11 ноября 2011 г.
Хальхи вăхăтра РФ Пенси фончĕ Чăваш Республикинче пурăнакан 340 пин çынна е халăхăн чĕрĕк пайне пенси парса тăрать. Вĕсен 92 проценчĕ ĕç пенсине ÿсĕм çитнипе, сусăрланнипе тата тăрантарса пурăнакана çухатнипе, 8 проценчĕ патшалăх тивĕçтерĕвĕпе (тĕпрен илсен – социаллă пенсие) илет.
Кирлĕ чухлĕ стаж пухса ватлăхри канăва каякансен хисепĕ 2009 çултанпа сисĕнмеллех ÿссе пырать, малтанласа палăртнă тăрăх çак йыш 2014 çул вĕçленнĕ тĕле 359 пине çитмелле.
281,5 пин пенсионер (83 процент) ватлăхри ĕç пенсине тивĕçнĕ. Çав вăхăтрах вĕсенчен 90,4 пинĕшĕ (25 проценчĕ) палăртнă ÿсĕме (хĕрарăмсем – 55, арçынсем – 60 çула) çитмен, пенсие маларах тухнă. Çакнашкал ирĕкпе саккунпа çирĕплетнĕ професси тата социаллăх категорийĕсене кĕртнĕ граждансем усă кураççĕ.
92 пине яхăн пенсионер (27 процент) халĕ те производствăра вăй хурать. Саккунпа килĕшÿллĕн ĕçленине пăхмасăр вĕсене пенсие тулли виçепе тÿлеççĕ.
Пенси тытăмĕн паянхи ĕçĕ-хĕлĕпе тата малашлăх тĕллевĕсемпе РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн ертÿçи Роза Кондратьева паллаштарать.
– Роза Алексеевна, юлашки çулсенче граждансене пенсипе тивĕçтерессипе çыхăннă чылай ыйтăва ăнăçлă татса панине асăнтăр. Вĕсем пирки тĕплĕнрех каласа параймăр-ши;
– 2007 çулта ĕç пенсийĕн база пайне – 24, 2009 çулта 31,4 процент ÿстернĕ, çакă инфляци шайĕнчен самаях пысăк. 2010 çулхи валоризаци 2002 çулчченхи, уйрăмах совет саманинчи – 1991 çулчченхи стаж мĕн чухлĕ пулнине кура ĕç пенсине хăпартма май пачĕ. Çапла вара республикăра 308 пин пенсионерăн тупăшĕ ÿсрĕ, вĕсем вăтамран 937 тенкĕ ытларах илме пуçларĕç. 70 çултан аслăрах граждансен (пенсионерсен 42 проц.), 40 тата 45 çул стаж пухнă хĕрарăмсемпе арçынсен хушăмĕ вăтамран 1235 тата 1292 тенке çитрĕ. 2010 çул вĕçленнĕ тĕле ватлăхри ĕç пенсийĕн вăтам шайĕ пенсионера пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен 1,9 хут (2002 çулта – 1,1) иртрĕ.
Юлашки 10 çулта вăл 6,1 хут (çав шутра 2008 çултанпа – 2,2 хут) ÿснĕ, ку çул вĕçленнĕ тĕле республикăра 7931,47 тенкĕпе танлашмалла.
Социаллă пенсие тивĕçлĕ канăва тухнă çынна пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçе шайне çитернĕ, кăçал ку тÿлев вăтамран 4543 тенкĕ (иккĕмĕш квартал валли çирĕплетнĕ чи пĕчĕк виçе – 4462 тенкĕ) пулнă.
– Çывăх вăхăтра пенсисене мĕн чухлĕ ÿстерме палăртаççĕ;
– РФ Пенси фончĕн бюджечĕн проектĕнче çитес çул ĕç пенсийĕсене пĕтĕмĕшле 9,6 процент (нарăс тата ака уйăхĕсен 1-мĕшĕсенчен), патшалăх пенсийĕсене, çав шутра социаллисене14,1 процент индексацилеме палăртнă. Çавна май вĕсем вăтамран 750 тенкĕ пысăкланнипе çулталăк вĕçĕнче 8150 (ĕç пенсийĕ – 8400, патшалăхăн, çав шутра социалли – 5400 ытла) тенке çитмелле.
2014 çулта планпа палăртнă индексацисемпе пĕрремĕшĕ – 9700, иккĕмĕшĕпе виççĕмĕшĕ 6500 ытларах тенкĕпе танлашмалла.
– РФ Пенси фончĕ пенсисемсĕр пуçне граждансене социаллă тата ытти тÿлевпе тивĕçтерет. Кун пирки мĕн каланă пулăттăр;
– Социаллă пулăшу мерисене тивĕçмешкĕн ветерансемпе инвалидсен тата граждансен ытти категорийĕ валли пĕрешкел услови туса хурас тĕллевпе 2005 çулта çăмăллăхсене монетизацилерĕç. Федераци регистрне кĕртнĕ граждансем валли уйăхри укçа тÿлевĕ тата хăйсен кăмăлне кура социаллă пулăшу мери (е унăн укçа эквиваленчĕ) палăртнă. Федерацин Чăваш Республикинче пурăнакан 112,5 пин çăмăллăхçин 87 проценчĕ соцпакет вырăнне укçа илме килĕшнĕ.
