30 ноября 2011 г.
Республикăра вунă уйăхра пассажирсене турттаракан автотранспорт водителĕсен айăпне пула 17 автоинкек пулса иртнĕ, çакă аварисен пĕтĕмĕшле хисепĕпе илсен 4 процентпа танлашнă. Вĕсенче 3 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, 22-шĕ сусăрланнă. Иртнĕ çулта ку вăхăт тĕлне 19 автоинкеке шута илнĕ, 39 çын аманнă, вилекенсем пулман. Профилактика тĕлĕшĕпе республикăра чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа 24-мĕшĕччен "Автобус" операци иртнĕ.
"Автобус" декадник иртнĕ вăхăтра ГИБДД сотрудникĕсем районта 94 автобуса чарса тĕрĕсленĕ, вĕсенчен 82-шĕ лицензипе пулнă. Налук службин сотрудникĕсемпе пĕрле пĕр водителе административлă майпа явап тыттарнă. Пассажирсене лицензисĕр тата маршрут паспорчĕсĕр турттарнăшăн транспорт инспекцине пĕр информаци янă.
Хăвăртлăх режимне пăхăнманшăн пассажирсене турттаракан 8 водителе, çутă хатĕрĕсемпе йĕркене пăсса усă курнăшăн 2 водителе административлă майпа явап тыттарнă.
О.МИКУШИН,
РФ ШĔМĕн районти ГИБДД
уйрăмĕн пуçлăхĕ.