25 ноября 2011 г.
Зоя Николаевна Степанова ветеринари службинче 1975 çултанпа тимлет. Малтанхи çулсенче вăл районти ветстанцин Асхвари ветеринари участокне ертсе пынă. Хальхи вăхăтра ял хуçалăх пасарĕ çумĕнчи ветеринарипе санитари экспертизисен лабораторин заведующийĕ пулса тăрăшать.
Ветеринарипе санитари экспертизисен лабораторийĕ 2009 çулта, ял хуçалăх пасарĕ ĕçлеме тытăнсан, хута кайнă. Зоя Николаевна пуçарса пынипе лаборатори çĕнĕ йышши тĕпчев хатĕрĕсемпе тата ятарлă инструментсемпе пуянланнă. З.Степанова ветврач ял хуçалăх пасарĕнче сутакан аш-какай, пулă... тата ытти апат-çимĕç çынсен сывлăхне сиен ан кÿтĕр тесе тавар пахалăхне пăхса тĕрĕслесе тăрать. Пасара выльăх-чĕрлĕх продукцийĕпе пĕрле килекен ветеринари докуменчĕсем пуррипе çуккине тата вĕсене тĕрĕс хатĕрленине тĕпчет.
Зоя Николаевна хăйне шанса панă ĕç патне пысăк яваплăхпа пырать. Çак çулсем хушшинче пысăк ĕç опычĕ пуçтарнă ветврач çамрăк специалистсене хаваспах пулăшса вĕрентсе пыма тăрăшать. З.Степанова учрежденин обществолла пурнăçне те хастар хутшăнать, ĕç дисциплинине çирĕп тытса пырать. Ĕçри хастарлăхшăн ăна Хисеп грамотисем тата хаклă парнесем парса пĕрре кăна мар чысланă.
Зоя Николаевнăн пурнăç çулĕпе кĕскен паллашар-ха. Вăл 1951 çулхи чÿк уйăхĕн 23-мĕшĕнче Тутар Республикине кĕрекен Лениногорск районĕнче çуралнă. 1970 çулта Н.Э.Бауман ячĕллĕ Хусанти ветеринари институтне вĕренме кĕнĕ. Алла диплом илнĕ хыççăн çулталăк хушши Асхвари ветеринари участокне ертсе пынă. 1976 çултан пуçласа 1978 çулччен "Дружба" комплексра аслă ветврач пулса тимленĕ. Унтан 1997 çулччен çÿлерех асăннă комплексăн лаборатори заведующийĕ пулнă. Ял хуçалăх пасарĕ çумĕнчи ветеринарипе санитари экспертизисен лабораторине ĕçлеме куçиччен "Ярмарка" учрежденинче лаборатори пуçлăхĕ тата выльăх тухтăрĕ пулса тимленĕ.
Çакна та палăртса хăварма кăмăллă, Зоя Николаевнăн сакăр тăванĕ ветеринари енĕпе ĕçлеççĕ, мăшăрĕ Анатолий Иванович та хăйĕн пурнăçне ветеринарипех çыхăнтарнă. Вăл районти ветеринари станцине ертсе пырать. "Улми улмуççинчен аякка ÿкмест", – тесе ахальтен каламан-тăр халăхра. Вĕсен ачисем те ашшĕ-амăшĕн çулĕпех кайнă. Асли, Татьяна, невропатолог врач, Шупашкар хулинче ĕçлесе пурăнать. Вероника – выльăх тухтăрĕ, республикăри ветлаборатори пуçлăхĕн çумĕ. Надя пединститутран вĕренсе тухнă, халĕ Анат Чаплă хулинчи шалти ĕçсен органĕсенче психолог пулса ĕçлет. Вĕсен ĕçне мăнукĕсем те малалла тăсасса шанас килет.
А.МЯСНИКОВ.