АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш хресченĕсем паян çĕнĕлле ĕçлеççĕ

16 ноября 2011 г.

Тахçанах çирĕпленнĕ йăлана тĕпе хурса, уй-хирте вырма ĕçĕсем вĕçленнĕ хыççăн, Чăваш Ен хресченĕсем хăйсен професси уявне – Ял хуçалăхĕнче тата тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунне чÿк уйăхĕнче паллă тăваççĕ. АПК ĕç-хĕлне пĕтĕмлетме тата производствăра малта пыракансене чыслама иртнĕ эрне кун патшалăхăн оперăпа балет театрне ял ĕçченĕсем пуçтарăнчĕç. Официаллă мероприяти умĕн республикăри аграри ведомствин пуçлăхĕ Сергей ПАВЛОВ пирĕн хаçат корреспонденчĕн ыйтăвĕсене хуравлама кăмăл турĕ.

– Сергей Владимирович, иртнĕ çулхи шăрăх çу хыççăн республикăри аграрисене çĕнĕрен ура çине тăма йывăр пулассипе çыхăннă хăрушлăх пурччĕ. Çакă тÿрре тухмарĕ. Лару-тăрăва тĕпренех лайăх енне улăштарма мĕн пулăшрĕ;

– Кал-кал ĕçлесе пыма май паракан тĕп вăй агропромышленноç комплексĕнче патшалăх тытса пыракан политика пулчĕ. Раççейре апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕн доктринине çирĕплетнĕ, ял хуçалăхĕ тĕлĕшĕпе саккун йышăннă. 2006 çултан пуçласа "АПК аталанăвĕ" приоритетлă наци проекчĕ ĕçлет. 2008 çултан вара наци агропроектне отрасле 2012 çулччен аталантармалли Патшалăх программи улăштарчĕ. Сăмах май, 2013 çултан тытăнса 2020 çул таран çав программăн тепĕр тапхăрĕ "çула тухĕ". Çавăн пек пĕр-пĕринпе килĕшсе тăракан мерăсем йышăннипе республикăра чылай енĕпе ырă улшăнусем турăмăр. Тĕслĕхрен, 2006 çултанпа Чăваш Енĕн ял хуçалăхĕнче туса илнĕ пĕтĕмĕшле продукци калăпăшĕ 18,5 проц. ÿсрĕ. Атăл çи федераци округĕнчи тăватă регионта кăна кунашкал ÿсĕм пулнă. Акă, 2010 çулта ял хуçалăхĕнче усă куракан кашни 100 гектар пуçне продукци илесси 2 миллион тенкĕрен те иртрĕ, ку вăл Атăл çи федераци округĕнчинчен икĕ хут ытларах, Раççейĕн вăтам кăтартăвĕнчен 1,5 хут пысăкрах. Кăçал вара ку енĕпе кăтарту 3 миллион тенкĕрен те иртсе каяс шанăç пур. Сухалакан çĕрсемпе усă курасси те лайăхланнă: 2008 çулта вăл 77 проц. пулнă пулсан, юхăнма пуçланă çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртнĕ хыççăн кăтарту 2010 çулта 87 процента çитнĕ. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене çапла чĕнсе калас килет. Кĕтсе ларнипе тата сăнаса тăнипе нимĕн те тăваймăпăр, инвесторсене хамăр енне ытларах явăçтарассишĕн тимлемелле. Ара, çапла туни налук никĕсне хушма укçа кĕртме май парать-çке.

