АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Европăра пурăнакансене хурт-кăпшанкă çитересшĕн

09 декабря 2011 г.

Европа çĕршывĕсенче хурт-кăпшанкăпа апат-çимĕç хатĕрлеме пуçлаççĕ.

Нумай миллион тенкĕ тăракан программăн тĕп тĕллевĕ – тĕрĕс мар апатланнине хирĕç кĕрешесси тата тăван тавралăха сиен кÿрекен хурт-кăпшанкăран тасатасси. Юлашки вăхăтра тунă тĕпчев хурт-кăпшанкăра усăллă белокпа минерал тата микроэлемент çав тери нумаййине палăртнă. Тĕслĕхрен, шăрчăк 20 процент таран белокран тăрать, çу хисепĕ вара питĕ пĕчĕк – 6 процент çеç.

Çĕнĕ программăна пурнăçа кĕртме 4,5 млн доллар уйăраççĕ. Çакă çынсен апат ирĕлтерекен органне лайăхлатма пулăшнисĕр пуçне тыр-пула саранчаран хÿтĕлеме те пулăшĕ. Супермаркетсен çÿлĕкĕсене саранчасăр пуçне ытти хурт-кăпшанкăпа та тултарма палăртаççĕ.

Тĕнчери халăх йышĕ ÿссе, белокпа пуян ĕне выльăх ашĕ сахалланса пырать. Çавăнпа та хурт-кăпшанкăран хатĕрленĕ апат йăлана кĕнĕ аш çимĕçĕсене çăмăллăнах улăштарма пултарĕ.

Е.НИКОЛАЕВА хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика