16 ноября 2011 г.
Чÿк уйăхĕн 10-мĕшĕнче эпир малтан Совет милицийĕн, каярахпа Раççей милицийĕн кунне паллă тăваттăмăрччĕ. Кăçалтан милици вырăнне полици пулса тăчĕ, уяв ячĕ те урăхланчĕ, халĕ вăл – Шалти ĕçсен органĕсен ĕçченĕсен кунĕ. Апла пулин те пĕлтерĕшĕ улшăнмарĕ. Çак кун эпир йĕркелĕхе сыхлассине, саккунлăха çирĕплетессине тата общество тăнăçлăхне упрассипе çыхăннă кăткăс та яваплă ĕçе кирлĕ пек пурнăçласа тăракансене хисеп тăватпăр.
Кĕçнерни кун Раççей Федерацийĕн Шалти Ĕçсен Министерствин Канаш районĕпе ĕçлекен пайĕн коллективĕ професси уявĕ ячĕпе савăнăçлă пуху ирттерчĕ. Пая ертсе пыракан А.Левый доклад туса пачĕ.
– Йĕркелÿпе штат мероприятийĕсем ирттернĕ чухне личнăй состав 35 процент таран сахалланчĕ. Çапах та йывăрлăха парăнмастпăр, района обществăлла йĕркепе тата хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес енĕпе çыхăннă служба тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа туса пыратпăр. Шута илнĕ преступленисен пĕтĕмĕшле хисепĕ пĕчĕкленчĕ, – терĕ вăл.
Малалла полици подполковникĕ районăн шалти ĕçсен пайĕн ĕçĕсенчи приоритечĕ унчченхи пекех юлни çинчен каларĕ – çакă вăл преступленисене уçса парасси, вĕсене тĕпчессин пахалăхне лайăхлатса пырасси, профилактика ĕçĕ-сене ирттересси, халăха социаллă пурнăçпа тата правосемпе тивĕçтерес шая ÿстересси. Çынсем полици ĕçĕсене витĕр курса тăччăр, кирек кама та ăнланмалла пулччăр, вĕсен пулăшăвне, ырă сăмахне тивĕçчĕр. Анатолий Васильевич пурне те тÿрĕ чунпа тата канăçа пĕлмесĕр ĕçленĕшĕн, суйласа илнĕ профессие чĕререн парăннăшăн тата служба тивĕçне пурнăçланă чухне яваплă пулнишĕн тав турĕ. Районăн тĕп полицейскийĕ ветерансене те ырăпа асăнса хăварчĕ. Вĕсем профессин пуян опытне йĕркелĕх хуралĕн служба тивĕçне пурнăçлакан çĕнĕ ăрăвне параççĕ.
– Ĕçре, çемйĕрсенче ăнăçу та тăнăçлăх пултăр. Çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу сире! – вĕçлерĕ докладне А.Левый.
Çавăн пекех Анатолий Васильевич Чăваш Республикин шалти ĕçсен министрĕн С.Семеновăн, кÿршĕ районсенчи ĕçтешĕсен саламĕсене залра ларакансем патне çитерчĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов хăйĕн саламĕнче шалти ĕçсен органĕсенче ĕçлекенсем района хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн тав турĕ, преступноçпа кĕрешнĕ, чыса, граждансен прависене тата пурнăçне хÿтĕленĕ чухне полици сотрудникĕсен чи лайăх енĕсем аталаннине палăртрĕ: вĕсем – хăюлăх, çирĕплĕх, чăтăмлăх, суйласа илнĕ профессие парăнни. Владислав Васильевич хăйĕн сăмахне кăмăла çĕклекен ĕçпе вĕçлерĕ: шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсене В. Алексеева, В.Григорьева, П.Месяцева, В.Никитина тата В.Тимофеева район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăларĕ.
Наградăсем татах та пулчĕç. Пай пуçлăхĕ А.Левый подполковник, Л.Такмакова майор, Ю.Ивановпа В.Долгов аслă лейтенантсем, Л.Изратов лейтенант тата В.Артамонов аслă сержант "Службăра палăрнăшăн" медальсене тивĕçрĕç. В.Кузьмин аслă лейтенант кăкăрĕ çине "Патрульпе пост службин чи лайăх сотрудникĕ" паллă çакса ячĕç. Юстици капитанĕ С.Никитина "Чи лайăх следователь" паллă хуçи пулса тăчĕ. Шалти служба лейтенантне М.Прохоровăна Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин Хисеп грамотипе чысларĕç. ГИБДД уйрăмĕн сотрудникĕсене "Раççей Федерацийĕн Шалти ĕçсен министерствин ГАИ-ГИБДДне – 75 çул" юбилей медалĕ пачĕç. Пистолетран персе мала тухассишĕн ирттернĕ ăмăртура малти вырăнсене йышăннă Э.Яковлев майора, Д.Гусев аслă лейтенанта тата А.Максимов старшинана дипломсемпе наградăларĕç.
Служба тивĕçĕсене лайăх пурнăçласа пынăшăн, оперативлă служба ĕçĕнчи пысăк кăтартусемшĕн, йĕркелĕхпе тивĕçтерессинчи пуçарулăхшăн тата професси уявĕ ячĕпе сотрудниксен пысăк ушкăнне укçан преми парса хавхалантарчĕç, Тав çырăвĕсем пачĕç.
Полици ветеранĕсем В.Петровпа Е.Филиппов ĕçтешĕсен ушкăнне уяв ячĕпе саламласа асăнмалăх парнесем парса кăмăлĕсене çĕклерĕç. Районти ял тăрăхĕсен тĕп культура çуртĕнчи "Ентешсем" ансамбль, Д.Пугачпа К.Садюров юрăçсем, О.Егорова ташăç районăн лăпкăлăхне сыхлакансене пысăках мар концерт лартса пачĕç.
Чÿк уйăхĕн 10-мĕшĕ шалти ĕçсен органĕсенче ĕçлекенсемшĕн çакăн пек пулăмпа асра юлчĕ: вĕсем патне "Полиция и общество" хаçатăн пĕрремĕш номерĕ çитрĕ. Çак издани – Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин тата ун çумĕнчи обществăлла канашăн проекчĕ. Хаçат страницисенче шалти ĕçсен органĕсен ĕç-хĕлне, сотрудниксен пурнăçĕпе çитĕнĕвĕсене, саккун кăларас тата социаллă пурнăç сферисенче актуаллă ыйтусене, халăх шухăшне çутатса тăрĕç. Ытти ĕçсемпе çыхăннă материалсем те кун çути курĕç.
В.АЧЧА.