АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăрлăхсене пăхмасăр

09 ноября 2011 г.

1987 çулта Чăваш АССРĕн районти халăх депутачĕсен Канашĕн ĕç тăвакан комитечĕн шалти ĕçсен пайне йĕркелесе янă. Унти штата Чăваш АССРĕн Шалти ĕçсен министерствин хушăвĕпе çирĕплетнĕ (1987 çул, ака уйăхĕн 20-мĕшĕ). Вырăнти шалти ĕçсен пайĕн ертÿçи пулма Александр Николаевич Егоров капитана шаннă. Халĕ вăл отставкăри милици подполковникĕ, Шăхасан ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче тăрăшать.

Малтанлăха пай ертÿçин çумĕсем пулма милици майорне Вадим Петрович Бурмистрова тата милици лейтенантне Николай Николаевич Федорова çирĕплетнĕ.

Шалти ĕçсен пайĕн çурчĕ Шăхасан салинче хальхи адреспах (Ленин урамĕ, 31-мĕш çурт) вырнаçнă пулнă. Икĕ хутлă çурт Шăхасан ял совечĕ çинче шутланса тăнă. Малтанхи тапхăрта ял совечĕн ĕçченĕсем милици сотрудникĕсемпе пĕр çуртра ĕçленĕ, каярах вĕсем урăх вырăна куçса кайнă.

Шалти ĕçсен пайĕн картишĕнче пĕр хутлă çурт та пулнă, унта (тĕп çуртра пÿлĕмсем çитменнипе) малтанлăха пушар хуралĕн сотрудникĕсем вырнаçнă. Каярах, вĕсен штачĕсене кĕскетнĕ хыççăн, унти пÿлĕмсене милицин участоксенчи инспекторĕсем, визопа паспорт службин ĕçченĕсем йышăннă.

1990 çулсен пуçламăшĕнче çав тапхăрта ГАИ уйрăмĕн пуçлăхĕ пулнă Юрий Иванович Иванов ертсе пынипе Шăхасан салинче ("Çĕрпÿ-Ульяновск" федераллă автоçул хĕррине) тепĕр çурт хăпартса лартнă. Халĕ çав çурта юсаса йĕркене кĕртнĕ, унта ГИБДД уйрăмĕн сотрудникĕсем ĕçлеççĕ.

Малтанхи çулсенче шалти ĕçсен пайĕн икĕ УАЗ автомашина пулнă. Ĕç пулĕмĕсенче харăсах 5-6 çын ларнă. 2-3 çынна пичетлекен пĕр машинка тивнĕ.

1994 çулта А.Егоров Çĕнĕ Шупашкарти шалти ĕçсен пайне ĕçлеме кайнă. Районти шалти ĕçсен пайне Виктор Софронович Васильева ертсе пыма шаннă. 2001 çулта ăна Чăваш Республикин ШĔМĕн аппаратне ĕçлеме куçарнă. 2001 çултан пуçласа 2003 çулччен шалти ĕçсен пайне Анатолий Георгиевич Кораблев милици подполковникĕ ертсе пынă. Унтан 2005 çулччен ертÿçĕ "тилхепине" Олег Николаевич Яковлев тытса пынă, халĕ вăл Чăваш Республикин шалти ĕçсен министрĕн çумĕ пулса тимлет. Каярах шалти ĕçсен пайне милици полковникĕ Павел Геннадьевич Афанасьев (2005 çултан пуçласа 2007 çулччен, милици полковникĕ Юрий Николаевич Егоров (2007-2011 çулсем) ертсе пынă. Кăçал утă уйăхĕнче шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсене аттестациленĕ.

Чăваш Республикин ШĔМĕн хушăвĕпе (2011 çул, çурла уйăхĕн 5-мĕшĕ) Раççей Федерацийĕн ШĔМĕн Канаш районĕнчи пайне туса хунă, ăна ертсе пыма полици подполковникне Анатолий Васильевич Левыйа çирĕплетнĕ.

Çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртнĕ май пайра ĕçлекенсен йышне 35 процент чухлĕ чакарнă. Йывăрлăхсене пăхмасăр полици сотрудникĕсем хăйсене шаннă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыраççĕ. Районта преступленисен пĕтĕмĕшле шучĕ чакни палăрать. Кăçал районта 322 преступление шута илнĕ пулсан, иртнĕ çулта ку вăхăт тĕлне 368 пулнă.

Шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пыраççĕ, спорт мероприятийĕсене хастар хутшăнса тăтăшах малти вырăнсемпе савăнтараççĕ. Вĕсен спортри çитĕнĕвĕсене хаçатăн иртнĕ кăларăмĕсенче çырса çутатнăччĕ.

Раççей Федерацийĕн ШĔМĕн районти пай руководстви шалти ĕçсен пайĕн органĕсенче тăрăшнă ветерансене тата хальхи вăхăтра службăра тăракан сотрудниксене çывхарса килекен уявпа – Шалти ĕçсен органĕсенче ĕçлекенсен кунĕпе саламлать.

А.МАЛОВ,

начальник çумĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика