АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çеçпĕл хĕрĕн çитĕнĕвĕ

11 ноября 2011 г.

Оля Васильева шкулта вĕреннĕ чухнех юрлама юрататчĕ. Пултарулăх кружокне хаваспах çÿретчĕ. Районта ирттерекен конкурсенчен пĕринчен те юлман. Яланах малтисен ретĕнче пулнă. Республика шайлă конкурссенче те яланах ырă ят хăварнă. Шупашкарта "Цветы Чувашии" тата Улатăрта М.Живагина асăнса йĕркеленĕ фестивальсенче лауреат пулса тăнă.

Тăхăр класс пĕтерсен Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищине вĕренме кĕнĕ. Халĕ Оля – культура институчĕн 5-мĕш курс студентки. Юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн ушкăнĕпе Мускаври Кремль керменĕнчи концерта хутшăнчĕ.

– Çак ансамбле лекесси çапла пулчĕ, – тет Оля Васильева. – 2008 çулта "Чĕнтĕрлĕ чаршав" фестивале хутшăнтăм. Çак фестивале театр солисчĕпе Константин Москалевпа пĕрле ертсе пытăмăр. Каярахпа вокалпа ĕçлекен преподаватель ман пултарулăха шанса мана юрăпа ташă ансамбльне ĕç пирки кайса пăхма сĕнчĕ. Тĕрĕслев хыççăн коллектив хăйĕн йышне йышăнчĕ. Пĕрремĕш çул ансамбль концертне ертсе пытăм, хор артисчĕ пулса тупăшрăм, кăçал вара пĕччен юрламалли юрăсене те шанса пачĕç.

Юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче филармони сцени çинче Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕ 88-мĕш сезонне уçрĕ. Пирĕн Оля çак куравра концерт программине ертсе пычĕ, куракансене чăваш композиторĕсен юррисемпе тыткăнларĕ. Курава хакланă май Ольăн пултарулăхĕ чылай çÿлти шайра пулнишĕн унăн ентешĕсемпе пĕрле савăнтăм. Вĕсем те çак концертра йышлăн пулчĕç.

Кăçал Оля Васильевăна Чаваш Республикин Президенчĕн стипендине илме тăратни манăн кăмăла тата ытларах уçрĕ. Ара çак стипендие иккĕмĕш хут тивĕçет-çке. Пĕрремĕш хут вăл çак стипендие 9-мĕш класра вĕреннĕ чухнех илсе тăнăччĕ. Эпир, ун ентешĕсем тата ăна вĕрентнĕ учительсем, Ольăн çитĕнĕвĕсемпе мухтанатпăр, телей те ăнăçу сунатпăр.

Ю. КИРИЛЛОВ,

музыка учителĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика