11 ноября 2011 г.
Республикăри шкулсенче кĕçĕн классенче тата шкул çулне çитмен ачасем валли "Шыв тата юхан шывсем: вĕсене ачасем мĕнле кураççĕ" темăпа ирттернĕ пултарулăх конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Çут çанталăкăн çамрăк тусĕсем конкурсăн "Чăваш енĕн кăвак ылтăнĕ (сăн ÿкерчĕксем)", "Кĕмĕл юхăмсен çĕршывĕ (ÿкерчĕксем)", "Юхать, юхать шыв (литература пултарулăхĕ)", "Эпĕ çут çанталăка пулăшатăп – эпĕ шыва перекетлетĕп" (пултарулăх проекчĕсем) номинацийĕсене 3356 ĕç тăратнă.
Ÿкерчĕксем туса Шăхасанти ачасен ÿнер шкулĕн воспитанникĕсем Вика тата Виолетта Герасимовăсем малти икĕ вырăна йышăннă. Шăхасанти "Хĕлхем" ача садне çÿрекен С.Васильеван ĕçĕ виççĕмĕш степеньлĕ диплома тивĕçнĕ. Вăрăмпуç шкулĕнче вĕренекен М.Яковлев сăн ÿкерчĕксем туса лауреат ятне çĕнсе илнĕ. Вырăскас Пикшихри тата Сиккассинчи ача сачĕсен воспитанникĕсем А.Ивановăпа А.Абаськина та лауреатсен йышне кĕнĕ.
А.ВИТАЛЬЕВ.