25 ноября 2011 г.
Раççей правительстви çĕнĕлле пурăнакан тата шухăшлакан (инновациллĕ) ялсем тăвасси пирки федераци программи хатĕрлет.
Ял хуçалăхне çĕклеме ятарлă ялсем тăвас тĕлĕшпе проект хатĕрлеме тытăннă та ĕнтĕ. Çакнашкал ял тăрăхĕсем кашни облаçрах пулмалла теççĕ. Ял хуçалăх наукисен ученăйĕсемпе тĕпчевçисем, çавăн пекех аграри вузĕсен чи тăрăшуллă вĕренекенĕсем çак ялсенче ĕçлесе пурăнмалла.
Программăна тăвакансен шучĕпе инновациллĕ ялсенче пурăнакансем çĕре тĕпчессипе, ÿсен-тăранăн çĕнĕ сорчĕсене кăларассипе, пĕр-пĕр район валли ăратлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе ĕçлĕç. Малтанхи тапхăрта кашни ял тăрăхĕ валли 20-шер млн тенкĕ тăкаклама палăртаççĕ. Оборудованипе техникăна лизингпа туянĕç. Çак ялсенче пурăнакансем пурăнмалли çурта та тÿлев вăхăтне тăсса илме пултарĕç. Волгоградпа Саратов облаçĕсенче тата Пушкăрт Республикинче çакăн пек центрсем тума çĕр уйăрнă та ĕнтĕ.
Тĕрлĕ регионти ученăйсене пĕрлештерекен, маттур та талантлă студентсене шута илекен ятарлă обществăлла учреждени пулмалла. Çавăн пекех экономикăна еплерех аталантармаллине палăртакан производство центрĕ те йĕркелесшĕн.
Хальхи вăхăтра Раççейри ял хуçалăх аталанăвне 1960-1970 çулсенчи шайра тесе шутлаççĕ. Агропромышленность комплексĕ çĕнĕлле аталанасси йывăррăн пырать. Çавăнпах ял хуçалăхне чĕртсе тăратма, предприятисен конкуренци пултарулăхне ÿстерме инновациллĕ ялсем тума палăртаççĕ те ĕнтĕ.
Ял хуçалăхне çĕнĕлле аталанма пулăшакан саккуна 2012 çул пуçламăшĕнче йышăнма палăртнă. Патшалăх Думин депутачĕ Виктор Зубарев çак пуçару питех те тĕрĕс те кирлĕ тесе шутлать. "Ку темăна эпир Патшалăх Думинче сÿтсе яврăмăр та ĕнтĕ. Инновациллĕ ялсем тăвас шухăш лайăх, пирĕн ял хуçалăхне çĕклемелле, çавăнпа та кунашкал саккун кирлех", – тет вăл.
Е.НИКОЛАЕВА хатĕрлен