АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ытла та хăрушă-çке

02 декабря 2011 г.

Самаях ÿсĕрĕлнĕ Самохина хăйĕнпе упăшки пек пурăнакан арçыннăн амăшĕпе З.Гурьяновăпа (иккĕшĕнне те хушамачĕсене улăштарнă), вăл та хĕрĕнкĕ пулнă, вăрçса кайнă. Çиллине тытса чарайман Самохина кухня сĕтелĕ çинчи çĕççе ярса илнĕ, кравать çине йăванса кайнă хĕрарăм патне пынă. Выртаканскере 8 хутчен яшлаттарнă. Йывăр сурансене пула лешĕ тăна кĕмесĕрех пурнăçран уйрăлса кайнă. Çын вĕлерен вилене минтерпе хупланă, çĕççине хăйĕн вырăнне хунă.

Хаяр шĕвекпе минресе кайнă Самохина З.Гурьяновăна вĕлернĕ хыççăн унăн мăйĕнчи пĕчĕк хутаçа асăрханă. Ăна туртса татнă, унта выртакан 3100 тенкĕ укçана кĕсйине персе чикнĕ. Пÿрте тул енчен питĕрсе преступлени тунă вырăнтан шыва пенĕ чул катăкĕ пек пăчланнă.

Судра Самохина Гурьяновăна тилĕрсе кайнипе çĕçĕпе чикнине пĕлтернĕ. Миçе хутчен чикнине астумасть те. Хутаçран илнĕ укçана хăйне кирлĕ япаласем туянса тăкакланă тесе ĕнентерме пăхнă. Суд хаяр приговор кăларнă. Унăн пурнăçĕн 13 çулĕ çирĕп режимлă колонире иртĕ. Вăл унччен те çынна вĕлернĕшĕн судпа айăпланнă пулнă. Куратпăр ĕнтĕ, вăл юсанма шутламан та.

В.СНЕЖКОВ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика