07 декабря 2011 г.
Эрне кун Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Шăхасан вăтам шкулĕн кивĕ çурчĕн актовăй залĕнче Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунне паллă тума районти ял тăрăхĕсенчи инвалидсен организацийĕсен ертÿçисемпе членĕсем килчĕç. Мероприятие инвалидсен районти обществин председателĕ Н.Степанов уçрĕ. Николай Иванович залра ларакансене сывлăх, çитĕнÿ, тÿсĕмлĕх тата кăмăл çирĕплĕхĕ сунчĕ.
– Малашлăха, хамăр вăя шанни, пуласлăха ĕненни, пуçа усманни, хастарлăх пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшаççĕ, – терĕ вăл.
Хевтесĕр çынсене, уйрăмах сусăрланнă ачасене, патшалăх пулăшăвĕ, тимлĕх кирлĕ. Çакна тухса калаçакансем уйрăмах палăртса хăварчĕç. Район администрацийĕн çумĕ Э.Александров район ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, патшалăх çĕр ĕçĕпе пурăнакансене мĕнле пулăшусем пани çинче чарăнса тăчĕ, залран панă ыйтусене хуравларĕ. Районти халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай пуçлăхĕ В.Михайлова инвалидсен пурнăçне лайăхлатас енĕпе ĕçлессинчи улшăнусемпе çĕнĕлĕхсем пирки каласа пачĕ. Канаш хулипе район халăхне ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ Б.Семенов салам сăмахĕсене парнепе çирĕплетрĕ. Пенси фончĕн Канашри управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ С.Барамышникова, налук службин специалисчĕ И.Кузьмина, Канашри "Акконд-хлеб" завод директорĕ Н.Иванов пухăннисен ячĕпе нумай ăшă сăмах каларĕç, пурнăçăн кашни кунĕ мĕн те пулин ыррине, савăнăç илсе килессе шанма ыйтрĕç.
Савăнăçлă пай хыççăн мероприятие килнисем шашка-шахмат хăмисем çинче тупăшрĕç, ал вăйĕсене тĕрĕслерĕç, тĕл перессине дартс енĕпе кăтартса пачĕç. Шăхасан вăтам шкулĕн çамрăк артисчĕсем юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Юлашкинчен шкул столовăйĕнче пурте пĕрле чей ĕçрĕç, пĕр-пĕрин пурнăçĕпе интересленчĕç.
В.АЧЧА.