Юлашки 6 çул хушшинче пĕтĕмĕшле тĕш тырă, çĕр улми туса илесси 46 проц. тата 20 проц. ÿснĕ. Кăçал, малтанлăха прихутланă тăрăх, мĕн пурĕ 600 пин тонна тырă пухса кĕртнĕ, вăтам тухăç – гектартан 24,5 центнер. Тырра лайăх тасатса тирпейленĕ хыççăн 573 пин тонна пулатех, шăпах 2009 çулта çавăн чухлĕ илнĕ. Çĕр улми вара 700 пин тонна пулмалла, ку кăтарту 2009 çулхи шайран кăшт пĕчĕкрех. Пирĕн шутпа, пĕлтĕрхи çул кăтартăвĕсемпе танлаштарса пăхни кунта вырăнсăр, мĕншĕн тесен вăл мĕнле килсе тухни кашниншĕнех паллă. Ку çул та аграрисене чылай кĕтменлĕхпе тĕл пултарчĕ-ха. Çитĕнтернĕ тыр-пула кăткăс лару-тăрура пухса кĕртме тиврĕ. Çурла уйăхĕ кăна уяртарах пулчĕ, авăнпа юпа уйăхĕсенче кунсем çумăрлă тăчĕç. Çĕр улми пухса кĕртесси тăсăлса кайрĕ, çак культурăна çумăрлă юпа уйăхĕнче, хăш-пĕр çĕрте вара чÿк уйăхĕнче те кăларма тиврĕ. Эпĕ республика пуçлăхĕн тата вырăнсенчи ертÿçĕсен чĕнĕвне ăша хывса, "иккĕмĕш çăкăра" пухса кĕртме кар тăрса тухнă çынсене тав тăватăп. Ялсенчи шкулсенче вĕренекенсем, пенсионерсем, районсенчи бюджет организацийĕсенче ĕçлекенсем уйрăмах тав сăмахне тивĕç.

Кăткăслăхсем пуррине пăхмасăр, çакна палăртма питĕ кăмăллă: кăçалхи 9 уйăхри пĕтĕмлетÿсем тăрăх республикăри ял хуçалăх организацийĕсен 81 проц. тупăшлă ĕçленĕ, пĕ-тĕмĕшле тупăш 750 миллион тенкĕпе танлашнă. Малтанлăха шутласа палăртнă тăрăх, республикăра туса илнĕ тĕш тырă хăй хаклăхĕ 3,80 тен., çĕр улми – 4,60 тен. пулнă, халĕ вăйра тăракан сутлăх хаксемпе илсе пăхсан, рентабельлĕх шайĕ 10 процентран 15 процента çитмелле.

– Выльăх-чĕрлĕх отрасльне модернизацилени туса илекен продукцие ÿстерме май пачĕ. Республикăра чылай пысăк проектсене ĕçе кĕртнĕ. Çĕннисем те пур ĕнтĕ. Вĕсем пирки мĕн калама пултаратăр;

– Аграри проектне пурнăçа кĕртме тытăннă тапхăртан пуçласа отрасльте 100 ытла объект çĕнĕрен тунă тата тĕпрен юсанă, çакă ултă çул хушшинче аш-какай туса илессине 17,4 проц., сĕте – 14 проц. ÿстерме пулăшнă. Усă куракан кашни 100 гектар пуçне 2 хут ытларах продукци илсе, эпир Атăл çи федераци округĕнче малта пыратпăр.

Выльăх-чĕрлĕх пăхас ĕçе модернизацилесси шултра хуçалăхсене кăна мар, вăтаммисене те пырса тиврĕ. Вăрнарти аш-какай комбиначĕ 1000 ĕне выльăх валли çĕнĕ комплекс тăвать. Муркаш районĕнчи "Путь Ильича" агрофирмăра та инвестор пулăшнипе çавăн чухлĕ выльăх усрамалли ферма çĕкленет. Çакăн хыççăн республикăра сĕт туса илекен хальхи йышши 3 пысăк предприяти (пĕри "Акконд-Агро" агрофирма Тăвай районĕнче тунă ферма ĕçлет ĕнтĕ) пулать.

Инвести ĕç-хĕлĕ лайăхланнине тата тĕп хатĕрсене пуçаруллăн çĕнетсе пынине çак тĕслĕх те аван çирĕплетет: 2011 çулхи 9 уйăхра Етĕрне районĕнчи "Родина", Вăрнар районĕнчи "Янгорчино" хуçалăхсенче çĕнĕ витесем ĕçе кĕртнĕ, Канаш районĕнчи "Канаш", Шăмăршă районĕнчи "Исток" ОООсенче выльăх-чĕрлĕх витисене тĕпрен юсанă тата ăратлă выльăх туяннă, Шупашкар районĕнчи "Артиком" ООО бройлерсем çитĕнтерме тунă кайăк-кĕшĕк фермине юсаса çĕнетнĕ, Çĕрпÿ районĕнче кайăк-кĕшĕк валли 4 ферма тунă, çавăн пекех Елчĕк районĕнчи "Яманчурино" ООО, "Прогресс" АХО, "Победа" ООО, Ленин ячĕллĕ ЯХПК, Пăрачкав районĕнчи "Заветы Ильича", "Маяк" ЯХПК, "Рындино" ООО выльăх-чĕрлĕх витисене тĕпрен юсассине вĕçленĕ т. ыт. те.

Сăмах майăн, 2020 çулччен тата 38 инвестици проектне ĕçе кĕртме палăртнă, вĕсен пĕтĕмĕшле хакĕ 19 миллиард тенкĕпе танлашмалла.

– Чĕр тавар хатĕрлесе парас ĕçре килти хушма хуçалăх тытакансем те хастар. Вĕсем çăмăллăхлă кредитсемпе усă курнине пула туса илекен продукци калăпăшне палăрмаллах ÿстерчĕç. Хуçалăхăн пĕчĕк формисене кредит уйăрса парасси пирĕн регионта мĕнлерех пулса пырать;

– Ял хуçалăхне аталантармалли Патшалăх программи килте хушма хуçалăх тытакансене туса илекен продукци калăпăшне ÿстерме кăна мар, вĕсен ĕç тухăçлăхне те хăпартма май пачĕ. Ял çыннисене ял хуçалăх техникипе, ĕç хатĕрĕсемпе тивĕçтересси лайăхланчĕ, вĕсем хăйсем туса илекен продукцие шанчăклăнах вырнаçтарма тытăнчĕç, çакăн хыççăн çемье бюджетне хушма тупăш ытларах пырса кĕме тытăнчĕ.

2006-2010 çулсенчи тапхăрта яллă вырăнсенчи кил-хуçалăхсен пуянлăхĕ, çемьен кашни членĕ çине пайласан, уйăхра 3 хут ÿснĕ, тупăш 9402,3 тенке çитнĕ. Алă ĕçне механизацилени вара ял çыннисене аталанун çĕнĕ тапхăрне илсе кĕчĕ. Килти хушма хуçалăхсем агройĕркелÿ çĕнĕ тĕслĕхĕсене, уйрăммăн илсен, хресчен-фермер хуçалăхĕсене куçаççĕ. 2011 çулта кăна республикăри 1000 килти хушма хуçалăх хресчен-фермер хуçалăхĕ пулса тăнă, хăйсен бизнесне çул панă. Ялта фермер юхăмне малалла аталанма "Ĕçе пуçăнакан фермер" федераллă программа та пулăшмалла, унпа килĕшÿллĕн патшалăх çителĕклĕ таран укçа-тенкĕ уйăрса парĕ.

Чăваш хресченĕ çĕннине йышăнакан çын пулса пырать. Килте хушма хуçалăх тытакансенчен чылайăшĕ çăмăллăхлă кредитсемпе пĕр хутчен кăна мар усă курнă. "АПК аталанăвĕ" приоритетлă наци проектне çул панăранпа Чăваш Енри 63 пин ытла çемье (30 проц.) килти хушма хуçалăха аталантарма паракан укçана илнĕ. Пĕтĕмĕшле илнĕ укçа-тенкĕ калăпăшĕ 10 миллиард тенкĕрен те иртнĕ. Граждансем çав укçан 70 процентне выльăх-чĕрлĕх витисем тума тата киввисене юсама, 20 процентне ял хуçалăх техники, 7 процентне выльăх-чĕрлĕх туянма янă.

РФ Ял хуçалăх министерствин кăтартăвĕсем тăрăх, Чăваш Ен ку енĕпе çĕршывра чи малтисен йышĕнче.

Çитес çултан пуçласа çĕршыв Правительстви килсенче йĕркеленĕ ĕне фермисене те укçа-тенкĕ парса пулăшма палăртать.

– Юлашки çулсенче çĕршыв тата Чăваш Ен правительствисем çамрăк специалистсене яла ярас, вĕсене хăтлă условисем туса парас енĕпе уйрăмах тимлĕхлĕ.

– Яллă вырăнсене специалистсене илĕртес, вĕсене экономикăн аграри тытăмĕнче çирĕплетсе хăварас, çавăн пекех чи малтан çурт-йĕрпе тивĕçтерес ĕçре "Ялăн 2013 çулчченхи социаллă аталанăвĕ" федераллă тĕллевлĕ программа пысăк пулăшу памалла. Унпа килĕшÿллĕн, ялта ĕçлесе пурăнакан граждансене, çамрăк çемьесене, специалистсене патшалăх уйăрнипе пĕрлех республика бюджетĕнчен те укçа куçарса пама палăртаççĕ. Акă, 2003 çултанпа, кăçалхине те кĕртсе, ялта пурăнакансен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма тĕрлĕ çăл куçран 845,3 миллион тенкĕ уйăрнă, çав шутран федераци бюджетĕнчен 589,8 миллион, Чăваш Республикин республика бюджетĕнчен 56,7 миллион, вырăнти бюджетсенчен 198,8 миллион тенкĕ куçарнă. Ялти граждансене туянма çурт-йĕр хакĕн 45 процентне, 35 çултан иртмен çамрăк çемьесемпе специалистсене вара 70 процент таранах патшалăх компенсаци парса пулăшать. Программăна пурнăçа кĕртме тытăннăранпа (2003-2011 çулсенче) ялта пурăнакан 3760 çемье, çав шутра 1189 çамрăк çемьепе çамрăк специалист хăйсен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă.

Çамрăк специалистсене яла куçма илĕртекен тепĕр хушма хавхалантару вăл – Владимир Путин тунă пуçару: çитес çултан пуçласа яла ĕçлеме каякан врачсене пĕрер миллион тенкĕ "подъемнăй" уйăрса параççĕ.

– Сергей Владимирович, пирĕн районти аграри тытăмĕн аталанăвне эсир мĕнлерех хаклатăр;

– Ял хуçалăхĕ Канаш районĕн экономикин тĕп секторĕ пулса тăрать. Ял хуçалăхĕнче туса илекен пĕтĕмĕшле калăпăшра районăн тÿпи 5,2 проц. шутланать. Чăвашстат кăтартăвĕсем тăрăх, сирĕн районта ял хуçалăх продукцийĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ, хуçалăхсен пур категорийĕсемпе илсен, 2011 çулхи кăрлач-авăн уйăхĕсенче пĕлтĕрхи çав тапхăр шайĕнчен 124,8 проц. пулнă, 2009 ç. кăрлач-авăн уйăхĕсемпе танлаштарсан – 100,3 проц.

2011 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне районта 34 ял хуçалăх предприятийĕ, 128 хресчен (фермер) хуçалăхĕ, 17,4 пин килти хушма хуçалăх шутланнă.

Тĕш-тырă туса илесси çултан çул ÿсни куç кĕрет. Кăçал ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем тĕш тырра 30,9 пин тонна пухса кĕртнĕ (вăл республика калăпăшĕн 5,1 проценчĕпе танлашнă). Тĕш тырă акмалли лаптăксем кăçал 2010 çулхипе танлаштарсан 8,4 проц. ÿснĕ.

"АПК аталанăвĕ" приоритетлă наци проекчĕпе килĕшÿллĕн районта выльăх-чĕрлĕх фермисем тăвасси, объектсене тĕпрен юсасси тата модернизацилесси вăй илет. Кунта "Пинер" АХПн сĕт- çу фермине асăнса хăвармалла. 2006 çултан пуçласа хăйсен вăйĕпе "Канаш Агрофирма" пĕрлĕх тата Киров ячĕллĕ ЯХПК выльăх-чĕрлĕх фермисене тĕпрен юсаса çĕнетме пултарнă.

Ял хуçалăхĕнче вăй хуракансен уйăхри вăтам ĕç укçи 2011 çулхи кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче 9839,1 тенкĕпе (пĕлтĕрхи çав вăхăтпа танлаштарсан -145,9 проц.) танлашнă.

"Ялăн 2013 çулчченхи социаллă аталанăвĕ" тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн, 2003-2011 çулсенче Канаш районĕнчи ялсенче пурăнакан 244 çемье çурт-йĕр тума е туянма 56,3 миллион тенкĕ укçа илнĕ, çав шутра – 2011 çулта 9 çынна 2,91 миллион тата 5 çамрăк çемьепе çамрăк специалистсене 3,08 миллион тенкĕлĕх укçа парса пулăшнă.

А.МЯСНИКОВ

хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика