09 декабря 2011 г.
Нумаях пулмасть Энтриялĕнче пурăнакан Е.Афанасьеван килĕ савăк шавпа тулчĕ. Ун патне ачисем, мăнукĕсем, тăванĕсемпе кÿршисем пычĕç. Пушă алăпа килмен вĕсем, кашниех – кучченеçпе, парнепе. Çапла тума сăлтавĕ ытла та пысăк – Екатерина Софроновна 85 çул тултарчĕ.
Çак хĕрарăмăн пурнăçĕнче йывăрлăхĕ те, савăнăçĕ те çителĕклех пулнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне Катя ялти çичĕ çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухнă, вун пиллĕке кайнă. Вăл тантăшĕсемпе пĕрле колхоз ĕçĕсене хутшăннă, Тăвай районĕнче окопсем чавнă. Каярахпа ăна Челябинск облаçĕнчи Златоуст хулине янă. Унта вăл сверлильщик, шлифовальщик ĕçĕсене алла илнĕ. Хĕвел анăç енчен куçарса килнĕ заводра артиллери снарячĕсем тунă çĕрте вăй хунă. Яла таврăнсан Улатăр районĕнчи Кире поселокĕ çывăхĕнче стройкăна юрăхлă йывăç, вутă хатĕрленĕ. Черчен кĕлеткеллĕ хĕрĕн аллисем мĕн чухлĕ снаряд туман пуль, касса тирпейленĕ йывăçсен шучĕ те тем чухлех. Çĕнтерĕве çывхартас тесе сывлăхне, вăй-халне шеллемен.
Вăрçă хыççăн колхоз ĕçне кÿлĕннĕ. 1955 çулта Илья ятлă çамрăкпа пĕрлешнĕ. Килĕштерсе 55 çул пурăннă вĕсем, виçĕ ывăлпа икĕ хĕр çитĕнтернĕ. Аслă ывăлĕсем, Ильяпа Владимир, Тюмень облаçĕнче нефть кăларакан предприятире вăй хураççĕ. Пĕлтĕр йывăр чире пула мăшăрĕ, Илья Афанасьевич, пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Екатерина Софроновна хăй те чире кайса инвалида тухрĕ. Апла пулин те тăнпах калаçать, ырă кăмăлне мăнукĕсене, кĕçĕн мăнукĕсене, вĕсем вара унăн 12-ĕн, пама тăрăшать, вĕсен пурнăçĕ ăнса пынишĕн çав тери хĕпĕртет. Вăл Леонид ятлă ывăлĕн çемйипе пурăнать.
А.ВИТАЛЬЕВ.