2005 çултанпа асăннă тÿлевĕн вăтам виçи – 3 хута яхăн, соцпакетăн 1,7 хут ÿссе 1638 тата 750 тенкĕпе танлашнă. Унсăр пуçне федераци çăмăллăхçисем пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă тÿлевшĕн регион пулăшăвне илеççĕ.
РФ Правительстви йышăннă мерăсенчен тепри – ĕçлемен пенсионерсен уйăхри тивĕçтерĕвне вĕсене регионта пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçене çитерес тĕллевпе социаллă тÿлев памалла туни. Çакна ĕçе кĕртнĕ май республикăра сахал тупăшлă ватăсем юлмарĕç. Тĕпрен илсен, асăннă тÿлеве кану ÿсĕмне çитменнисем – социаллă пенси илекенсем (23,6 пин çын) тивĕçеççĕ, республикăра унăн вăтам виçи – 794 тенкĕ.
- Пенсисемпе патшалăх тÿлевĕсем ÿссе пынă май тăкак та сахалах пулас çук...
– РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн бюджечĕн тивĕçтерÿ тата тÿлев тăкакĕсем 2002 çултанпа 6,4 хут ÿсрĕç, кăçал 35,2 млрд тенкĕпе танлашрĕç. Хальхи вăхăтра уйăхсерен 3037,0 млн тенкĕ (пенси – 2628,0 млн, социаллă тÿлев – 19,9 млн, уйăхри укçа тÿлевĕ – 192,0 млн, амăшĕн капиталĕ – 195,0 млн) тăкаклатпăр.
Пирĕн уйрăмăн бюджечĕн тăкакне ку çул вĕçленнĕ тĕле 12 процент пысăклатса 2012 çул валли 39,4 млн тенкĕ палăртаççĕ. Раççейĕпе илес тĕк Пенси фончĕн бюджечĕн проектĕнче тăкаксене 5 трлн та 222,7 млрд тенкĕлĕх пăхса хăварма шухăшлаççĕ.
– Ачаллă çемьесене патшалăхăн хушма пулăшăвĕпе тивĕçтересси еплерех пырать;
– 2007 çулта федерацин 2006 çулхи раштавăн 29-мĕшĕнчи "Ачаллă çемьесене патшалăхăн хушма пулăшăвĕпе тивĕçтересси çинчен" 256-мĕш саккунĕ вăй илчĕ. Çак тапхăрта республикăра 2007 çултанпа иккĕмĕш е ун хыççăнхи ачана çуратнă 31 пин хĕрарăм амăшĕн капиталĕн сертификатне илнĕ.
Укçапа хуçаланас тĕллевпе унăн ирĕкне илсе килнĕ тĕпренчĕк 3 çул тултарсан заявлени çырма юрать. Патшалăхăн хушма пулăшăвĕпе виçĕ тĕллевпе усă курма – çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма, çемьери ачасенчен кирек хăшне пĕлÿ пама, амăшĕн пулас пенсийĕн пухăнса пыракан пайне ÿстерме – пулать.
2009 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче саккуна кĕртнĕ улшăнусемпе килĕшÿллĕн амăшĕн капиталне ача ÿсĕмне пăхмасăр çурт-йĕр кредичĕсемпе займĕсен парăмĕсене маларах татмашкăн яма ирĕк панă. 2009 çултанпа патшалăх укçипе çак тĕллевпе усă курас текенсенчен 10,6 пин заявлени (амăшĕн капиталĕпе хуçаланма ыйтнисен 86 проценчĕ) йышăнса вĕсене 3,3 млрд тенкĕ куçарса панă.
2007 çулта çут тĕнчене килнĕ ачасем пĕлтĕр 3 çул тултарчĕç – вĕсемшĕн тивĕçнĕ сертификатпа саккунпа çирĕплетнĕ тĕллевсемпе усă курмашкăн 2010 çулта заявлени йышăнма тытăннă.
Граждансем ыйтнипе саккуна кăçал тепĕр улшăну кĕртнĕ: амăшĕн капиталĕн укçипе подряд организацийĕсене хутшăнтармасăр харпăр хăй çуртне çĕклеме е реконструкцилеме ирĕк панă, çакă ялти çамрăк мăшăрсене çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмашкăн уйрăмх меллĕ.
Патшалăх ачаллă çемьесене паракан хушма пулăшупа усă куракансем йышлансах пыраççĕ. 2009 çулта сертификат хуçисен - 12, 2010 çулта – 28, кăçал 40 проценчĕ унăн ырлăхне курнă. Ку енĕпе пирĕн республика ( 40 процент) федерацин Атăлçи округĕнче (32 процент) кăна мар, Раççей Федерацийĕнче те (26 процент) пуçарулăх кăтартать. Çакăнта, паллах, çамрăк çемьесен хваттер условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе Чăваш хутлăхĕнче йышăннă программăсен ăнăçлăхĕ пĕлтерĕшлĕ.
2009 çултанпа пирĕн республикăри 12 пин ытла çемье амăшĕн капиталне хваттер условийĕсене лайăхлатма тата ачасене вĕрентме 3,6 млрд тенкĕлĕх янă.
2009-2011 çулсенче 22 пин çемье патшалăх паракан хушма пулăшу шутĕнчен пĕр хут тÿлекен 12 пин тенкĕне илнĕ.
В.СМИРНОВА хатĕрленĕ.