23 ноября 2011 г.
Черетлĕ информкун иртнĕ. Унта калаçу Чăваш Республикин Президенчĕ М.Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă "Пĕтĕмпех çын валли тата çыншăн" Çыру пирки пынă.
Шупашкартан яваплă ертÿçĕсен ушкăнĕ çитнĕ – Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Атăлпа Вятка банкĕн председателĕн çумĕ-Раççей перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ В.Александров, Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталанăвĕн министрĕн çумĕ Л.Рулькова, "Раççей Федерацийĕн Юстици министерствин Чăваш Енри судпа экспертиза лабораторийĕ" патшалăх учрежденийĕн пуçлăхĕ Л.Морозов, Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин "Экологи тата çут çанталăк пурлăхĕпе усă курассин ăслăлăх институчĕ" патшалăх учрежденийĕн директорĕ Ю.Карпенко, патшалăх ветеринари службин ертÿçин çÿмĕ С.Скворцов, Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару- тăру енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн çумĕ О.Павлов.
Информкун яланхи пекех ял тăрăхĕсене каякан ушкăнсемпе кÿртĕм инструкутажпа пуçланнă. Патшалăх Канашĕн депутатĕнчен В.Александровран тата райадминистраци пуçлăхĕнчен В.Софроновран тăракан ушкăн Уçырма ял тăрăхĕн çынннисемпе тĕл пулнă. Владислав Васильевич районти социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕ енĕпе лару-тăру мĕнле пулниçинчен каласа панă, Президентăн Патшалăх Канашне янă Çыруран район умне тухса тăракан задачăсем çинче чарăнса тăнă. Вячеслав Николаевич Çырупа тĕплĕн паллаштарнă.
Ял çыннисем тĕрлĕ ыйту хускатнă. Сăмахран, учительсене çăмăллатнă йĕркепе кредит парасси, тĕп урамсене çул сарасси, çуртсене шыв кĕртесси, шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕ тавра 756 метр тăршшĕ карта тытасси. Вĕсене пулăшу пама шантарнă. Пĕр ыйту та хуравсăр юлман.
Информушкăн çулĕ малалла Чакаçа выртнă. Кунта та ĕçлĕ тĕл пулу иртнĕ.
А.ТЯМИНА.