23 ноября 2011 г.
Кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 14391 гектар çинче çитĕнтернĕ. Çĕр улми анисем 2912 гектар, пахча çимĕç 930 гектар йышăннă. Малтанласа шутласа пăхнă тăрăх, пухса илнĕ пĕтĕм тыр-пул – 30,8 тонна. Гектарăн вăтам тухăçĕ – 24,1 центнер. Ку чухнехи технологипе усă куракан, çĕр илпекне пуянлатакан, ĕç тухăçлăхне ÿстерекен техника туянакан, агротехника правилисене пăхăнакан хуçалăхсен кăтартăвĕсем районăн вăтам кăтартăвĕнчен чылай пысăкрах. Сăмахран "Хучель", "Агат", "Нектар" тулли мар яваплă пĕрлĕхсенче гектар пуçне тĕш тырă 31 центнер, Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕнче 29 центнер туса илнĕ. "Нектарăн" çĕр улми тухăçĕ те аван: гектартан 200 центнер.
Кĕрхи йĕпе-сапа çĕр улми тата пахча çимĕç пуçтарса кĕртессине самаях йывăрлатрĕ. Йĕпе тăпра çĕр улми кăларакан комбайнсене тухăçлă ĕçлеме кансĕрлерĕ. Çакна пула "иккĕмĕш çăкăра" кăларнă çĕре кÿршĕ ялсенче пурăнакансене, район администрацийĕн, ял тăрăхĕсен, халăха ĕçе вырнаçтаракан центр, культура ĕçченĕсене, ытти организацисенче тăрăшакансене явăçтарма тивнĕ. "АСК-Канаш" тулли мар яваплă пĕрлĕх çулсерен тухăçлă çĕр улми çитĕнтерет. Кăçал кунта 3 пин тонна пухса кĕртнĕ. Кашни гектартан – 218 центнер. Хуçалăх "иккĕмĕш çăкăра" инновациллĕ технологи никĕсĕ çинче ÿстерет. Элитлă, репродукциллĕ вăрлăх акать-лартать, агротехника мероприятийĕсене çирĕп пăхăнать. Пахча çимĕç туса илес енĕпе тĕпрен илсен Д.Семенов тата С.Шпаков хресчен (фермер) хуçалăхĕсем, "Цивиль" тата "Родник" тулли мар яваплă пĕрлĕхсем ĕçлеççĕ.
Кĕрхи культурăсене 5200 гектар акса хăварнă. Çĕртме 7130 гектар тунă.
2008 çулта пушă выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртме тытăннă. Юлашки виçĕ çулта 10979 гектар çинче çĕнĕрен тырă çитĕнтерме пуçланă. Кăçал хыт-хура ашкăрса ларнă 1570 гектар çĕре сухаласа тыр-пул ÿстерме юрăхлă тунă. "Агат" тата "Хучель" пĕрлĕхсем Шаккăл ял тăрăхĕн территоринчи пушă выртакан 370 гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. "Агрофирма "Канмаш" пĕрлĕх Ухман çывăхĕнчи 503 гектарпа, В.Малов тата А.Владимиров фермер хуçалăхĕсем Шелттем тăрăхĕнчи 75 гектарпа усă курма тытăннă.
Вырмара хастар пулнă комбайнерсене палăртса хăварма кăмăллă. "Полесье" комбайнпа "Хучель" тулли мар яваплă пĕрлĕх механизаторĕ Н.Григорьев 1,6 пин тонна, "Канаш" хуçалăх механизаторĕ О.Кузьмин 1,2 пин тонна тĕш тырă çапса илнĕ. Киров ячĕллĕ ЯХПК комбайнерĕн О.Артизановăн кăтартăвĕ – 1,4 пин тонна. Вăл "Дон-1500" комбайна ĕçлеттернĕ. Çак çитĕнÿсем шаннă ĕçе яваплăха туйса тунине çирĕплтеççĕ.
Фермер хуçалăхĕсене ертсе пыракансем те пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ. Е.Никонов çулсерен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен пуссисене ÿстерсе пырать. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессинче те çитĕнÿсем çук мар. Сиккасси ял тăрăхĕн фермерĕ С.Шпаков та тыр-пул, пахча çимĕç ÿстерет. Кăçал вăл шăвармалли "Сигма" хатĕрпе усă курса пысăк тухăçлă купăста çитĕнтернĕ. Гектар тухăçĕ – 400 центнер, çĕр улмин – 200 ытла.
Хальхи кăткăс условисенче пахалăхлă продукци илес, вĕсен тухăçне пысăклатас тесен ку чухнехи техникăпа тата ресурссене перекетлекен технологисемпе усă курса ĕçлемелле. Кăçалхи тĕш-тырă пухакан икĕ "Полесье-КЗС-812" комбайн, выльăх апачĕ хатĕрлемелли "Дон-680" комбайн, 7 трактор, çавăн пекех çакмалли хатĕрсем, тасатса тирпейлекен машинăсем, пресс-подборщиксем туяннă.
Уй-хир ĕçĕсене вĕçлесен районта техникăна хĕлле упрама мĕнле хатĕрленине тĕрĕслес тĕллевпе смотрсем ирттереççĕ. Ку енĕпе Киров ячĕллĕ ЯХПК ырă тĕслĕх вырăнĕнче пулнине асăнса хăвармаллах. Вăл чылайранпа районта кăна мар, республикăра та малти вырăнсене йышăнать. Кăçал хуçалăх районта пĕрремĕш пулчĕ. Районта иккĕмĕш вырăнта – "Цивиль" пĕрлĕх, виççĕмĕшĕнче – "Канаш".
В.АЧЧА.