АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăслă, пултаруллă специалистсене пурте хапăл

16 ноября 2011 г.

"Пĕтĕмпех кадрсенчен килет" тенине вулавçăсем илтнех ĕнтĕ. Çакă тĕрĕсех. Ăста та пултаруллă, хăйĕн ĕçне пĕлсе тăвакан çын ылтăнпа тан. Унашкаллисене тупма çеç мар, упрама та пĕлмелле.

Культура отраслĕнче кадр ыйтăвĕ çивĕч тăрать-и; Çак тата ытти ыйтăвăн хуравне тупма ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕн пĕрремĕш çумĕ Вячеслав Фошин пулăшрĕ.

– Вячеслав Александрович, отрасльти вĕренÿ заведенийĕсем тăнăçлă аталанни, ман шухăшпа, специалистсен шайне ÿстерме чылай пулăшрĕ. Эсир çакăнпа килĕшетĕр-и?

– Килĕшетĕп. Юлашки çулсенче республикăри культура учрежденийĕсем, тĕпрен илсен, хамăрăн вĕренÿ заведенийĕсене пĕтернисемпе пуянланса пыраççĕ. Çамрăксен театрĕн тата Вырăс драма театрĕн трупписен пысăк пайĕ Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтĕнче ăс пухнă. Оперăпа балет театрĕнчи балетпа хорта музыка училищинче вĕреннисем ташлаççĕ тата юрлаççĕ. Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕнче, академи капеллинче, музыка тата искусство шкулĕсенче, библиотекăсенче тата ытти вырăнта ĕçлекенсем пирки те çавнах каламалла. Пирĕн училищĕсенче лайăх, çирĕп пĕлÿ панине çак тĕслĕхпе те çирĕплетме пулать: ÿнер тата музыка училищисене пĕтернисем Мускаври, Питĕрти, Чулхулари, Хусанти, Саратоври аслă вĕренÿ заведенийĕсене пĕр чăрмавсăрах вĕренме кĕреççĕ.

Çамрăк специалистсенчен хăшĕ-пĕри палăрма ĕлкĕрчĕ те ĕнтĕ. Сăмахран, Вырăс драма театрĕн артисчĕ Александр Смышляев – Чăваш патшалăх çамрăксен премийĕн лауреачĕ, "Чĕнтĕрлĕ чаршав" театр конкурсĕн çĕнтерÿçи; Оперăпа балет театрĕн солистки Татьяна Прытченкова – М.Д.Михайлова асăнса ирттерекен Пĕтĕм тĕнчери çамрăк юрăçсен I конкурсĕн (2010) дипломантки; Сергей Кузнецов – асăннă конкурсăн кăçалхи дипломанчĕ; Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн артисчĕ Наиль Мингазов – Чăваш Республикин Президенчĕн стипендиачĕ тата ыт. те.

Сăмах май, Чăваш академи тата Вырăс драма театрĕсен трупписем культурăпа искусствăсен институтне пĕтернисемпе йышланчĕç. Вĕсем хăйсен премьера спектаклĕсемпе паллаштарма ĕлкĕрчĕç те ĕнтĕ.

– Вĕренÿ заведенийĕсенчи инноваципе çыхăннă ĕçсем пирки те пĕлес килет.

– Тÿрех çапла калама та пулать пек: художниксене, музыкантсене, хореографсене хатĕрлес ĕçре çĕнĕлĕхсем пур-ши вара; Искусство тĕнче пекех "ватă". Анчах та хальхи саманара çĕнĕ технологисемсĕр, информаци хатĕрĕсемсĕр малалла аталанма май çук. Пирĕн студентсем тĕп специальноçсăр пуçне тепĕр ят – "преподаватель" – илеççĕ тата. Çавăнпа та инноваци программисене хушма пĕлÿ паракан заведенисенчех – искусствăсен, музыка шкулĕсенчех – хатĕрлеме пуçлаççĕ. Вĕсем тĕрлĕ енлĕ: нота çырулăхне тишкерме тытăннинчен пуçласа ăслăлăх тĕпчев ĕçĕсем таранах.

Вĕренÿ заведенийĕсенче пуринче те сайтсем ĕçлеççĕ, студентсем тĕрлĕ проекта пурнăçа кĕртеççĕ, он-лайн конференцийĕсене хутшăнаççĕ.

