30 ноября 2011 г.
Çĕр çинчи чи хаклă, пурнăç парнеленĕ çынна, юратнă аннене, халалласа хывнă юрăсен, хайланă сăвăсен шутне никам та пĕлмест пулĕ. Уявсенче вĕсен ячĕпе ăшă та çепĕç сăмахсем мĕн чухлĕ янăраççĕ тата. Кĕçнерни кун "Колос" кафере чуна чи çывăх праçниксенчен пĕрне – Анне кунне – уявланă чухне те çаплах пулчĕ. Районти ял тăрăхĕсен тĕп культура çурчĕ çумĕнчи "Ентешсем" ансамбль, "Ăраскал" фольклор ушкăнĕ районти халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай йĕркеленĕ мероприятие килнĕ нумай ачаллă хĕрарăмсене илемлĕ чăваш юррисемпе савăнтарчĕç. О.Егорова хĕвел тухăç ташшисемпе кашнин кăмăлне çĕклерĕ. Уяв ячĕпе саламлама килнĕ "Канашсем" ентешлĕх ертÿçин çумĕ Ю.Алексеев юрлас пултарулăхне халăх умне кăларчĕ. Вырăссен анне çинчен хывнă "Милая мама" юррине чуна хускатмалла шăрантарчĕ.
Районти чи лайăх аннесене саламлама Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Атăлпа Вятка банкĕн председателĕн çумĕ-Раççей Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ В.Александров, "Канашсем" ентешлĕх ертÿçин çумĕ Ю.Алексеев, Канашри "Акконд-хлеб" заводăн директорĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕн В.Ивановăн шаннă çынни Н. Иванов, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, унăн çумĕ К.Никоноров, район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ И.Иванов, Пенси фончĕн Канаш хулипе тата районĕпе ĕçлекен управленийĕн пуçлăхĕ О.Петрова, районăн тĕп врачĕ Р.Федорова, "Поддержка" страховани компанийĕн Канаш районĕнчи представительствин менеджерĕ Э.Григорьева килнĕ. Пурте вĕсем çын пурнăçĕнче аннен пĕлтерĕшĕ мĕнле пысăк пулнине палăртрĕç, вăл çемьере кăна мар, ĕçре те хастарлăхĕпе, тăрăшулăхĕпе палăрнине асăнса хăварчĕç. Савăнăçпа çиçекен хĕрарăмсене çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, ачисенчен ыррине кăна курма сунчĕç, чăтăмлăхшăн, тÿсĕмлĕхшĕн, куç хупман каçсемшĕн, чун ăшшишĕн,тĕпренчĕкĕсене ĕçе, ырра вĕрентсе ÿстернĕшĕн ăшшăн тав турĕç.
Паллах, уявра награда та, парне те пулчĕ. В. Александров депутатпа райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов Уçырма ялĕнче пурăнакан Еленăпа Юрий Ясоновсене, икĕ ачан ашшĕпе амăшне, Амăшĕн капиталне илмелли сертификат пачĕç. Район администрацийĕн граждан тăрăмĕн акчĕсене çыракан пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ И.Морозова Кивĕ Шелттемри Воронцовсене, Янкăлчри Руссковсене, Катекри Алексеевсене, Пĕршенерти Егоровсене, Матьшÿри Макаровсене, Чулкăмакари Викторовсене, Муллаварти Скороходовсене мăшăрĕсемпе нумай çул татуллă пурăннăшăн, нумай ача çуратса ÿстернĕшĕн асăнмалăх парнесем парса саламларĕ. Çĕр çинчи чи çепĕç сăмахсене вĕсем чăннипех тивĕçлĕ. Чун тĕпренчĕкĕшĕн вĕри вута та, пăрлă шыва та сикме хатĕр пирĕн аннесем. Ахальтен мар ĕнтĕ халăхра: "Амăшĕ кĕлĕ туни тинĕс тĕпĕнчен тухма пулăшать", – теççĕ.
Концерта ертсе пыракан В.Борисова уява килнĕ нумай ачаллă амăшĕсене микрофонпа калаçтарчĕ, интервью илчĕ тесен те йăнăш пулас çук. Атнашра ĕмĕрне ирттерекен М.Тимофеева 82 çулта. Тивĕçлĕ канăва тухичченех колхоз ĕçĕсенче тар юхтарнă. Мина Андреевна 9 ача çуратса ÿстернĕ. Ывăл-хĕрĕсем ăна 25 мăнукпа савăнтарнă. Кĕçĕн мăнукĕсем 20-ĕн. Çавăн пекех Кивĕ Шелттемри Н.Воронцова, Пĕршенерти Г.Елизарова, Сителти Р.Васильева, Уçырмари Ю.Николаева çемье стажĕпе паллаштарчĕç, пурнăçра чи кирли юрату, килĕшÿ, ачасем пулни, мăшăра, ачасене, тăвансемпе кÿршĕсене, тăван яла, района, çĕршыва юратни кирли çинчен каларĕç. Амăшĕсенчен чи кĕçĕнни Çĕнĕ Ачча кинĕ Н. Александрова пулчĕ. Вăл – 35-ре, "Колос" кафере поварта ĕçлет. Упăшкин пурнăçĕ автоинкекре вăхăтсăр татăлнă. Çемье лавĕ Надежда çине тиеннĕ. Ултă ачана ура çине тăратас тесе тăрăшать вăл.
Сиккассинчи М.Бельская уява килнĕ нумай ачаллă хĕрарăмсен ячĕпе районти халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай пуçлăхне В.Михайловăна хăйсене çакăнта чĕнсе хисеп тунăшăн хĕрÿллĕн тав турĕ, асăнмалăх пысăках мар парне пачĕ. Валентина Георгиевна ертсе пыракан коллектива та Марина Николаевна ăнăçусем сунчĕ.
Чылайччен пычĕ туслă калаçу. Пурте пĕрле чăвашра анлă сарăлнă юрăсене юрларĕç, ташларĕç те.
В.АЧЧА.