АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Перĕнсе вилнĕ

07 декабря 2011 г.

Шупашкарта тĕпленнĕ, хĕрĕхсенелле çывхаракан хĕрарăм Малтикас ялĕнчи çуртне Шăхасан çыннине 70 пинпе сутнă. 50 пинне çийĕнчех тÿленĕ лешĕ. Тепĕр çирĕмĕшне парасшăн мар. Çак ĕçе миравай суда гражданла йĕркепе пăхса тухма ярса панă.

Юпа уйăхĕн пуçламăшĕнче вăтам çулсенчи Канаш çынни каçхине тăххăр çитеспе 77 çулти кинемейĕн "Мир" коллективлă садри дача çуртне йăпшăнса кĕнĕ. Унта ларакан "Рекорд СТ-1403" телевизора йăтса кайнă. Ватта кÿрентернĕшĕн чылайччен, пулать вĕт-ха, ÿкĕннĕ пулас унччен судпа айăпланнă арçын. Нумаях пулмасть вăл полицие пырса айăпне йышăннă.

Çур çĕр иртни виççĕсенче 20 çулти каччă тытса пыракан "ВАЗ-21103" автомобиль Уçырма çывăхĕнче çул айккинчи канава кĕрсе кайнă. Водителĕн пилĕк шăмми хуçăлнă, пуçран хытах аманнă. Ăна хула больницине леçнĕ.

Район полицин дежурнăй пайне Çĕрпÿри ĕçтешĕсенчен хыпар килнĕ. Унти больницăна Канаш районĕнчи пĕр ялтан пуç мимине кисретнĕ арçынна илсе пынă. Аманнин сăлтавне пĕлтерме ыйтнă. Çак çын çурт тăрринче юра тасатнă чухне персе аннине пĕлме май килнĕ.

Çав кунах Шăхасан патĕнче автоинкек пулнă. 35 çула кайнă Канаш арçынни хăйĕн иномаркипе умра пыракан "ГАЗ-3110" машинăпа çапăннă. Адмтĕпчев пуçланă.

Ухман ялĕнче пурăнакан 54 çулти арçын хуçалăхĕнче кăнтăрла çитеспе çăра тĕтĕм явăнма пуçланă. Мунчан шал енчен тыттарнă хăмисене çулăм ярса илнĕ. Вут тухнин сăлтавĕ мунча кăмакипе тĕрĕс усă курманни пулĕ теççĕ. Пушар 3 пин тенкĕлĕх сиен кÿнĕ. Карăклăра 48 çулти хĕрарăм хуçалăхĕнче вара кăмакапа тĕрĕс усă курманнипе мунча тăрри тата маччи çуннă. Кивĕ Шелттем пенсионерĕ мунча хутса янă та çунакан кăмакана хăй тĕллĕнех хăварнă, пĕрре те пырса пăхман. Кăмаки вара юсавлă пулман. Çак сăлтава пула йывăç мунча тĕппипех кĕлленнĕ.

Октябрь варринче Чăнкăвар выçăлккинче пурăнакан 52 çулти хĕрарăм хуçалăхĕнчи мунчана темле çын (тен, çынсем) çенĕк хăмисене хăйпăтса кĕнĕ. Унтан чукунран тунă мĕн пур савăта çĕклесе кайнă. Сиенĕ – 2950 тенкĕлĕх. Вăрра шырама пуçланă.

Малтикас арçынни суд тенкелĕ çине темиçе та ларма ĕлкĕрнĕ. Сывлăхĕ те чаплах мар. Тухтăрсем пĕвер циррозĕпе чирлĕ пулнине палăртсан çакскер хуйха ÿкнĕ, канăçне çухатнă. Пĕр кунхине вăл хăй çине алă хума шутланă: кăкăрĕнчен çĕçĕпе чикнĕ. Турри пĕрлех пулнă пулас, вилмеллех аманман – больницăра суранне çыхса янă хыççăн килне янă. Малти Тукайри 44 çулти арçыннăн пурнăçне вара çăлса хăварма май килмен. Вăл та тĕрме мĕнне пит лайăх пĕлнĕ. Тем сăлтава пула хайхискер алăпа ăсталанă пистолетран хăйне хăй кăкăртан пенĕ.

В.СНЕЖКОВ хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика