АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патшалăх пулăшăвĕ курăмлă

30 ноября 2011 г.

Юлашки çулсенче Раççей правительстви ял хуçалăхне пысăк витĕм кÿни куç кĕрет. Патшалăх пулăшăвĕпе пысăк предприятисемпе фермер хуçалăхĕсем кăна мар, килте хушма хуçалăх тытакансем те усă курма пултараççĕ. Çăмăллатнă кредитсем илсе районти çĕр ĕçченĕсем хăйсен мехпаркĕсене ял хуçалăх техникипе çĕнетме ĕлкĕрчĕç те ĕнтĕ.

2009 çулта районти хресченсем 7 трактор, тĕш тырă пуçтарса кĕртмелли 3 комбайн тата ытти ятарлă техникăна 21,3 млн тенкĕлĕх туяннă. 2010 çулта 8,2 млн тенке ĕçе кĕртнĕ, районта тата тепĕр 5 трактор хушăннă. Кăçал тĕрлĕ маркăллă 13 трактор, тыр-пул пуçтарса кĕртмелли, выльăх апачĕ хатĕрлемелли пĕрер комбайн тата ытти ял хуçалăх техникине 31,1 млн тенкĕлĕх кÿрсе килнĕ.

"Канаш" тулли мар яваплă пĕрлĕх кăна кăçал 15 млн яхăн тенкĕлĕх ял хуçалăх техники туяннă.

Ял хуçалăх техникине туяннăшăн çĕр ĕçченĕсем вунă уйăхра кăна 2 млн та 750 пин тенке яхăн субсиди илнĕ.

Уй-хирте хĕрÿ ĕçсем пынă тапхăрта Раççей Правительстви хресчене пулăшу кÿрес тĕллевпе дизтопливăна çăмăллатнă хакпа сĕнчĕ. Пирĕн районти ял хуçалăх предприятийĕсем те çак çăмăллăхпа усă курчĕç, вĕсем дизтопливăна "РОСНЕФТЬ" НК" пĕрлĕхрен 686 тонна туянчĕç, 8 млн тенкĕ ытла перекетлеме пултарчĕç.

Ял хуçалăх ĕçченĕсем патшалăх малашне те пулăшса пырасса шанаççĕ.

А.ПЕТРОВ, Патшалăх технадзор инспекцийĕн районти пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика