АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурте кăмăллă юлчĕç

02 декабря 2011 г.

Иртнĕ канмалли кун Микушка клубĕнче Пĕтĕм тĕнчери аннесен кунне халалласа савăнăçлă уяв иртрĕ. Чи малтан вĕсен ячĕпе "Шевле" фольклор ушкăнĕ уяв концерчĕ кăтартрĕ. Концерт программи юрăсемпе кăна мар, сăвăсемпе те пуян пулчĕ. Юрăсем куракансене тыткăнларĕç, вĕсем фольклор ушкăнне алă çупса тав турĕç.

Уяв малалла пычĕ. Ялти чи илемлĕ, ăста та пултаруллă аннесене палăртас тĕллевпе конкурс йĕркелерĕмĕр. Конкурса тăваттăн хутшăнчĕç: Эльвира Витальевна Фомина, Алевтина Николаевна Коршунова, Елена Николаевна Александрова тата Валентина Григорьевна Ахметова. Жюри членĕсене чи пултаруллă аннене палăртма çăмăл пулмарĕ. Конкурс вĕçленсен вĕсем пĕр саслăн пĕрремĕш вырăна Эльвира Фомина тухнă тесе пĕлтерчĕç. Вăл Хучел шкулĕнче нумай çул вырăс чĕлхи вĕрентет. Конкурса хутшăннисене пурне те асăнмалăх парнесем парса хавхалантарчĕç.

Кайран пурте пĕрле "çавра сĕтел" хушшине ларса вĕри кăмпа яшки çирĕмĕр, пылак чей ĕçрĕмĕр. Уяв каçĕ ташăпа вĕçленчĕ. Пурте кăмăллă юлчĕç, çакăн пек чаплă уяв йĕркеленĕшĕн аннесем клуб администраторне Л.Ивановăна тав сăмахĕ каларĕç.

Л.ИВАНОВА,

администратор.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика