11 ноября 2011 г.
Нихçанхинчен капăр тумланнă çав кун Сиккассинчи илемлĕх пултарулăхĕпе кану çурчĕ. Ял хуçалăх организацийĕсен, харпăр хăй хушма тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаракан стендсем, вĕсенче çитĕнтернĕ продуктсен куравĕсем умĕнчен халăх татăлма пĕлмерĕ. "Акконд" акционерсен уçă пĕрлĕхĕн кондитер изделийĕсене, райпон çăнăхран хатĕрленĕ тĕрлĕ çимĕçне, пылак шывне тутанса пăхас текен нумай пулчĕ.
Районти ял тăрăхĕсен тĕп культура çурчĕн хорĕ уява килнисемпе чĕннĕ хăнасене "Килсе курăр хăнана" вокалпа хореографи сюитипе курав залне пуçтарчĕ. Вырăнти вăтам шкулăн чăваш тумне тăхăннă вĕренекенĕсем илемлĕ ташăпа лару-тăрăва тата та хытăрах хаваслатса ячĕç. Сцена çине уяв программине ертсе пыракан Алексей Мурзуковпа Ольга Микушина тухрĕç.
– Нумай çывăрсан çăкăр çиеймĕн, тенĕ ваттисем. Питех те тĕрĕс сăмахсем. Çапла пулнă, пур, пулать те. Ял çыннишĕн уйрăмах та пуль. Акаран пуçăнса уй-хир пушаниччен шăпчăк ыйхипе пурăнать вăл. Кăвак çутлах ура çинче. Хăш чухне ура çинчех апатланать. Сире тăван çĕре, çăмăл мар ĕçĕре юратнăшăн тав тăватпăр, çирĕп сывлăх сунатпăр. Уяв ячĕпе, хаклă çыннăмăрсем, – çакăн пек сăмахсемпе пуçларĕç вĕсем ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен кунне халалланă уяв программине.
Хресченĕн ĕçĕ нихăçан та çăмăл пулман. Кăçал ял хуçалăх культурисем ăнса пулчĕç. Вĕсене çăмăл мар условисенче пухса кĕртрĕç, уйрăмах çĕр улмипе пахча çимĕçе. Шкул ачи те, бюджет организацийĕн ĕçченĕ те, влаç органĕнче тăрăшакан та айккинче тăмарĕ. Вĕсем пултарнă таран хуçалăхсене, фермерсене пулăшрĕç. Малашне те сиксе тухнă йывăрлăхсене пĕрлехи вăйпа çĕнтерессе, умри тĕллевсене чыслăн пурнăçласса шаннине пĕлтерчĕç район пуçлăхĕ-район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Иван Иванов тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов. Гектартан вăтамран 24,5 центнер тĕш тырă, 130 центнер çĕр улми туса илнĕ. Çак кăтартусем пĕлтĕрхинчен чылай пысăк.
– Ял ĕçченĕ нихăçан та нимĕнле йывăрлăхран хăраман. Кăçал та çанталăк условийĕсемпе туллин усă курма тăрăш рăр. Сĕтел çинчи кашни çăкăр татăкĕ, савăта янă сĕт-турăх сирĕн хастар ĕçĕрпе çыхăннă. Тайма пуç сире çакăншăн. Сывлăхăр çирĕп, кун-çулăр вăрăм пултăр. Телейĕр яланах юнашар çÿретĕр, – çапла вĕçлерĕ райадминистраци пуçлăхĕ Владислав Софронов саламлă сăмахне.
Хула администрацийĕн пуçлăхне Родион Мясникова тата "Канмаш" тулли мар яваплă пĕрлĕх гендиректорне Андрей Лапшина сцена çине йыхравларĕç. Вĕсене çуралнă кун ячĕпе саламласа чечек çыххи пачĕç.
