18 ноября 2011 г.
Михаил Иванович Андреев хамăр районти Сител ялĕнче пурăнать. Вăл учительсен çемйинче çуралнă, мăшăрĕпе, Римма Ильиничнăпа, икĕ ывăл ÿстерет.
- Михаил Иванович, асли миçене çитрĕ;
- Аслă ывăл часах вăтăра çитет, 28 тултарчĕ ĕнтĕ. Тепри виççĕмĕш класра вĕренет...
- Эсир, учительсен çемйинче çуралнăскер, хăвăр та педагог пĕлĕвне илмен-и;
- Эпир арăмпа иксĕмĕр те педагогика институтне пĕтернĕ, эпĕ художествăпа графика факультетĕнчен вĕренсе тухнă, нумай çул Шăхасанти вăтам шкулта завучра та, ĕç учителĕнче те тăрăшрăм, черчени предметне вĕрентрĕм. Арăм хăй Асхва ялĕнчен те, вăл Вырăскас Пикших ялĕнчи вăтам шкулта ĕçлерĕ.
- Михаил Иванович, эсир шкул учителĕ, ачасене вĕрент те вĕрент, темелле пек, эсир вара çине тăрсах пахчара тĕрлĕрен йывăç, кăнтăрта пулакан пахча çимĕç, çырла ÿстеретĕр.
- Манăн професси темĕн чухлех. Аллă çула çитрĕм ĕнтĕ, паян кун эпĕ 21 тĕрлĕ ĕçпе ĕçлеме пултаратăп. Чăн малтан эпĕ матрос профессине алла илнĕ. Баренц тинĕсĕнче трал флотĕнче ĕçлесе пулă тытнă. Ун хыççăн салтака кайнă, унтан килсен педагогика институтне вĕренме кĕнĕ.
Пирĕн килте ĕмĕрĕпех утар тытнă: асатте те, атте те хурт-хăмăр ăсти пулнă, эпĕ те вĕсенчен кая юлас темерĕм ĕнтĕ, çак ĕçе ачаранах хăнăхрăм. Куç курать, алă тăвать, теççĕ чăвашсем. Çĕр çинче ĕçлеме пĕлекен çынсене эпĕ питĕ ăмсанаттăм, манăн вĕсем пек пулас килетчĕ. Пĕррехинче манăн юлташпа пĕрле Ишлей таврашĕнче пулма тÿр килчĕ. Малтан шкул директорĕнче ĕçленĕ, иккĕмĕш ушкăнри инвалид хĕрарăм пахчинче 680 тĕм роза чечекĕччĕ. Вăл каланă тăрăх, роза ÿстерсе сутса çулталăкра 2 миллион тенкĕ укçа ĕçлесе илме пулать имĕш.
- Сăмахне ăна калама пулать-ха. Чăннипе вара;
- Ун пахчинче, 1 гектар çĕр çинче, иçĕм çырли, роза, унăн хунавĕсем, газон курăкĕ. Вĕсен варринче виçĕ хутлă капмар çурт, Европа шайĕнче тунăскер, мăнаçлăн ларать. Çакăн пек çурта çĕклеме ĕмĕрĕпе учительте е шкул директорĕнче ĕçлесен те укçа çитереес çук.
Кашни çыннăн турă панă тивлет пур. Ăна мĕнле аталантарасси, унпа мĕнле усă курасси кашни çынран хăйĕнчен килет. Эпĕ килти пахчара роза мар, кăвак чăрăш ÿстерес терĕм. Унăн та хăйĕн вăрттăнлăхĕ сахал мар. Шутлăр-ха: пин вăррăн 30 процентĕнчен кăна кăвак чăрăш пулать. Вăррине суйласа илнинчен те, шăтса тухнă йывăçа мĕнле условисенче çитĕнтернинчен те нумай килет. Унăн хăйĕн технологийĕ пур.
Çак чăрăш вăррисене эпĕ Мускав облаçĕнче туянатăп, унта ятарлă питомник пур. Калас пулать, çак йывăçа лартса ÿстерме эпĕ Шупашкарти "Зеленстрой" текен предприятире ĕçлекен Анна Ивановна технологран нумай вĕрентĕм. Унсăр пуçне Интернетпа ытти çынсемпе çыхăнса та пĕлĕве чылай ÿстертĕм. Пĕлтĕр ман опытпа паллашма Чĕмпĕр хулинчен специалистсем килсе кайрĕç, вĕсем ман ĕçе пысăк хак пачĕç. Эпĕ ÿстерекен чăрăшсем 100 процент таранах кăвак тĕслĕ пулни вĕсене тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтерчĕ.
- Кăвак чăрăшсем килти пахчара мĕн чухлĕ лаптăк йышăнаççĕ;
- Паянхи кун манăн 10 пин тĕпе яхăн кăвак чăрăш çитĕнет. Унта пĕлтĕр лартнисем те, виçĕм çулхисем те пур. Чи аслисем - тăхăр çул каялла лартнисем.
- Вĕсене халăх киле пырса туянать е пасара илсе тухса сутатăр-и;
- Киле пыракансем те пур, пасара та илсе тухкаланă, туянакансем çук мар.
- Кăвак чăрăшсăр пуçне эсир ытти тĕрлĕ йывăç та ÿстеретĕр вĕт-ха;
- Эпĕ кедр питĕ нумай ÿстеретĕп. Вăл 1200 çул хушши пурăнать, çимĕçне кăна 800 çул хушши пама пултарать. Унăн мăйăрĕ çынсемшĕн те, чĕр чунсемшĕн те питĕ усăллă. Темшĕн çак йывăçа пирĕн патăрта пĕр икĕ çĕр çул каяллах ÿстерме тытăнман. Халĕ вара Чăвашра кедр вăрманĕсем кашласа ларнă пулĕччĕç. Канаш районĕнче Вăрăмпуç вăрманĕнче Совет влаçĕ вăхăтĕнче лартнă йывăçсем халĕ çимĕç пама тытăннă та ĕнтĕ. Ялсенче кедр йывăçĕ ÿстерменни, паллах, кулянтарать, тарăн шухăша ярать.
- Кедр мăйăрне, хăвăр килте лартма, ăçта туянатăр;
- Халĕ çамрăксем таçта та ĕçлеме çÿреççĕ. Çĕпĕре çÿрекенсене каласа яратăп та, вĕсем наччасах илсе килсе параççĕ.
- Ку йывăç тата миçе пин тĕп сирĕн;
- Вунă пин тĕпрен те иртет пулĕ... Шутламан вĕсене, кашни çулах лартатăп та... Чи малтан лартнисем тăхăр çулта, вĕсем 50 - 60 см тăршшĕ ÿснĕ те ĕнтĕ. Миçе çултан çимĕç парасси веçех мĕнле пăхнинчен килет. Хыр çумне сыпас пулсан, тепĕр 20 - 25 çултан çимĕç пама пуçлать. Хăй тĕллĕн кăна ÿссен, лайăх пăхсан, мăйăрĕ 40 çултан пулма пуçлать. Хыр çумне виçĕ çул каялла чылай сыпнăччĕ, пĕлтĕр çанталăк шăрăх пулнипе чылайăшĕ пĕтрĕç. Пĕлтĕр лартнă йывăçсене шăварма икĕ пĕвери шыв çитменнипе кăвак чăрăшсем те питĕ нумай хăрчĕç.
Эпĕ ут каштанĕ те (конский каштан) ÿстеретĕп. Ун мăйăрĕ сывлăхшăн питĕ усăллă, юн пусăмне йĕркелесе яма пулăшать тенĕ литературăра çак йывăç пирки.
- Эсир маньчжур мăйăрĕ те ÿстеретĕр темерĕр-и-ха;
- Ку йывăçăн форми питĕ интереслĕ. Вăл пальма йывăçĕ пек. Çулçисен тăршшĕ 1,5 метра çитет. Эпĕ хамăн юлташпа – Евгений Зининпа (вăл 8 гектар ытла çĕр çинче каштан çитĕнтерет) пĕррехинче Вăрнар районĕнчи Енĕш ялĕнче пĕр хурт-хăмăр ăсти патĕнче пултăм. Ун пахчинче 50 çулхи маньчжур мăйăрĕн йывăçĕ ÿсет. Çак йывăç 51 градус таран сивве тÿсет. Пирĕн таврара вăл питĕ лайăх ÿсет. Ытти йывăçсене лартма юрăхсăр ушах çĕр çинче те маньчжур мăйăр йывăçĕ хăйне лайăх туять, питĕ лайăх аталанать. Чăвашра пальма евĕр йывăçсем урăх ÿсмеççĕ. Аллă çулхи йывăçа куртăмăр та, вăл 30 метр çÿллĕшĕ те пулĕ, яла кĕриччен пĕр çур çухрăмранах курăнса ларать.
- Çимĕçĕ пулать-и вара;
- Хуçисем каланă тăрăх, малтан, виçĕ йывăç чухне, мăйăрĕ ытларах пулнă теççĕ. Халĕ йывăçĕ пĕрре кăна та, тухăçĕ ун пекех мар. Кăчкисене шăркалантарма икĕ-виçĕ йывăç кирлех пулмалла çав.
Маньчжур мăйăрне эпĕ нумай лартман, пĕр 300 - 400 тĕпрен ытлах мар пулмалла. Халĕ вĕсем икĕ çулта, пĕлтĕр лартнă мăйăрсенчен тепĕр 150 - 200 тĕп шăтса тухнă ĕнтĕ.
