АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăйсен уявне паллă турĕç

23 ноября 2011 г.

Тунти кун Раççей Федерацийĕн налук органĕсенче ĕçлекенсен кунне Канаш налукçисем те паллă турĕç. Вĕсем ăшă та хăтлă зала пухăнчĕç. Салам сăмахĕсем калама килнисен йышĕнче хулапа район администрацийĕсен пуçлăхĕсем Р.Мясниковпа В.Софронов та, Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Ванерке те пулчĕç.

Уяв каçне федераллă налук службин Чăваш Республикипе ĕçлекен управленийĕн Канашри инспекцийĕн пуçлăхĕ Е.Чернов уçрĕ. Евгений Иванович ĕç кăтартăвĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Р.Мясников, В.Софронов тата В.Ванерке çĕршыв пурнăçĕнче налук служби пысăк вырăнта тăнине палăртрĕç. Хăйсен сăмахĕсене ĕçпе çирĕплетсе налукçăсен ушкăнне тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн, налук органĕсен умĕнче тăракан задачăсене пурнăçланă çĕре пысăк тÿпе хывнăшăн тата професси уявĕ ячĕпе Хисеп грамотисем парса чыс турĕç.

Канашри педагогика колледжĕнчи "Вдохновение" ансамбль уява хăйне евĕрлĕ илем кĕртрĕ.

В.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика