АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Татса памалли ыйтăвĕсем тупăнсах пыраççĕ

09 ноября 2011 г.

Район администрацийĕн кашни уйăхăн пĕрремĕш тунти кунĕнче иртекен анлă ларăвĕнче ултă ыйту пăхса тухрĕç. Яланхи пекех вĕсене сÿтсе явнă çĕре райадминистрацин тĕрлĕ служба ертÿçисем, пайĕсен тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, специалисчĕсем хутшăнчĕç.

Федерацин 2002 çулхи июлĕн 24-мĕшĕнче 101-мĕш номерпе ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси çинчен йышăннă саккуна пурнăçласси мĕнле пулса пыни çинчен пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ В.Павлов тухса калаçрĕ. Сăмах кунта усă курман çĕр пайĕсем пирки пычĕ. Çавăн пек пайсем районта 9468. Вĕсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 17 пине яхăн гектар йышăнать. Çĕр пайĕсенчен чылайăшĕн хуçисем вилнĕ, пурлăха йышăнакансем çук.

Ял тăрăхĕсем усă курман çĕр пайĕсен списокне "Канаш ен" хаçатра пичетлерĕç. Пур çĕрте те тенĕ пекех вĕсен хуçисен пухăвĕсем кворум çитменнипе иртмеççĕ. Апла пулсан список хаçатра тухнăранпа тăватă уйăх иртсен ял тăрăхĕ çав списока çирĕплетни çинчен йышăну кăларма пултарать. Суд урлă çĕр пайĕсене муниципалитет пурлăхĕ туса хума ирĕк пур.

Ĕç рынокĕн 10 уйăхри лару-тăрăвĕ тата килес çулхи задачисем çинчен халăха ĕçе вырнаçтарас енĕпе ĕçлекен Канашри учрежденийĕн директорĕн çумĕ Л.Любова каласа пачĕ. Чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта ĕçсĕр тăрса юлнă 158 çынна шута илнĕ. Вĕсенчен 66 проценчĕ – хĕрарăмсем, 32 проценчĕ - 30 çула çитмен çамрăксем, 12 проценчĕ – пенси çулне çывхараканнисем. Ĕç шыракансенчен 12-ĕшне, 5-шĕ инвалид, вăхăтлăх ĕç тупса панă. Шаккăл, Вăтапуç, Карăклă, Ухман, Энтрияль, Шелттем тата Ямаш ял тăрăхĕсем укçа-тенкĕ енчен хĕсĕк граждансене вăхăтлăх ĕç тупса пама пултарнă. Ытти ял тăрăхĕсен вĕсенчен ырă тĕслĕх илсен пит аванччĕ. Кăçал планпа çул çитмен 565 çамрăка укçа ĕçлесе илме май туса памалла. Паянхи кун тĕлне вăхăтлăха 452-ĕшне çеç ĕçе вырнаçтарнă. Ĕçсĕр тăрса юлнă 95 çынна професси илме пулăшнă.

Шалти ĕçсен министерствин Канаш районĕпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ А.Левый 10 уйăхри оперативлă служба ĕçĕсене пĕтĕмлетрĕ. Районта преступлени тăвасси сахалланас енне туртăнни сисĕне пуçланă. Регистрациленĕ преступленисен хисепĕ 12,5 процент чакнă. Преступлени структуринче малти вырăнта ют пурлăха вăрласси, (пĕтĕм преступленисен 41,3 проценчĕ) тата çынна хĕнени (10,8 процент). Анатолий Васильевич пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи чÿк уйăхĕн 5-10-мĕшĕсенче Чăваш Республикин терроризма хирĕçле хÿтлĕхне тĕрĕслес тĕллевпе вĕренÿ ирттерме палăртнă. Чăваш Енти тĕрлĕ объектсене, вокзалсене, магазинсене, кинотеатрсене тата халăх йышлă çÿрекен ытти вырăнсене кĕрсе ăвăсран е гипсран тунă минăсене е сирпĕнекен хатĕрсене (муляжсене) лартма хăтланакан вĕренÿ диверсанчĕсене тупса палăртма тата тытма планланă.

