АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Черетлĕ канашлу иртрĕ

09 декабря 2011 г.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыракан Э.Александров ытлари кун райадминистрацин тĕрлĕ службăн ертÿçисемпе, пайĕсен тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе, специалисчĕсемпе анлă канашлу ирттерчĕ.

Гражданла оборона тата Чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен сектор заведующийĕ О.Егоров районти ялсен хăрушсăрлăхĕн электронлă паспорчĕсене хатĕрлесси мĕнле пыни çинчен тухса калаçрĕ. Начар тесен пĕртте йăнăш пулас çук. Лайăх тенине Шелттем тата Сиккасси ял тăрăхĕсем кăна тивĕçлĕ. Асхва, Пайкилт, Карăклă, Кăшнаруй, Уçырма, Ăвăспÿрт Кипеч, Вăрăмпуç, Сухайкасси, Шаккăл ял тăрăхĕсенче вара ку енĕпе лавĕ вырăнтан хускалман та. Палăртнă тăрăх ялсен хăрушсăрлăхĕн паспорчĕсем кăçалхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне хатĕр пулмаллаччĕ. Э.Александров ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене пысăк пĕлтерĕшлĕ çак ĕçе туса пĕтерни çинчен раштавăн 25-мĕшĕ тĕлне пĕлтерме хытарсах каларĕ.

Район администрацийĕн ĕçĕсене йĕркелесе пыракан Г.Петров раштавăн 4-мĕшĕнчи сасăлавăн малтанхи кăтартăвĕсене пĕлтерчĕ. Районта пурăнакан суйлавçăсен 67,27 проценчĕ сасăлава хутшăннă. Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн суйлавĕсенче чи нумай сасă пухаканни – "Пĕрлĕхлĕ Раççей" политика партийĕ. Малалла – Раççей Федерацийĕн коммунистсен партийĕ, "Тĕрĕслĕхшĕн тăракан Раççей" тата Раççейри либераллă демократсен партийĕ. Пĕр мандатлă Канаш, Тăвай тата Комсомольски суйлав округĕсенче "Пĕрлĕхлĕ Раççей" представителĕсем В.Александров, В.Иванов тата К.Мифтахутдинов çĕнтернĕ. Çавăн пекех Ачча ял тăрăхĕн пуçлăхне суйланă. А.Аввакумов суйлава хутшăннисен 38 процентне пухса мала тухнă. Янкăлч пĕр мандатлă 26-мĕш суйлав округĕпе район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ пулма тăратнă В.Петров ытти кандидатсенчен сасă нумайрах пуçтарнă.

Экономика секторĕн заведующийĕ Е.Гаврилова çак уйăхăн пуçламăшĕ тĕлне куллен кирлĕ апат-çимĕç продукчĕсем мĕн хак пулнине тĕрĕленин кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Хаксем республикăн вăтам кăтартăвĕсенчен пысăк мар.

Çĕнĕ çул çывхарса килет. Йăлана кĕнĕ тăрăх социаллă пурнăçпа культура сферине кĕрекен çуртсен умĕсемпе территорийĕсене, суту-илÿ объекчĕсене илемлетес енĕпе конкурс ирттереççĕ. Конкурс условийĕсемпе район администрацийĕн обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ Н.Базунова паллаштарчĕ. Автотрасса хĕрринче вырнаçнă объектсем илемĕпе уйрăмах илĕртчĕр тесе тăрăшмалла. Симĕс чăрăшсене гирляндăсемпе хитрелетсе лартма та вăхăт ĕнтĕ.

Район халăхне социаллă хÿтлĕх паракан пай пуçлăхĕ В.Михайлова инвалидсен кунне халалланă уяв епле иртни, ветерансемпе инвалидсене, нумай ачаллă тата укçа-тенкĕ енчен хĕсĕк çемьесене мĕнле социаллă пулăшусем пани çинчен каласа пачĕ.

"Нива" хресчен (фермер) хуçалăхĕн пуçлăхĕ А.Иванов çамрăксене вак предпринимательство сферинчи проекчĕсене пурнăçа кĕртме пулăшма суйласа илмелли конкурсра çĕнтернĕ. Ăна 300 пин тенкĕ уйăрнине çирĕплетекен ĕнентерÿ хучĕ пачĕç. Çак суммăпа вăл им-çам сирпĕтмелли техника туянма, пахча çимĕç лартса ÿстерме шутлать.

Карăклă ял тăрăхĕн тĕп эксперт специалистне Е.Степановăна муниципалитет службин сферинче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн район администрацийĕн Хисеп грамотипе чысларĕç.

Анлă ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыракан Э.Александров пĕтĕмлетрĕ. Çитменлĕхсене пĕтерме конкретлă мерăсем йышăнма хушрĕ.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика