07 декабря 2011 г.
Кăçал чÿк уйăхĕн вĕçĕнчех хĕл вăя кĕчĕ. Анчах та çанталăка пăхсан хĕл маларах пуçланчĕ теме те юрать: чÿкĕн 5-мĕшĕнче нÿрлĕ çĕр пичĕ шăнчĕ. 8-мĕшпе 10-мĕш кунĕсенче (3 талăкра) çемçе юр 15 см яхăн çуса лартрĕ. Чÿк уйăхĕн иккĕмĕш вунă кунлăхĕнче те циклонсем пулчĕç, юр татах çурĕ, унăн хулăнăшĕ 20 см çитрĕ. Ăшă çанталăк тек пулмарĕ, çавăнпа юр ирĕлмерĕ. Çанталăкăн çакăн евĕр пулăвĕ усăллă е сиенлĕ; Ку ыйтăвăн хуравне пĕр сăмахпа татса пама çук, çавăнпа тарăнрах тишкерер.
Шăннă çĕр çине 20 сантиметр çемçе юр çуни, вăр ирĕлменни, паллах, усăллă пулăмсем. Хулăн юр калчасене шартлама сивĕсенчен сыхлать. Юр айĕнче пылчăклă, çăра шывлă лаптăксем юлманни те лайăх – калчасене çĕртмест.
Çĕр пичĕ питĕ хытă шăнни калчасене сиенлĕ: вĕсен тымарĕсем татăлаççĕ, калчи хăй те шăнма пултарать. Çуркунне хытă шăннă çĕр ăшне ирĕлнĕ юр шывĕ сăрхăнса кĕреймест, çырмана юхса каять. Çавăнпа та çĕр нÿрĕ илсе юлаймасть. Анчах та çĕр кăçал ытла хытă шăнмарĕ – сивĕ вăтамран 7-8 градусран мала пулмарĕ, шăнтнă хыççăн икĕ талăкранах çемçе юр çĕре витрĕ. (2009 çулта юр раштав уйăхĕн 22-мĕшĕччен те çуманччĕ, çавăнпа çĕр 1,5-2 метр таран шăннăччĕ. Ун чухне 38 градус сивĕ пулнăччĕ).
Тикĕс шăтнă кĕрхи калчасене хĕл каçма çанталăк лайăх услови туса пачĕ. Çитес çул кĕрхи тырă тухăçĕ аван пулас шанчăк çирĕпленчĕ, ÿсрĕ.
Кĕркунне лартса хăваракан пахча çимĕç пирки те çавнах каламалла. Тĕслĕхрен, ыхрана кĕркунне лартса хăварсан вăл шултрарах пулать. Анчах та кĕркунне лартнă ыхра, ăна юр тарăн витмесен, шăнса пĕтме пултарать. Юр çĕр питне хупăрличчен йăрана çулçăпа е утă-улăмпа витме тивет. Кăçал юр иртерех çунă пирки лартнă ыхра шăнса ĕлкĕриччен юрпа витĕнчĕ. Çавăнпа аванах хĕл каçас шанчăк пур.
В. ГАВРИЛОВ,
Уçырма ялĕ.