АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕтне пурнăçланă

02 декабря 2011 г.

Вăтапуçĕнчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕнче тăрăшакан медицина сестри Елена Николаевна мĕн пĕчĕкрен тухтăр пулма ĕмĕтленнĕ. 1979 çулта Вăтапуçĕнчи вăтам шкултан вĕренсе тухсан вăл Канашри медицина училищине вĕренме кĕнĕ. Ĕмĕтленни пурнăçланнă: тăрăшуллă хĕр упраç 1983 çулта фельдшер-акушер дипломне алла илнĕ.

1983-1986 çулсенче Е.Иванова Сухайкассинчи сиплев çуртĕнче тăрăшнă. Тăван ялта ĕç тупăнсан Вăтапуçĕнчи сиплев çуртне ĕçлеме куçнă. 1989 çулччен, пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕ уçăличчен, вĕсем унта санитаркăпа иккĕшĕ çеç тăрăшнă. Халĕ сиплев çуртĕнче ултă çын вăй хурать.

Елена Николаевна çинчен çырма сăлтавĕ те пур, вăл çак кунсенче çывăх тăванĕсене, пĕрле вăй хуракансене, кÿршисене пухса хăйĕн юбилейне анлăн паллă турĕ.

Юбиляра пурте хисеплеççĕ. Çак кунсенче хăй çинчен мĕн чухлĕ ырă сăмах илтмерĕ пулĕ вăл. Сиплевçĕ чирлĕ çын патне кайса килме нихăçан та ÿркенсе тăмасть, эмелсемпе сипленипе пĕрлех ăшă сăмахпа та лăплантарма тăрăшать. Уколĕсене те ăста тăвать вăл, чирлĕ çынна хăвăрт сывалма шанăç кÿрет.

– Вăтапуçĕнче пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕ уçăличчен те ялти çынсем медицина пулăшăвĕ илме яланах пирĕн пата килсе çÿренĕ. Çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те çăмăл пулман, – паллаштарать Елена Николаевна. – Вырăнти практика врачĕн уйрăмне таврари пилĕк ялтан сипленме çÿреççĕ, кунсерен 21-23 чирлĕ çынна йышăнатпăр. Эпир, Людмила Николаевнăпа иксĕмĕр, Елена Викторовна врач палăртнă эмелсемпе усă курса чирлĕ çынсене сиплетпĕр. Елена Викторовна Трофимова сиплев çуртне 1991 çултанпа ертсе пырать. Вăл Канаш хулинче çуралса ÿснĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренсе аслă пĕлÿ илнĕ. Хăш-пĕр анализсене палăртмашкăн çынсен Шăхасана кайса çÿреме те кирлĕ мар, кунтах хатĕрлетпĕр. Ĕçри пĕтĕмлетÿсене пурне те компьютера кĕртсе пыратпăр.

1983 çулта Александр Михайловичпа Елена Николаевна çемье çавăрнă.

Александр Михайлович 1981 çултанпа, Совет Çарĕнчен килнĕренпех, Канашри ПАТПра тимĕрçĕ пулса тăрăшать.

Ивановсен икĕ хĕр: Ирина – врач, Шупашкарти пĕр сиплев çуртĕнче тăрăшать, Надя - логопед, Мускав хулинчи ача-пăча центрĕнче вăй хурать.

Ю.НИКИТИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика