07 декабря 2011 г.
Раççей Федерацийĕн Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Республикипе ĕçлекен тĕп управленийĕ Канашра семинар-канашлу ирттерчĕ. Унта управлени пуçлăхĕ С.Антонов генерал-майор, гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Ю.Кекиш, территорисенчи пăхса тăракан подразделенисен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç. Кун йĕркинче кăçалхи 11 уйăхри ĕçсене тишкерсе тухасси пулчĕ.
Ирхине саккăр çитеспе Шăхасанти физкультурăпа сывлăх комплексĕ умне кăвак пакунсемлĕ арçынсем пухăнчĕç. Вĕсем – республикăри хуласемпе районсенчи пушар хăрушсăрлăхне тытса тăракан пайсен пуçлăхĕсем. Вĕсене тĕп управленин пуçлăхĕн çумĕ Н.Петров полковник, Канаш хулипе тата районĕпе пăхса тăракан пай пуçлăхĕ Ф.Смирнов подполковник, комплекс директорĕ Ф.Спиридонов кĕтсе илчĕç. Комплекспа паллашнă хыççăн хăнасем çулсен ушкăнĕсем çине пайланса турник çинче туртăнса, бассейнра 100 метра ишсе вăй-хал нормативĕсене пурнăçларĕç. Çапла майпа ÿт-пĕве çĕнĕ кунăн ĕçлĕ юхăмне кĕртрĕç, кăмăлĕсем те çĕкленчĕç, шÿтлени, кулни илтĕнсе тăчĕ, малтанхи кун ĕçлесе ĕшенни, хăшĕ-пĕрин пăсăк кăмăлĕ таçта кайса кĕчĕ.
Ăшă шывпа чÿхеннĕ, шăлăнса-типĕнсе йĕркене кĕнĕ хыççăн çăмăл машинăсен "карти" Вăтакас Кипеч ялĕ еннелле çул тытрĕ. Унта çитсен Н.Петров полковник строй смотрĕ ирттерчĕ. Çак мероприяти мĕнле йĕркепе иртнине пăхса тăнă чухне пуçа хам çарта ирттернĕ çулсем шăвăнса кĕчĕç. Çамрăк чухнехи нихăçан манăçми вăхăтпа киленнĕ вăхăтра район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ К.Никоноров, Вăтакас Кипеч ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Максимов çитсе тăнине сисмен те. Вĕсемпе ĕç-пуç çинчен калаçнă вăхăтра смотр вĕçленчĕ. Владимир Михайлович пушар деповне кĕрсе курма йыхравларĕ. Семинара килнисене вут-çулăмпа кĕрешмелли хатĕрсем интереслентерчĕç. Ял тăрăхĕн муниципалитет пушар хуралĕн пуçлăхĕ В.Федоров, В.Моисеев тата А.Семенов водительсем пушар машинисем мĕнле ĕçленипе паллаштарчĕç.
Калаçу малалла Чулкăмакари культура çуртĕнче тăсăлчĕ. Райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ К.Никоноров районта пушар хуралĕсене тытса тăрасси епле майпа йĕркеленсе пыни çинчен каласа пачĕ. Муниципалитетсен пушар хуралĕсем районта 13. Ял тăрăхĕн пуçлăхне В.Максимова вара çăмăлах пулмарĕ – ыйтăвĕсем çумăр пекех "шăпăртатрĕç". Хуравĕсем уншăн сунчăк вырăннех пулчĕç тейĕн – "йĕпенмерĕ", "шывран" типĕллех тухрĕ.
Хăнасемшĕн Канашри тавра пĕлÿ музейĕнче интересли чылай пулчĕ. Музей директорĕ М.Данилова кунти пĕр экспоната кăтартмасăр, ун çинчен каласа памасăр хăвармарĕ ахăртнех. Тĕп управленирен килнисем пурин ячĕпе те ăшă сăмах каласа Тав журналĕ çине ырă сĕнÿсем çырса хăварчĕç. Н.Петров полковника асăнмалăх Канашри музея аса илтерекен йывăç кашăк парнелерĕç. Пурте пĕрле асăнмалăх сăн ÿкерĕнчĕç.
Кăнтăрлахи апат хыççăн хула администрацийĕн аслă пÿлĕмне пухăнчĕç. Семинар-канашлăва РФ Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Республикипе ĕçлекен тĕп управленийĕн пуçлăхĕ С.Антонов уçрĕ. Чи малтанах вăл управленин Канаш хулипе тата районĕпе, Шупашкар районĕпе пăхса тăракан пайĕсен пуçлăхĕсене Ф.Смирновпа С.Салтыкова министерствăн патшалăхăн пушарпа кĕрешес службин академине ăнăçлă вĕренсе пĕтерсе диплом илнĕ ятпа саламларĕ. Хула администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Мясников тата район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ К.Никоноров Канаш çĕрĕ хăнасене яланах хапăл туса кĕтсе илни, хулапа районăн социаллă пурнăçĕпе экономики мĕнле аталанса пыни, малашнехи плансем çинчен каласа пачĕç, пушар хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă çивĕч ыйтусене пĕрлехи вăйпа татса пама тăрăшнине пĕлтерчĕç. Республикăн пăхса тăракан пайĕсемпе уйрăмĕсен кăрлач-чÿк уйăхĕсенчи ĕç-хĕлне сÿтсе явнă çĕре Тĕп управлени пуçлăхĕ С.Антонов, Чăваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Ю.Кекиш, территорисенчи пăхса тăракан подразделенисен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç.
Канаш хулипе районĕнче пушар хăрушсăрлăхĕ енĕпе лару-тăру мĕнле пулни çинчен Ф.Смирнов тухса калаçрĕ. Çулталăк пуçланнăранпа 71 пушар алхаснă, сиенĕ – 4017800 тенкĕлĕх. Вут-çулăмра 7 çыннăн пурнăçĕ татăлнă, çиччĕн сусăрланнă. Планпа килĕ-шÿллĕн 179 тĕрĕслев ирттернĕ, 110 предписани панă, 739 мероприяти ирттерме сĕннĕ. Планпа пăхман тĕрĕслевсем – 223. Пушартан асăрхаттарас ыйтусемпе тăтăшах калаçусем иртеççĕ, профилактика ĕçĕнче район хаçачĕпе те усă кураççĕ.
Семинар-канашлура ирĕклĕ халăх дружинисем йĕркелессипе, вĕсене аталантарассипе çыхăннă ыйтусене те пăхса тухрĕç.
В.АЧЧА.