– Вырăнта кадрсем кирлине палăртас тĕлĕшпе район администрацийĕсем мĕн тăваççĕ;

– Çак ĕçе тĕпрен илсен пирĕн училищĕсемпе институт пурнăçлаççĕ: мониторингсем, районсенче профориентаци кунĕсем ирттереççĕ. Муниципалитет органĕсем ытларах чухне вăл е ку должноç вырăнĕ пушă пулсан çеç пулăшу ыйтаççĕ.

– Тĕллевлĕ вĕрентнĕ специалистсем тăван тăрăха таврăнаççĕ-и;

– Çак ыйту пирĕн отрасльте çеç мар, ытти тытăмра та çивĕч тăрать. "Тĕллевлĕ" ăнлав ячĕшĕн çеç тенĕ пулăттăм, ăна юридици тĕлĕшĕнчен çирĕплетмен. Вĕренме кĕнĕ чухне çеç абитуриента пысăках мар çăмăллăхсем парать. Кайран "çамрăк специалист" ăнлав та çав виçерех юлать, енсем ăна пурлăхпа финанс тĕлĕшĕнчен "çирĕплетмен". Республикăра культурăпа искусствăсен институчĕ пуррине ырламалла. Унтан вĕренсе тухнисен пысăк пайĕ Чăваш Енрех юлать.

– Çамрăк специалистсене çирĕплетсе хăварас тĕлĕшпе мĕнле майсемпе усă кураççĕ;

– Ку ыйту та пирĕншĕн çеç мар, бюджет тытăмĕнчи пур отрасльшĕн те питĕ çивĕч.

Яллă вырăнти культура ĕçченĕсем валли республика бюджетĕнчен коммуналлă хуçалăх пулăшăвĕсемшĕн тÿлеме укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Культура ĕçченĕсен "Çамрăк çемье" республика программине хутшăнма, уйрăмах пултаруллисен – çамрăк хастар специалистсен – Чăваш Республикин Президенчĕн премине илме тăратма майсем тата ытти мелсем те пур. Влаçăн муниципалитет органĕсем çамрăк специалистсен ĕç тата пурăнмалли условийĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе хăйсен енчен йышăнусем тума пултараççĕ.

– Вячеслав Александрович, ялти культура учрежденийĕсен специалисчĕсен професси квалификацийĕ пĕчĕк тесе ÿпкелешнине илтме тивет.

– Ялти культура ĕçченĕсен пĕлÿ шайĕ пĕчĕк тенипе килĕшессĕм килмест. Муниципалитет тытăмĕнчи культурăпа кану учрежденийĕсенче вăй хуракансен 5 проценчĕ аслă пĕлÿ илнĕ, 41 проценчĕ – ятарлă вăтам пĕлÿ, библиотекарьсен 48 проценчĕ аслă пĕлÿллĕ, 25 проценчĕ вулавăш енĕпе аслă шкул пĕтернĕ. Çамрăк специалистсем квалификаци енĕпе çÿллĕ шайра тăнине çак тĕслĕх те аван çирĕплетет: пултарулăхри ăнтăлушăн Чăваш Республикин Президенчĕн стипендине илекен 1000 хĕрпе каччăран вуннăшĕнчен пĕри культура отраслĕнче вăй хурать.

Кадрсен "ватăлăхĕ" музыка шкулĕсемпе искусствăсен шкулĕсене ытларах пырса тивет.

– Чăваш Енре кадрсене кирлинчен темиçе хут ытларах хатĕрлеççĕ тени чăнлăхпа килĕшсе тăрать-и;

– Çук, ку тĕрĕс мар. Пирĕн учрежденисене оркестр музыканчĕсем, балет артисчĕсем, вокалистсем, клуб, библиотека ĕçченĕсем питĕ кирлĕ. Нумаях пулмасть наци телекуравĕ ĕçлеме пуçларĕ, унта та пысăк квалификациллĕ специалистсем çитмеççĕ. Пысăк культурăллă, ăслă, аслă пĕлÿллĕ çынсене пур тытăмра та хапăл йышăнаççĕ. Апла тăк культура уйĕнче те акмалла та акмалла-ха, "культурăна" лайăх тата тимлĕ пăхса çитĕнтерсен çеç тухăçлă çимĕç илме пулĕ.

Н.СМИРНОВА калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика