25 ноября 2011 г.
Чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ, кăвар чĕреллĕ поэчĕ, пирĕн чаплă ентешĕмĕр Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 112 çул çитрĕ.
Çак кун Шупашкарти ун ячĕпе тăракан скверта уяв митингĕ ирттерчĕç. Çанталăкĕ сулхăн пулин те, поэт палăкĕ умне нумаййăн пуçтарăнчĕç: сăвăçсемпе прозаиксем, культурăпа искусство деятелĕсем, наука ĕçченĕсем, студентсемпе преподавательсем. Мероприятие Çеçпĕл Мишшин Ыр кăмăллăх фончĕн директорĕ, чăваш халăх поэчĕ В. Тургай ертсе пычĕ.
Митингра Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерствин пай пуçлăхĕ М.Краснов, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Г.Архипов, "Канашсем" ентешлĕх ертÿçи А.Кибеч, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕсем П. Афанасьев, Ю.Силэм, О.Цыпленков тата ыттисем хĕрÿллĕ сăмах каларĕç. Г.С.Лебедев ячĕллĕ интернат лицейра вĕренекенсем поэтăн вилĕмсĕр сăввисене вуларĕç. Митинг мухтавлă сăвăçа пуç тайса палăк умне чечек çыххисем хунипе вĕçленчĕ.
Тепĕр кунне уяв пирĕн района куçрĕ. Унта хутшăнма Шупашкартан сумлă хăнасен ушкăнĕ çитрĕ. Вĕсем – Ыр кăмăллăх фончĕн директорĕ В.Тургай, Культура министерствин пай пуçлăхĕ М.Краснов, "Канашсем" ентешлĕх ертÿçи А.Кибеч, Ю.Силэм çыравçă, Çеçпĕл Мишши музейĕн заведующийĕ А.Андреева, "Республика" хаçатăн тĕп редакторĕ Л.Филиппова, Чăваш çамрăкĕсен "Сăвар" пĕрлĕхĕн элтеперĕ О.Цыпленков. Делегацие Шăхасан вăтам шкулĕ умĕнче ларакан Çеçпĕл Мишши палăкĕ умĕнче çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. В.Дмитриев ертсе пыракан, чăвашсен ĕлĕкхи капăр тумне тăхăннă "Шуçăм" фольклор ансамблĕн коллективĕ чуна çĕклекен, ху чăваш пулнишĕн хăпартлантаракан юрăсем шăрантарчĕ. 9-мĕш класра вĕренекен А.Семенова поэтăмăрăн "Чăваш ачине" сăввине ăста вуласа пачĕ.
Митингра район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ К.Никоноров, министерствăн пай пуçлăхĕ М.Краснов, Канаш районĕн хисеплĕ гражданинĕ А.Кибеч, Ю.Силэм çыравçă, Чăваш çамрăкĕсен "Сăвар" пĕрлĕхĕн элтеперĕ О.Цыпленков тухса калаçрĕç. В.Тургай поэта алă çупса кĕтсе илчĕç. Валерий Владимировичăн сăмахĕ яланхи пекех шĕл кăваррăн хĕмленчĕ. Вăл кунта тата Çеçпĕл ялĕнче çĕн чăвашăн çĕн поэтне асăнса лартнă палăксем бетонран тунине пула юхăнса пыни çинчен аса илтерчĕ, вĕсене ку чухнехи çирĕп материалсенчен тăвас ыйтăва хускатрĕ. Поэтăн ÿтне Украинăран Чăваш Ене илсе килсе тирпейлесе пытарас пирки те сăмах тапратрĕ. Çеçпĕл Мишшин 14 тăванĕ çак шухăшпа килĕшнине пĕлтерсе çырнă çыру çине алă пуснине митинга килнисем патне çитерчĕ.
