25 ноября 2011 г.
Канашри профессин вăтам тата аслă вĕренÿ учрежденийĕсенче пĕлÿ илекен хĕрсен хушшинче "Студентка-пике" конкурс иртнĕ. Чиперуксен йăлтăркка куçсемпе тата илемлĕ кулăпа палăрасси тĕп тĕллев пулман. Вĕсем хăйсен пулас специальноçĕпе паллаштарнă, инновацин "Пуласлăха пăхни" проекчĕсене хÿтĕленĕ, ачасемпе тата çамрăксемпе ĕçлемелли çĕнĕ мелсем сĕннĕ. Хĕрсем çавăн пекех ташлама, юрлама, сăвă калама ăста пулнине кăтартнă.
Конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе Тутарстанри социаллă тата гуманитари пĕлÿ институчĕн Канашри филиалĕнче вĕренекен Анастасия Алексеева çĕнтернĕ. "Вице-пике" ята медицина колледжĕнчи Евгения Михайлова тивĕçнĕ. Конкурса хаклакансем çавăн пекех Петровски колледжĕнчи Наталия Семенован ("Ытарайми пике") тата профессин 2-мĕш училищинчи Анна Павлован ("Пултаруллă пике") кăтартăвĕсене пысăка хурса хакланă.
Т.ВАСИЛЬЕВА.