- Ку хăвăрт ÿсекен йывăç-и;
- Çулталăкра çур метр таран ÿсрĕç. Унăн тата хăвăртрах ÿсмелле. Интернетра çырса кăтартнă тăрăх, вăл çулталăкра 2 метр таран ÿсме пултарать. Шăтса тухнă-тухман мар ĕнтĕ, каярахпа, малалли çулсенче. Çимĕçне 20 çултан пама пуçлать, тесе çырнăччĕ. Çимĕçĕ чăннипех те паха унăн. Çак мăйăр йывăçне Инçет хĕвел тухăçĕнче питĕ нумай лартса ÿстереççĕ. Пĕр йывăçран пĕр тонна таран çимĕç илме пулать, унтан мăйăр çăвĕ тăваççĕ. Ку çу элитлă юр-вар, ăна Европăри çĕршывсем пирĕнтен валютăпа туянаççĕ, хальхи вăхăтра пĕр килограмĕ 50 евро тăрать. Мăйăрне авăртса çу кăлармалли агрегатсене сутаççĕ, вĕсене туянасси йывăр ĕç мар. Ку питĕ пысăк тупăш паракан йывăç. Ăна ÿстерсе мăйăрне пухса кĕртме трактор та, комбайн та кирлĕ мар. Пĕр гектар мăйăр йывăçĕ лартса тух та кашни аллă метртан, вăхăт çитсен мăйăрне кăна пуçтар. Ун çимĕçĕнчен 58 процент çу тухать. Çĕр илсе ачасем валли икĕ-виçĕ гектар мăйăр йывăçĕ лартса хăварсан мĕнле паха пулмалла! Пĕрремĕш çул çимĕç панă чухнех пĕр гектартан 2 пин евро тупăш илме пулать.
- Эсир тем тĕрлĕ йывăçа пиншер тĕп ÿстеретĕр. Туянма кăмăл тăвакансене эсир вĕсене сутатăр та пулĕ;
- Ÿстернĕ йывăçа хуçса тухса пăрахмастăн урама. Пурлăх вĕт вăл, ăна ÿстерме нумай вăй хунă.
- Халĕ пахча çимĕç çине куçар-ха: мĕн-мĕн ÿстеретĕр, мĕн килĕштеретĕр;
- Атте-анне ÿстернĕ çимĕçсене пурне те çитĕнтеретпĕр: помидор, хăяр, купăста. Вĕсем ÿстерсе курман япаласенчен иçĕм çырли йывăçĕ лартнă, 15 çул арбузпа дыня ÿстеретпĕр. Арбуз кăçал сутмалăх та пулчĕ. Пĕр йăрантан 200 яхăн çимĕç илтĕмĕр, çавăн чухлех дыня пулчĕ. Калас пулать, кăçал дыньăна пăр çапса хуçса пĕтерчĕ. Арбуз пирĕн патăрта питĕ лайăх пиçсе çитет, ăш-чикĕ хĕп-хĕрлĕ пулать, вăррисем хуп-хура.
Эпĕ çĕре 3 çул хушши ĕнтĕ ЭМ-культура текен препаратпа им-çамлатăп. Тепĕр майлă каласан, çак препарат вăл - çĕр пахалăхне тĕпрен лайăхлатса улăштаракан микрорганизмсем. Пĕр бутылкăна 80 тĕрлĕ микроба хупса хунă. Вĕсен пахалăхĕ мĕнре-ха; Тислĕкре пулакан микробсем тăпра пахалăхне 10 - 15 сантиметр тарăнăш кăна лайăхлатма пултараççĕ, аяларахра вĕсем пурăнаймаççĕ, ĕçлеймеççĕ. ЭМ-культура микробĕсем вара çĕрĕн 1 метр тарăнăшĕнче ĕçлеме пултараççĕ, тăмран хура çĕр туса хураççĕ.
- Ку препарата эсир ăçтан туянатăр;
- Ăна пирĕн çĕршыврах лицензипе туса кăлараççĕ. Вăл тыр-пул, пахча çимĕç тухăçне темиçе хут ÿстерет. Сăмахран, çĕр улми тухăçĕ 5 хут ÿсет! Пирĕн мĕнле пулсан та çак препаратпа ĕçлеме вĕренес пулать.
Эпĕ килте тĕрлĕрен пан улми йывăçĕ, груша йывăçĕ ÿстеретĕп. Вĕсене киле килсех туянакансем те сахал мар. Ĕлĕкхи сортсем "ылтăн китайка", "шурă налив" пур. Хальхи вăхăтри сортсене илес пулсан, "пепин шафранный" сорта асăнса хăварас пулать. Çак йывăçсем манăн килте пур.
Кăштах эпĕ пĕлтĕрхи шăрăх çанталăкра мĕнле пахча çимĕç туса илни çинчен асăнса хăварасшăн. Çанталăк условийĕсем тыр-пула ĕнтсе ячĕç, çĕр улмине те ÿсме памарĕç пулсан, арбуз, дыня, помидор çав тери пысăк тухăçпа савăнтарчĕç. Паллах, вĕсене тăтăшах шăварса тăма тиврĕ. "Торпедо" дыня 9 килограмм таран çитĕнчĕ! Арбуз 15 килограма çитрĕ, пысăк çимĕç паракан кавăн пĕр центнера яхăн тайрĕ!
– Михаил Иванович, паянхи калаçу пирĕн хаçата вулакансемшĕн питĕ усăллă пулчĕ пулĕ тетĕп. Тавах сире, ĕçсем сирĕн яланах ăнса пыччăр.
- Сире те ăнăçу сунатăп.
Василий ЛАПИН.