Хăнасем Çеçпĕл Мишши вĕреннĕ класра йĕркеленĕ музейра пулчĕç. Кунти япаласемпе, стендсемпе музей ертÿçи Л.Тарасова тата унăн вĕренекенĕ А.Семенова паллаштарчĕç. В.Тургай шкул библиотекине хăйĕн кĕнекисене парнелерĕ. Çав кĕнекесенчен чи хакли Валерий Владимирович хăйĕн мăшăрĕпе, Ольгăпа, пухса хатĕрленĕ "Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕсем" кĕнеке пулчĕ. Шкулта тата тепĕр музей, аваллăх музейĕ, уçма хатĕрленеççĕ. Йĕркелÿ ĕçĕсене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Г.Ефимова туса пырать. Хальхи вăхăтра ачасемпе пĕрле чăвашсен ĕлĕкхи ĕç хатĕрĕсене, çи-пуçне Шăхасан ял тăрăхĕн территоринче пурăнакансенчен пухаççĕ.
Малалла уяв программи Çеçпĕл ялĕнче тăсăлчĕ. Кунта Шупашкартан килнĕ хăнасем çумне район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, Патшалăх Канашĕн депутачĕн В.Ивановăн шаннă çынни Н.Иванов, Тутарстанри Теччĕ хулинчен тата çак районти Кăнна Кушки ялĕнчен килнĕ делегаци хушăнчĕ. Кÿршĕ республикăран пирĕн Çеçпĕле хисеплесе çула тухнисемпе хаваспах паллаштаратпăр: Кăнна Кушкинчи И.Я.Яковлев ячĕллĕ вăтам шкул директорĕ Л.Сачкова, ял тăрăхĕн специалисчĕсем Н.Сачковăпа Т.Габдрафикова, культура çурчĕн директорĕ Л.Бачкова тата Теччĕри педагогика колледжĕн преподавателĕ М.Адайкина.
Хăнасем Çеçпĕл Мишши музейĕнче пулчĕç, кăвар чĕреллĕ поэтăн палăкĕ умне чечексем хучĕç, асăнмалăх сăн ÿкерĕнчĕç. Кăнтăрла иртни иккĕ çитеспе вырăнти культура çуртĕнче Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 112 çул çитнĕ ятпа "Çеçпĕл йыхравĕ" фестиваль пуçланчĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов уçрĕ. Вăл район хăйĕн ăслă, талантлă ентешĕпе мухтаннине мăнаçланса пĕлтерчĕ. Пирĕн Çеçпĕлĕмĕре хисеплесе Тутар Республикинчен, Шупашкартан килнисем сăмах каларĕç, сăвăсем вуларĕç, кĕнекесем парнелерĕç. Районти ял тăрăхĕсен тĕп культура çурчĕ çумĕнчи "Ентешсем", Çеçпĕлти "Кăвар чĕре", Шăхасанти "Шуçăм", "Энтрияль" ансамбльсем, "Форсаж" ташă ушкăнĕ, шкул ачисен пултарулăх ушкăнĕсем юрă-кĕвĕпе, сăвă-ташăпа савăнтарчĕç. Куракансем хушшинче Çеçпĕл Мишшин Петĕр ятлă шăллĕн кинĕ те пулчĕ. Петĕрĕн ывăлне Кирилл тесе чĕннĕ. Перасковья Яковлевна 75 çитнĕ.
Çак кунсенче Украинăран ырă хыпар килчĕ: Чернигов облаçĕнчи Остер хулинчи вăтам шкулта йĕркеленĕ Çеçпĕл Мишшин музейĕ 6 çулхи тăхтав хыççăн çĕнĕрен ĕçлеме пуçланă. Тĕрлĕ сăлтава пула вăл 2005 çулта хупăннăччĕ. Киев хулинче тата Чернигов облаçĕнче пурăнакан чăвашсен наципе культура пĕрлешĕвĕсем активлăх кăтартнипе пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтăва татса пама май килнĕ. Чăваш Республикин Культура министерстви вĕсене чăваш халăхĕшĕн ырă ĕç тунăшăн чун-чĕререн тав тунă.
В.АЧЧА.