07 декабря 2011 г.
М.Игнатьев Президент виçĕм кун Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци ведомствисен территори органĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.
Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ А.Цветков раштавăн 4-мĕшĕнчи сасăлавăн малтанхи кăтартăвĕсем çинчен пĕлтернĕ. Суйлавçăсен 61 проценчĕ сасăлава хутшăннă. Дума депутачĕсен суйлавĕнче республикăра "Пĕрлĕхлĕ Раççей" сасăсен 43,29 процентне пухнă. Иккĕмĕш вырăнта РФКП – 20,92 процент, виççĕмĕшĕнче "Тĕрĕслĕхшĕн тăракан Раççей" – 18,89 процент, унтан – 10,79 процент пухнă РЛДП. Пĕр мандатлă 22 суйлав округĕнчен 21-ĕшĕнче "Пĕрлĕхлĕ Раççей" кандидачĕсем мала тухнă, пĕринче кăна, Çĕнĕ Шупашкарта, "Тĕрĕслĕхшĕн тăракан Раççей" представителĕ çĕнтернĕ. Çавăн пекех вырсарни кун 12 округра ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене суйланă, вĕсенче те 11-ĕшĕнче "Пĕрлĕхлĕ Раççей" парти çыннисем малта.8 округра районсемпе хуласен Пухăвĕсен депутачĕсен суйлавĕ пулнă, вĕсенчен 7-шĕнче "Пĕрлĕхлĕ Раççей" представителĕсем çĕнтернĕ.
"Вырăнсенче влаçпа халăх хушшинче çыхăну çирĕпрех пулмалла, çакна хальлĕхе туймастăп. Пĕтĕмпех тĕплĕн тишкермелле, малалли ĕçе ăнăçлăрах йĕркелеме пĕтĕмлетÿсем тумалла", – тенĕ Чăваш Ен пуçлăхĕ влаç представителĕсене. Вăл çĕнĕ парламент йĕркеленнĕ ятпа саламласа Чăваш Еншĕн ăнăçлă ĕçлеме суннă. Ку енĕпе тăватă парти ĕçлĕ.
Канашлура çулсем çинчи аварисенчен сыхланас ыйтусене тишкернĕ – шалти ĕçсен министрĕ С.Семенов ку енĕпе пурнăçлакан ĕç çинчен каласа панă. Вăл палăртнă тăрăх, кăçал административлă правăна тĕслĕхсене шута илекен видеофиксаци центрне хута янă, çак ĕç валли Шупашкар бюджетĕнчен те укçа уйăрнă. Çакăн усси палăрать те ĕнтĕ: хăвăртлăха юранинчен ÿстернĕ тĕслĕхсен шучĕ 14,3 процент чакнă. Сывлăх сыхлавĕн министрĕ В.Муллина аварисенче инкек тÿснисене медпулăшу кÿмелли тытăма аталантарнă май çулсем çинчи инкексенче вилекенсен хисепĕ 8,4 процент чакнине палăртнă.
"Çын пурнăçĕнчен хакли çук. Республикăри çулсем çинче çутă пулмалла, ятарлă паллăсене çутатмалла. Икĕ çул хушшинче Шупашкар хăрушлăхсăр хула пулса тăмалла", – тенĕ Президент кирлĕ хушусем панă май.
К.СЕМЕНОВ.