03 ноября 2011 г.
Ĕне тĕреклĕ выльăх. Анчах та темле вăйлă çынна та чир парăнтарать-çке. Ĕнене те тĕрлĕ амак шар кăтартать. Шел, ыратсан та, темĕн канăçсăрлантарсан та вăл йынăшмасть. Çапла чире пуçламăш тапхăрта палăртма май килмест. Нумай чухне вара амака пуçламăш тапхăрта сиплеме пуçлани питĕ пĕлтерĕшлĕ.
Хăш-пĕр чухне чир шала кайсан пусмалли кăна юлать. Чăваш Республикинче 4 пин ытла ĕнепе çак сăлтава пулах сыв пуллашма тивнĕ. Вĕсем лейкозпа аптăранă пулнă. Кунашкал тĕслĕхсем ытларах Комсомольски, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Пăрачкав, Çĕрпÿ, Çĕмĕрле, Вăрнар районĕсенче палăрнă. Тĕрĕссипе, асăннă хисеп ытларах та пулĕ. Пур чухне те чир пирки ял çыннисем пĕлтермеççĕ-çке. Уйрăм çын хуçалăхĕнче те лейкозпа аптăранă тĕслĕхсем сахал маррине хирĕçлемеççĕ Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн ĕçченĕсем. Патшалăх ветеринари надзорĕн пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Виталий Семенов каланă тăрăх, Чăваш Ен ветеринари лабораторийĕсем кăçалхи пĕрремĕш çур çулта кăна чире тупса палăртас тĕллевпе 108308 тĕпчев ирттернĕ. Çавна май 2011 çулхи çурла уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне республикăра лейкозран хăтăлса пĕтеймен 11 вырăн юлни çиеле тухнă. Ку чир тĕлĕшпе ăнăçсăр шутланакан пунктсенче амака сарăлма парас мар тата тĕп тăвас тĕллевлĕ мероприятисем йĕркеленине палăртмалла.
Лейкоз юнран, сĕтрен, ар вăрлăхĕнчен тата ытти япаларан, ĕнерен пăрушкине, пĕрле тăракан чирлĕ выльăхран сыввине куçма пултарать. Сăмах май, Раççейре юлашки çулсенче мăйракаллă шултра выльăхăн инфекци патологийĕсен структуринче лейкоз пĕрремĕш вырăна тухнă. Ку амак ытти выльăха та, кайăксене те парăнтарать. Чирлĕ чĕр чуна сыватма йывăр, çавăнпа та çакăнпа аппаланса вăхăта та сая ямаççĕ.
Вирус çаклатнă, анчах та чир вăй илме ĕлкĕреймен (клиника-гематологи улшăнăвĕсем пулса ĕлкĕреймен) выльăха, паллах, ыттисенчен уйрăм тытмалла. Лимфа тĕввисем пысăкланни чир аталаннин пĕрремĕш паллисем. Ĕне çиллинче мăкăльсене алăпа сунă чухне кашниех туйса илĕ. Ятарлă тĕпчев иккĕленĕве уçăмлатма пулăшĕ.
Чирлĕ выльăх ашĕнче тата сĕтĕнче çыншăн сиенлĕ япаласем пур. Усал шыçăсем тупсан какайне утилизацилеççĕ. Инфекциллĕ ĕнен сĕтне лайăх вĕретмесĕр е пастеризацилемесĕр ĕçме юрамасть, ашне – тĕплĕн пĕçермесĕр.
Чир паллисене асăрхасанах çак самантсене шута илме сĕнеççĕ управлени специалисчĕсем:
- чир шала кайнă выльăха вăрах тытма юрамасть, кунашкаллине пусмалла кăна;
- чирлĕ ĕнен сĕтне ĕçессинчен е усă курассинчен сыхланмалла;
- ял е хуçалăх кĕтĕвне яма, ветеринари тухтăрĕ ирĕк памасăр урăх çĕре куçарма та ирĕк çук;
- инфекциллĕ ĕнесен сĕтне сутма юрамасть;
- чирлĕ выльăха ниçта илсе каймасăрах кил хушшинчех е хуçалăхрах пусмалла.
Н. Васильева, управлени ĕçченĕ.