02 декабря 2011 г.
Шăхасанти культура çуртĕнче фольклор, драма, сăнарлă искусство, эстрада, çыхма вĕренмелли тата ытти кружоксем ĕçлеççĕ. Фольклор ушкăнĕн занятийĕсене Чăваш Республикин музыкăн тава тивĕçлĕ деятелĕ В.Дмитриев ертсе пырать. Унта çÿрекенсем вуннăмĕш çул хăйсен пултарулăхĕпе тĕрлĕ уявра савăнтараççĕ. "Шуçăм" фольклор ушкăнĕнче тĕрлĕ профессиллĕ, тĕрлĕ çулти çынсем. Чăваш юррисене юратни вĕсене пĕр-пĕринпе çывăхлатнă.
Чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕнче çак ушкăн чăвашсен кăвар чĕреллĕ поэчĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 112 çул çитнине халалласа ирттернĕ регионсем хушшинчи "Çеçпĕл йыхравĕ" фестивале хутшăнса Канаш район администрацийĕн тав çырăвне илме тивĕç пулчĕ. Уяв хăнисем Чăваш Республикин Халăх поэчĕ Валерий Туркай, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, паллă çыравçă Анатолий Кибеч тата ыттисем те "Шуçăмра" юрлакансене тав сăмахĕсем каларĕç, ăнăçу сунчĕç.
"Чăваш тĕрри" кружока Л.Григорьева ертсе пырать. Любовь Макаровна тĕрлеме тата тăмран шăхличĕ тума ăста. Вăл ачасемпе ытларах ĕçлет. Унăн кружокне çÿрекенсем конкурссенче малти вырăнсене йышăнаççĕ, куравсенче çынсене савăнтараççĕ. Çакна палăртса хăварма кăмăллă, пĕррехинче культура çуртне Канаш хулинчен хĕрарăм килчĕ те пулăшу ыйтрĕ. Казахстана хăнана кайма вĕсене чăваш сувенирĕ кирлĕ пулнă иккен. Любовь Макаровна май килнĕ таран пулăшрĕ, тĕрленĕ саппунсем, ал тутрисем тупса пачĕ.
Драма кружокĕн занятийĕсене Л.Сергеева ертсе пырать. Унта çÿрекенсем театр искусствин никĕсĕсемпе, калаçу техникипе, актер ăсталăхĕн вăрттăнлăхĕсемпе паллашаççĕ. Кружока çÿрекенсем Н.Полоруссов-Шелепи çырнă "Кушакпа автан" спектакльпе Шăхасанти 1-мĕш номерлĕ "Хĕлхем" ача садĕнче пулнă. Наталья Яковлева – Тилĕ, Сергей Петров - Кушак, Диана Михайлова Автан сăнарĕсене калăпларĕç. Драма кружокне çÿрекенсем Чăваш чĕлхин эрнинче тата театр кунĕнче те сцена çине тухрĕç.
Эстрада кружокĕнче К.Григорьев пулас "çăлтăрсене" хатĕрлет. Ачасем çак кружока питĕ килĕштереççĕ. Нумаях пулмасть вĕсем Шăхасан салинче пурăнакансене хăйсен илемлĕ юррисемпе савăнтарчĕç.
Шăхасанти культура çуртĕнче "Хозяюшка" хĕрарăмсен клубĕ те ĕçлет. Çак клуба йĕркелесе яма Валентина Васильевнăпа Любовь Макаровна сĕнчĕç. Любовь Макаровна чăвашсен авалхи тĕррисене тĕрлеме ăста, Валентина Васильевна чылай çул хушши вырăнти хĕрарăмсен канашне ертсе пынă. Çак ушкăна çÿрекенсен хăйсен устав пур, занятисенче çавăн пекех план та йышăннă. "Хозяюшка" клубăн хастар членĕсем: Р.Рябчикова, В.Михайлова, Л.Орлова, Л.Григорьева, Э.Куропаткина, Н.Никитина, А.Михайлова, Л.Егорова, Н. Иванова, С.Алексеева. Тĕрĕ ăстисем çаксем: Н.Иванова, Э.Куропаткина, Л.Мураховская, Р.Васильева. Кукăль-хуплу пĕçерес енĕпе Р.Пантелеймонова маттур. Вăл пĕчĕк сăлтав тупăнсассăнах пире килсе хăналать. Çапла вара пыл хурчĕ пек ĕçчен, пăрчăкан пек çивĕч хĕрарăмсем клуба хăйсен ĕçĕсене пăрахсах пуçтарăнаççĕ.
В.Михайлова кружока çÿрекенсене çыхма вĕрентет. Валентина Васильевна чĕнтĕр çыхас енĕпе те маттур. Шкул ачисемпе хĕр упраçсем çак ушкăна хаваспах çÿреççĕ.
Нумаях пулмасть культура çуртĕнче "Ылтăн алăсем" девизпа тĕрлĕ япала сутмалли курав йĕркеленĕ. Унта тĕрленĕ тата çыхнă хатĕрсем тăратрĕç. Кашни хĕрарăм лайăх кил хуçи хĕрарăмĕ пулма тивĕç тесе шухăшлатпăр эпир. Пирĕн тĕллев: хăв пĕлетĕн пулсан теприне те вĕрент. Çапла, кашниех кунта хăйĕн вăрттăнлăхне уçать.
Хамăр инф.