Чăваш Республикин Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн çумĕ Олег Павлов "Канаш" тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн тĕп зоотехникне Валентина Егоровăна, çак хуçалăхăн механизаторне Юрий Павлова, "Путь Ленина" ял хуçалăх кооперативĕн трактористне Виталий Трофимова Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин, фермер хуçалăхĕн ертÿçине О.Шпакова Чăваш Республикин халăха ĕçе вырнаçтарас енĕпе ĕçлекен службин Хисеп грамотисемпе наградăларĕ. Район администрацийĕн Хисеп грамотине тивĕç пулнисем – "Нектар" тулли мар яваплă пĕрлĕх механизаторĕ Николай Алексеев, "Победит" тата "Цивиль" пĕрлĕхсен тĕп бухгалтерĕсем Валентина Антоновăпа Елена Григорьева, "Çĕр улмине мухтав" агрофирма" пĕрлĕх директорĕн ĕçĕсене туса пыраканăн çумĕ Александр Грачев, Киров ячĕллĕ ЯХПК водителĕ Иван Ефимов, "Агат" пĕрлĕхри ферма заведующийĕ Ираида Семенова тата Аччари ветеринари пункчĕн фельдшерĕ Людмила Семенова. Паллах, наградăсемпе пĕрле парнесем те пулчĕç. "Канаш" тулли мар яваплă пĕрлĕх дояркине Александра Ильинана, Киров ячĕллĕ кооператив механизаторне Олег Артизанова тата "Хучель" пĕрлĕх комбайнерне Николай Григорьева ĕçри хастарлăхшăн "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин республикăри уйрăмĕн Тав çырăвĕсемпе хавхалантарчĕç. Канашри элеватор директорне Александр Богданова Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе чысларĕç.
Çĕр ĕçченĕсене уяв ячĕпе саламлакансем татах та пулчĕç. Вĕсен ячĕ-шывне вулакансене те пĕлтерер-ха: Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем – Атăлпа Вятка банкĕн председателĕн çумĕ-Раççей Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ Вячеслав Александров тата "Акконд" акционерсен уçă пĕрлĕхĕн генеральнăй директорĕ Валерий Иванов, Раççей Перекет банкĕн Канашри уйрăмĕн управляющийĕн çумĕ Николай Каклимов, Канаш хула администрацийĕн пуçлăхĕ Родион Мясников, "Поддержка" патшалăх страховани компанийĕн директорĕ Светлана Иванова, "Росгосстрах" компанин страховани уйрăмĕн пуçлăхĕ Лариса Сазонова, "Промтрактор-Вагон" акционерсен хупă пĕрлĕхĕн финанс службин пуçлăхĕ Иван Семенов, Вăрнарти аш-какай комбиначĕн представителĕ Владимир Егоров, "Россельхозцентр" федерацин патшалăх учрежденийĕн филиалĕн Канаш хулипе тата районĕпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ А.Денисов. Вĕсем те пушă алăпа килмен. Хăйсемпе тачă çыхăнса ĕçлекен хуçалăхсен ертÿçисене Тав çырăвĕсем, дипломсем, парнесем пачĕç. Ĕçре палăрнисене те хисеп турĕç. "Канашсем" ентешлĕх ертÿçи Анатолий Кибеч уява пынисене çĕр çинчи чи хаклă çыннăмăрсене, пурнăç парнеленĕ аттепе аннене, халалланă юррине чĕрене хускатмалла юрларĕ. "Республика" хаçат тĕп редакторĕн ĕçне пуçăннă Лидия Филиппова çĕнĕ сăввине чуна тыткăнламалла вуларĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен управленийĕн пуçлăхĕ Эдуард Александров ĕççине мĕнле вĕçленипе паллаштарчĕ, малашне тумалли ĕçсене палăртрĕ. Тăхăр уйăхри финанспа хуçалăх кăтартăвĕсем тăрăх Киров ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕ тата В.Никонов хресчен (фермер) хуçалăхĕ çĕнтернине пĕлтерчĕ. Социализмла Ĕç Геройне, "Мотор" колхозра нумай çул дояркăра ĕçленĕ Валентина Дмитриевăна уяв ячĕпе саламласа, ырлăх-сывлăх сунса чечек çыххи парса хисеп турĕ. Зал та хыттăн алă çупса саламларĕ.
Сиккасси шкулĕн ачисем çĕр ĕçченне халалланă литература монтажĕ лартса пачĕç. Пĕчĕкскерсем хăйсене чăн-чăн артистсем пек тыткаларĕç. "Ăраскал" фольклор ушкăнĕ, Сиккассинчи илемлĕх пултарулăхĕпе кану центрĕн ансамблĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕç.
В.АЧЧА.