Вĕренÿ диверсанчĕсем (спортсменсен кĕлеткиллĕ 20-40 çулсенчи арçынсем) вăхăтлăха хваттере яракана, автотранспорта арендăна илме сĕнекене, СИМ-карттă тата мобильлĕ телефон паракана, япаласем тултарнă сумкăсене çÿлерех асăннă объектсене е ытти учрежденисене илсе çитерме е йăтса кĕме пулăшакана тупса памашкăн ыйтма пултараççĕ. Вĕсем магазинсенче, аптекăсенче хими япалисем туянма, тĕрлĕ учреждени ĕçĕпе интересленме, вĕсене фотоаппаратпа ÿкерсе илме хăтланĕç. "Диверсантсем" автотранспорта арендăна илесшĕн, хăна çурчĕсенче, мотельсенче, çын патĕнче хваттерте пурăнасшăн, мигрантсем тесе ĕçе вырнаçасшăн, тĕрлĕ сăлтавпа усă курса турфирмăсене, вăхăтлăх пурăнмалли тупса паракан агентствăсене тата ытти учрежденисене кĕрсе тухасшăн пулĕç.

Йĕркене сыхлакан органсем хăйсене вĕренÿ диверсанчĕсем пек тытнăн туйăнакан çынсене асăрхасанах 24-08-40, 24-08-20, 24-08-58, 24-08-44, 24-08-39 номерсемлĕ телефонсемпе шăнкăравласа пĕлтерме ыйтаççĕ.

Çамрăксене çар ретне илессипе çыхăннă ыйтусем çинче Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Канаш хулипе, Канаш тата Тăвай районĕсемпе ĕçлекен уйрăмĕн призыв пайĕн пуçлăхĕ В.Михайлов чарăнса тăчĕ. Кĕрхи призывра районти 65 çамрăкăн çар тумĕ тăхăнмалла. Салтака кайма тивĕçлĕ çамрăксенчен нумайăшĕ çĕршывăн тĕрлĕ регионне укçа ĕçлесе илме кайнă пирки вĕсем патне чĕнÿ хучĕ çитерессинче йывăрлăхсем сиксе тухаççĕ. Ашшĕ-амăшĕ çав хутсене ывăлĕшĕн алă пусса илесшĕн мар. Ку енĕпе ял тăрăхĕсенче ĕçлекенсен йăрăрах пулмалла. Салтака кайма ят тухнисемпе çине тăрарах ĕçлемелле. Районта кĕрхи призывăн планне çуррине яхăн кăна пурнăçланă-ха. Призыв комиссийĕ раштавăн 23-мĕшĕччен ĕçлеççĕ.

Районăн Ф.Г.Григорьев ячĕллĕ тĕп больницин дерматовенерологĕ О.Иванова кăçалхи 3 кварталта инфекци чирĕсем енĕпе лару-тăру мĕнле пулнине тишкерчĕ. Паянхи кун тĕлне 79 чире шута илнĕ. Ку пĕлтĕрхинчен 1,4 хут пĕчĕкрех. 6 çынна кĕçĕ ернĕ, микроспорипе тăваттăн чирленĕ. СПИДпа чирлисем – саккăрăн, сифилиспа – вун тăваттăн, гонорейопа çирĕм тăваттăн. Венери чирĕсем ытларах ĕçсĕррисем хушшинче анлă сарăлнă, ăçта та пулин укçа ĕçлесе илме кайсан çаклатса килеççĕ. Вĕсен вăтам çулĕ – 20-40. Ÿсĕрле савăшнипе чир лектернисем та сахал мар.

Вăтакас Кипеч, Сухайкасси тата Сиккасси ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем В.Михайлов, З.Иванова тата Н.Вазинге учрежденисене ăшă парасси, ялсене тирпей-илем кĕртесси, суйлавçăсене наказĕсене пурнăçласси, налук пуçтарасси, профилактика канашĕн ĕçĕ, суйлавçăсен списокне хатĕрлесси, Чăваш Республикин Президенчĕ Патшалăх Канашне янă "Çамрăксене шанмалла" Çырăва пурнăçа кĕртесси мĕнле пулса пыни çинчен каласа пачĕç. Ялсенче пурăнакансем ытларах ял урамĕсем асфальтпа сарăнманнипе кăмăлсăр пулни сисĕнет. Пахалăхлă шывпа тивĕçтерес енĕпе те татса памалли ыйтусем сахал мар.

Анлă ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов пĕтĕмлетрĕ. Вăл пăхса тухнă ыйтусемпе ĕçлессине вăйлатма чĕнсе каларĕ. Çавăн пекех Владислав Васильевич физкультурăпа спорт секцийĕн заведующине В.Ильина çуралнă кун ячĕпе саламларĕ.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика