07 декабря 2011 г.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчи çĕршывшăн йывăр вăхăтра Пайкилтри çĕвĕ цехĕ хупăнса ларнăччĕ. Çурчĕ те вут тухнипе кĕлленнĕччĕ. Нумаях пулмасть çĕвĕ цехĕ çĕнĕ вырăнта уçăлчĕ.
Çĕнĕ Мами хĕрне качча илнĕ В.Булавин çĕршывăн çурçĕр регионĕнчен Пайкилт тăрăхне çемйипех куçса килнĕ. Çамрăк та пултаруллăскер, спортпа туслăскер, спортсменсем вара йывăрлăх умĕнче парăнма шутламаççĕ те, предприниматель ĕçне кÿлĕннĕ. Канашра ача-пăча таварĕсем сутакан "Невский" магазин уçнă. Вăй илсе пынăçемĕн тата темиçе лавкка хушăннă. Çулталăк пуçламăшĕнче унăн пуçне ăслă шухăш пырса кĕнĕ. Пайкилт, Çĕнĕ Мами, Тăрăн ялĕсенче пурăнакансене ырă тума шутланă. Хăйĕн пуçарăвĕпе ял тăрăхĕн пуçлăхне А.Григорьева паллаштарнă. Тĕплĕн калаçнă, кашни вак-тĕвеке шута илнĕ хыççăн Пайкилтри культура çурчĕн иккĕмĕш хутĕнче пушă ларакан пысăк пÿлĕмсене çĕвĕçсем валли уйăрса пама йышăннă. Пуçарăва район администрацийĕ те ырланă. Часах пÿлĕмсенче юсав ĕçĕсем пуçланнă. Вĕсене В.Булавин хăй ертсе пынă. Тÿрĕ кăмăлпа, тĕплĕ тунăшăн укçине те шеллесе тăман. Çитменнине тата иккĕмĕш хута тирпее кĕртекенрен нумайăшĕ унччен çĕвĕçре вăй хунисемех пулнă. Ĕçе тĕплĕ те пахалăхлă тунă вĕсем, мĕншĕн тесен малашне вĕсем çак цехра тăрăшĕç.
Эрне кун район администрацийĕн тата Пайкилт ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем В.Софроновпа А.Григорьев, В.Булавин предприниматель савăнăçлă лару-тăрура хĕрлĕ хăйăва касса сăрă шăрши кĕрекен аслă пÿлĕмĕн алăкне уçрĕç. Кĕрекенĕсем – кунта ĕçлеме вырнаçнисем, вырăнти шкулта аслă классенче вĕренекенсем, çывăхри урамсенче пурăнакансем. Владислав Васильевичпа Аркадий Трофимович ырă пуçарăва анлă çул, ăнăçу сунчĕç.
В.Булавин пĕлтернĕ тăрăх, цехра 65 çын ĕçлĕ, вĕсенчен 5-ĕшĕ – инженерипе техника ĕçченĕсем. Çамрăк ăру пирки те шутласа хунă. Аслă классенче вĕренекен хĕрачасем производствăпа вĕренÿ практикине çĕвĕ цехĕнче ирттерĕç. Цех пуçлăхĕ В.Булавин тата шкул директорĕ В.Ильин кун пирки пĕр-пĕринпе калаçса татăлнă та ĕнтĕ. Хĕр пĕрчисем çĕвĕ ĕçне алла илĕç. Тен, хĕр шутне кĕрсен вĕсен ĕç биографийĕ кунтан пуçланĕ.
Цехра 10 çĕвĕ машини вырнаçтарнă та ĕнтĕ. Ассортиментра – ача-пăча матрацĕсем тата вырăн таврашĕ. Саккас парас текенсем те тупăннă. Çĕвĕçсем хушшинче арçын та пур. Вăл – Н.Михайлов. Практика пур, çемйи валли кĕпе-тумтир хăех çĕлет.
– Çĕвĕ цехĕ уçăлни – лайăх пулăм. Хальхи вăхăтра ĕçлĕ пуласси, ман шутпа, пысăк телей. Йĕркеллĕ ĕçлесе кайсан кунта ĕçленĕ изделисене хамăн магазинта та сутма илесшĕн-ха, – терĕ ялти икĕ магазин хуçи М.Иванов.
В.АЧЧА.