02 декабря 2011 г.
Виçĕм кун Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникне, Ик-кĕмĕш Хурамал ялĕнче çуралса ÿснĕ П.Мукина Мускав правительствин "70 лет битвы за Москву" Асăну паллипе наградăларĕç. Ку палла Мускав правительстви 2010 çулхи ноябрĕн 16-мĕшĕнче сĕннĕ пулнă, йĕркелÿ комитечĕн 2011 çулхи мартăн 31-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕнче вара ăна çирĕплетнĕ. Наградăна Мускава хÿтĕленĕ çĕре хутшăннă ветерансене Мускав мэрĕн ячĕпе параççĕ.
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕпе Г.Васильевпа район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов ветерана Асăну паллипе савăнăçлă лару-тăрура чысларĕç. Çак ятпа ялти клуба сумлă ватта сума сума хурамалсем йышлăн пуçтарăннă. Çитменнине тата Петр Федорович Мускав хулине хÿтĕленĕшĕн паракан наградăна тивĕçнĕ пĕртен-пĕр çын. Шел те, Тăван çĕршывăн тĕп хулишĕн пынă çапăçусене хутшăннă ытти ветерансем çак куна кĕтсе илеймерĕç.
Паян пирĕн районта 83 вăрçă участникĕ пурăнать. П.Мукин 1918 çулта çуралнă. 1938 çулта ăна çара илнĕ. Вăрçă тухнине пула служба вăхăчĕ тăхăр çула тăсăлнă. Çĕнтерĕве салтак Польша çĕрĕ çинче кĕтсе илнĕ. Тăван килне 1947 çулта Çĕнĕ çул уявĕ тĕлне çаврăнса çитнĕ. Мăшăрĕпе 7 ача çуратса ÿстернĕ. Паян ветеранăн 18 мăнук, 16 кĕçĕн мăнук, кĕçĕн мăнукĕсем парнеленĕ тата 11 мăнук. Канмалли кунсенче вĕсем пурте ватă аслашшĕ патне килсе çÿреççĕ. Петр Федорович çирĕм çул ытла ĕнтĕ савнă арăмĕсĕр кун кунлать. Çулĕсене кура мар хуçалăха çирĕп алăра тытать. Çак кунсенче кăна-ха ачисем ăна сысна пусса пачĕç. Ăна вара ветеран хăех самăртса çитĕнтернĕ. Тинтерех кăна ывăлĕ Михаил ашшĕ ыйтнипе чăхсем кÿрсе килнĕ. Ачаран ял ĕçне хăнăхнăскер, мучи вăхăта ахаль ирттерме пултараймасть. Петр Федорович çара кайиччен те, вăрçăран таврăнсан та тăван колхозра вăй хунă: бригадир, ферма заведующийĕ, кладовщик пулнă.
Çывăх вăхăтра ветерана тепĕр савăнăç кĕтет. Вăл çĕнĕ çурта куçма хатĕрленет. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене çурт-йĕрпе тивĕçтермелли çинчен калакан Указпа килĕшÿллĕн ăна "ПМК "Канашская" организаци кирпĕч çурт лартса панă. Ватă çынна канлĕ пурăнма унта пур услови те пур.
Райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов, Çĕнĕ Чалкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Кириллов, район администрацийĕн ĕçĕсене йĕркелесе пыракан Г.Петров, вăрçă ветеранĕн ывăлĕ М.Мукин ватă салтака награда илнĕ ятпа ăшшăн саламларĕç. Çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх сунчĕç. Районти культура çурчĕн артисчĕсем çепĕç юрăсем шăрантарса чыслава пухăннă çынсене савăк кăмăл парнелерĕç.
А.ТЯМИНА.