АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕпрен юсаса çĕнетнĕ

11 ноября 2011 г.

Канашра Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрĕ В.Муллина пулнă. Венера Петровна Сывлăха сыхлассине лайăхлатмалли программăпа килĕшÿллĕн хула больницин травматологи тата хирурги уйрăмне тĕпрен юсанă хыççăн хута янă ятпа йĕркеленĕ мероприятие килнĕ. Унпа пĕрле Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Александров, обязательнăй медицина страхованийĕн территори фончĕн ертÿçи В.Рафинов çÿренĕ.

Хăнасем юсаса илемлетнĕ палатăсенче, коридорсенче пулнă, сипленекенсемпе калаçнă. Н.Васильев тĕп врач каланă тăрăх, кирпĕчрен купаласа пÿлмесем тунă, тĕрлĕ оборудовани вырнаçтарнă, ăшăтмалли, уçăлтармалли, шыв памалли, çутă парса тăмалли системăсене, канализацине çĕнетнĕ. Графикпа килĕшÿллĕн юсав ĕçĕсене ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме палăртнă. Строительство организацийĕсен тăрăшулăхĕпе, больницăна ертсе пыракансен яваплă пулнипе палăртнинчен чылай маларах вĕçлеме май килнĕ.

Министр актовăй залра больница коллективĕпе ĕçлĕ канашлу ирттернĕ. Тĕпрен илсен калаçу унта сывлăх сыхлавĕн системине çĕнетесси тата аталантарасси, медицина пулăшăвĕн пахалăхне лайăхлатасси çинчен пынă.

В.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика