АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Амăшĕн ĕмĕтне ачисем пурнăçланă

07 декабря 2011 г.

Александра Александровна Александрова 1929 çулхи ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче Çĕнĕ Пинер ялĕнче вырăс çемйинче çуралнă. Амăшĕ – Анастасия Петровна Петрова, ашшĕ – Александр Павлович Александров. Çемьере ултă ача, тăватă ывăл та икĕ хĕр, пулнă: Гриша, Сергей, Алексей, Павел, Александра, Вера. Александра Александровна çемьере пиллĕкмĕш ача пулнă. Ашшĕ тăватă арçын ача хыççăн хĕр çуралнăшăн çав тери савăннă, анчах хăй нумай пурăнайман. Колхозра платник ĕçне тунă вăхăтра аллине шăрпăк кĕрсе организма чир ернипе вăхăтсăр çĕре кĕнĕ.

Александра Александровна ун чухне виççĕре пулнă, çемьере кĕçĕнни – ултă уйăхра. Александра пĕчĕклех ĕçе хăнăхнă. Çиччĕ Тултарсан Çĕнĕ Пинер ялĕнчи пуçламăш шкула кайнă. Энтриялĕнчи çичĕ çул вĕренмелли шкултан пĕлÿ илсе тухсан Канашри педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. Шкулта "пиллĕксемпе" кăна вĕреннĕскер, училищĕре те лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пынă. Пĕррехинче амăшĕ больницăра сипленмеллех йывăр чирлесе ÿкнĕ. Килте çав вăхăтра никам та пулман: пиччĕшĕ Павăл чирлесе вилнĕ, ыттисем – вăрçăра, йăмăкне те ĕçлеме аякка илсе кайнă. Александрăн ирĕксĕрех вĕренме пăрахса амăшĕпе ватă асламăшне тата хуçалăха пăхса тăма киле таврăнма тивнĕ.

1954 çулта Александра Александровна Макар Павлович Григорьевпа çемье çавăрнă. Иккĕшĕ вĕсем виçĕ хĕр – Любовь, Вера тата Надежда – çуратса ÿстернĕ. Виççĕшне те аслă пĕлÿ илме пулăшнă. Любовь Канашри педагогика училищине тата Чăваш патшалăх университетне вĕренсе пĕтернĕ. Паян кун вăл Çеçпĕл Миши ячĕллĕ Шăхасан вăтам шкулĕнче учитель пулса ĕçлет. Вера Хусанти авиаци институтне пĕтерсе Ростов облаçĕнчи Миллерово хулинче инженерта тăрăшнă. Шел те, 2008 çулта йывăр чире пула çĕре кĕнĕ. Унăн виçĕ ачи тăлăха юлнă. Ывăлĕ Роман аслă пĕлÿллĕ, ашшĕпе пĕрле энергетикăра вăй хурать. Вадим Мускаври физикăпа техника институтĕнче вĕренет. Александра Александровнăн кĕçĕн хĕрĕ Надежда Мускаври коопераци институтне пĕтернĕ, Пермь хулинче Роспотребнадзор тытăмĕнче ĕçлет. Александра Александровна вĕреннĕ çын пулма ĕмĕтленнĕ, анчах вăрçă кÿнĕ нуша-терте пула ĕмĕт пурнăçланайман. Ун вырăнне ачисем аслă пĕлÿ илсе савăнăç кÿнĕ.

Сумлă ветеран нумай çул Киров ячĕллĕ колхозра ĕçленĕ, çав шутран 16 çулне бригадир пулăшуçи пулса. Ăна Чăваш Республикин Аслă Канашĕн Хисеп грамотипе, ытти нумай наградăпа чысланă. "Тава тивĕçлĕ колхозник" ята та тивĕçнĕ Александра Александровна. Шкул ачисем кинемей патне час-часах пырса çÿреççĕ, ветеранăн аса илĕвĕсене кăсăкланса итлеççĕ. Ачасене вăл хăй пекех нумай çул пурăнма ырă сунать. "Ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхмелле мар, вĕренÿре, ĕçре тăрăшуллă пулмалла", – тет çамрăксене ăса вĕрентсе.

И.ПЕТРОВА,

Шăхасанти культура çурчĕн методисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика