халтăртатать, тислĕк тÿрех трактор прицепĕ çине тиенет. Алăксен çывăхĕнче выльăх апачĕ купаланса тăрать. Шала кĕрсен мунчари евĕр пăс, çынсем шавланă сас тăрать. Выльăх йышлăран витере ăшă, вĕсен умĕнче апат çителĕклĕ, валашкара яланах шыв пур.
Калиновкăри сĕт-çу комплексне Валентина Николаевна Тихонова ертсе пырать. Вăл Киров ячĕллĕ хуçалăхра 24 çул ĕçлет, вĕсенчен 21 çулне ферма заведующийĕ пулса. Пĕр вăхăт зоотехник селекционерта вăй хунă.
– Киров ячĕллĕ хуçалăхăн Калиновкăри комплексĕнче мĕн пурĕ 560 пуç выльăх. Вĕсенчен сăвакан ĕнесем 230 пуç, çулталăкран иртнĕ пăрусем – 106, пушмак пăрусем – 22, çамрăк выльăхсем – 156, вăтăр куна çитмен пăрусем 46 пуç. Халĕ ĕнесем пăрулама пуçларĕç. Вĕсен йышĕн çуррине яхăн пайĕ пăрулама хатĕрленет. Кунне кашни ĕнерен 10 литр сĕт суса илетпĕр. Ку кăтарту çывăх вăхăтра ÿсессе шансах тăратпăр-ха, – тет Валентина Николаевна вырăнти ĕçсемпе паллаштарнă май. – Хуçалăхĕпе кунсерен патшалăха 4,5 пин килограмм сĕт паратпăр пулсан, вĕсенчен 2 пин килограмĕ – Калиновкăри сĕт-çу комплексĕнчен. Сĕт пахалăхне, унти çу, белок виçине Людмила Евгеньевна Синдрякова лаборант (ÿкерчĕкре) куллен анализ туса палăртать.
Фермăра 35 çын вăй хурать. Кунта кун каçипе кашнин валлиех ĕç тупăнать: заведующи, Татьяна Алексеева ветврач, Оксана Тихонова осеменатор, Людмила Синдрякова лаборант, ĕне сăвакансем, апат паракансем, пăру пăхакансем пурте хăйсен ĕç вырăнĕсенче. Коллективра çамрăк специалистсем те чылаййăн. Оксана осеменатор техниксен курсне кăçал вĕренсе пĕтернĕ, пысăк хавхаланупа ĕçлет. Сăмах май, Киров ячĕллĕ хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче кăна мар, ытти тытăмра та çамрăк специалистсене курма пулать. Ку, паллах, ырă пулăм.
Выльăх апатне кăçал хуçалăхра çителĕклĕ янтăланă. Пĕр условлă ĕне пуçне 40 апат единици тивет. Ĕне выльăха, пăрусене ятарлă виçепе симĕс утă, кукуруза силосĕ, рапс сенажĕ, йĕтре (дробина), жом, кăшман пылĕ (патока), витаминпа минерал хутăшĕсене параççĕ. Тулăх апат вара пăрусене кирлĕ чухлĕ ÿт хушма, ĕнесене пысăк пахалăхлă сĕт антарма пулăшать.
Комплексра 11 уйăхра 100 ĕне пуçне 80 пăру илнĕ. Çамрăк выльăхсем талăкра вăтамран 500 грамм ÿт хушаççĕ. Кĕтĕве пушмак пăрусемпе çĕнетесси 22 процентпа танлашать. Виçĕ куна çитмен пăрусене ятарлă схемăпа апатлантараççĕ: 5 литр сĕт тата витаминлă апат. Çакă пĕчĕк пăрушкасене хăвăрт вăй илме май парать.
Выльăхсене ăнăçлă хĕл каçарма кунта тĕплĕн хатĕрленнĕ. Пÿлĕмсене вăхăтра дезинфекциленĕ, шуратнă. Тăварпа пурă пирки те манман. Апат рационĕ пуян, çавăнпа та Киров ячĕллĕ хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх продукцине çÿллĕ шайра илеççĕ.
И.ВЛАДИМИРОВА.