АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ку чухнехи чи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç

16 ноября 2011 г.

Шăмат кун Чăваш Республикин Президенчĕ М.Игнатьев Канашра республикăри муниципалитетсен пуçлăхĕсемпе, ми-нистерствăсемпе ведомствăсен ертÿçисемпе анлă канашлу ирттерчĕ. Унăн ĕçне Патшалăх Канашĕн председателĕ М.Михайловский тата федерацин пирĕн республикăпа ĕçлекен тĕп инспекторĕ Р.Тихонов хутшăнчĕç.

Канашра Германири тĕнчипех паллă "Develey GmbH" компани соус, майонез, кетчуп, горчица, юрма таврашĕ хатĕрлекен предприяти тăвать. Проекта 315 миллион тенкĕ хывнă. Тата 30 миллиона яхăн тенкĕпе усă курмалла. Пĕр тăваткăл метрĕ 36 евро тăракан кафель плиткисене Германирен кÿрсе килнĕ. Вĕсем кислотана чăтăмлă, шутармаççĕ. "Девелей" предприятие савăнăçлă лару-тăрура килес çулхи кăрлач уйăхĕнче уçма палăртнă. Ун чухне соус тумалли технологи линине хута ярĕç, çу уйăхĕнче горчица тума тытăнĕç. Продукцин пысăк пайĕ Раççей рынокне кайĕ, кетчуппа соус урăх çĕршывсен магазинĕсене те çитĕç. Канашлу умĕн республика пуçлăхĕ çак предприятие çитсе курчĕ. "Девелейĕн" ĕç тăвакан директорĕ А.Авдеев цехсенче усă куракан ку чухнехи технологисем çинчен каласа пачĕ. Президент хăйĕнпе пĕрле çÿрекенсемпе цехсенче, участоксенче, складсенче, холодильниксем вырнаçтарнă залсенче тата ытти пÿлĕмсенче пулчĕ. Предприятире 200 яхăн çын ĕçлĕ. Тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн генеральнăй директорĕ В.Иоффе пĕлтернĕ тăрăх, специалистсене хатĕрлеме пуçланă та ĕнтĕ, темиçен Польшăра тата Германире стажировкăра пулнă.

М.Игнатьев çĕнĕ производство "нимĕçсен пахалăхĕпе тата тĕплĕлĕхĕпе" асра юлни çинчен пĕлтерчĕ. Вăл каланă тăрăх, предприяти Чăваш Енĕн агропромышленность комплексне çирĕппĕн аталанма импульс парать. Уйрăмах апат-çимĕç хатĕрлекен промышленноçăн хăватне ÿстерме пулăшĕ. Ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсемшĕн çĕнĕ рыноксем уçăлĕç. Кунта горчицăпа томатсем пирки сăмах пырать. Раççей Пĕтĕм тĕнчери суту-илÿ организацийĕнче тăнă пирки аграрисене пысăк пуласлăхсем кĕтеççĕ. Предприяти чĕр тавар йышăнма тытăнсан республикăри пахчаçăсем валли анлă çул уçăлĕ. Хальлĕхе помидор, горчица нумай лартса ÿстерекен сахал-ха. Малашне çак çимĕçсене ытларах вырăн памаллине палăртрĕ республика ертÿçи.

Республикăри хуласемпе районсен администрацийĕсен пуçлăхĕсем "Промтрактор-Вагон" акционерсен хупă пĕрлĕхĕнче пулчĕç. Завод ĕçĕсене тăвакан директор А.Тен универсаллă шăрату корпусĕнче паллаштару экскурсийĕ ирттерчĕ.

Канашлу хулари Культура керменĕнче иртрĕ. Кун йĕркинче – "Сывлăх", "Вĕренÿ", "Раççей гражданĕсене – пурăнмалли хăтлă çуртсем" тата "АПК аталанăвĕ" приоритетлă наци проекчĕсене пурнăçа кĕртессипе çыхăннă ыйтусем. Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану, вĕренÿ тата çамрăксен политикин, хула строительствин тата обществăн инфратытăм аталанăвĕн, ял хуçалăх министрĕсем В.Муллина, В. Иванов, А.Гончаров, С.Павлов çак ыйтусене докладра уçса пачĕç.

М.Игнатьев çĕршыв ертÿлĕхĕ хăй çине илнĕ обязательствăсене пурне те пурнăçланине, малашне те çапла пуласса палăртрĕ. Раççейĕн ытти регионĕсем пекех Чăваш Ен те çак енĕпе çирĕп утăмсем турĕ. Сывлăх сыхлавне илес пулсассăн, медицина пулăшăвĕсен пахалăхне ÿстерме май килнĕ, пысăк технологиллĕ медицинăпа хулара пурăнакансем кăна мар, ялсенчисем те усă курма пултараççĕ.

– Наци проекчĕсене пурнăçлама тытăннăранпа 5 çул иртрĕ, кун пирки пирĕн мĕн каламалли пур: экономика динамикăллă аталанса пырать, обществăри стабиллĕхе сыхласа хăварнă, районсемпе хуласен территорийĕсенче обществăлла йĕркелĕх хуралĕпе тивĕçтереççĕ, – терĕ Михаил Васильевич.

Республика пуçлăхĕ регион аталанăвĕнчи стратегиллĕ курс унчченхи пекех пысăк технологиллĕ производствăсем тăвасси пулса тăнине палăртрĕ. Çавăн пекех вăл агропром ĕçĕсен кăтартăвĕсене ÿстерме тата вырăнти бюджетсене тултарма усă курман çĕрсене пурне те пусă çаврăнăшне кĕртмеллине хытарсах асăрхаттарчĕ. "Çĕрĕн кашни тăваткал метрне, гектарне ĕçлеттермелле, услам кÿччĕр вĕсем. Унсăрăн муниципалитетсем кирлĕ налуксене пуçтараймĕç", – çакăн пек задача лартрĕ Президент.

Финанс министрĕ М.Ноздряков 2012 çул валли хатĕрлемелли бюджетсен тĕп параметрĕсене палăртрĕ. Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ С.Енилина çĕрпе усă курассипе çыхăннă кăткăс ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ. Потребительсен тата алкоголь рынокĕсенче тухса тăнă лару-тăру çинчен экономика аталанăвĕн, промышленность тата суту-илÿ министрĕ И.Моторин каласа пачĕ. Алкоголь продукцийĕн хăрушсăрлăхне тĕрĕсленĕ хыççăн кăçалхи 9 уйăхра бракланă таварсен пайĕ 1,3 процент пулни палăрнă. Чăваш Республикин акцизĕ тесе çыпăçтарнă "Старорусская", "Хлебная" шурă эрехсем саккунлă мар. Тивĕçлĕ органсем пĕлтернĕ тăрăх, çакăн пек акциз маркисем пачах кăларман. Асăннă эрехсене сутни бюджета сиен кÿрет, мĕншĕн тесен налук пырса кĕресси сахалланать. Пахалăхĕпе начар эрех сутнине пула халăхăн ĕçлеме пултаракан пайĕн сывлăхĕ сиенленет, организм наркăмăшланнипе пурнăçран уйрăлакансем те сахал мар.

Канашлу ĕçре палăрнисене патшалăх наградисем панипе вĕçленчĕ. Канашри "Локомотив" физкультурăпа спорт комплексĕнче Чăваш Республикин правительствин тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен пĕрлештернĕ командисем хушшинче баскетбол тата волейбол вăййисен тĕл пулăвĕсем иртрĕç.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика