АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фермерсемпе тĕл пулнă

30 ноября 2011 г.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха туса пыракан Э.Александров ĕç пÿлĕмĕнче АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайăн специалисчĕсемпе тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Районăн тĕп агрономĕ В.Долгов вырма ĕçĕсен кăтартăвĕсемпе тата килес çулхи тĕп задачăсемпе паллаштарнă. Элита вăрлăх акни, удобренисемпе усă курни тухăçа ÿстерет. Шăпах çакăнта ĕнтĕ С.Шпаков, В.Малов, А.Владимиров, И.Лукьянов фермерсен çитĕнĕвĕн никĕсĕ. Малалла вăл усă курма килĕшмен çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртме чĕнсе каланă.

Канашлура çавăн пекех районти ветеринари службин пуçлăхĕ А.Степанов, "Россельхозцентр" учрежденин Канашри уйрăмĕн тĕп агрономĕ Г.Семенова, Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин финанспа кредит политикин пайĕн эксперт специалисчĕ В.Воробьева, Патшалăх техсăнавĕн Канаш районĕпе ĕçлекен инспекцийĕн аслă инспекторĕ А.Петров тухса калаçнă.

А.ТЯМИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика