03 ноября 2011 г.
Чăваш Енри ветеринари служби пĕлтернĕ тăрăх кăçал тăхăр уйăхра республикăра уртаракан чирĕн 11 тĕслĕхне тупса палăртнă. Чĕр чунсем çак чирпе Пăрачкав, Канаш, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Çĕрпÿ, Шупашкар тата Тăвай районĕсенче аптăранине тĕпчесе çирĕплетнĕ. Профилактика тĕлĕшĕпе ветеринарсем республикăра 47,4 пин йытта, 5,5 пин кушака, 88,7 пин мăйракаллă шултра выльăха, 1750 сурăх-качакана тата 795 лашана вакцинациленĕ.
Нумаях пулмасть Çĕрпÿ районĕнчи Çÿлти Хыркасси ялĕнче уртаракан чирпе пăсара чирленине тупса палăртнă. Ытти чухне пытанса пурăнакан чĕр чун пуç мими сиенленнипе çынсенчен хăрами пулнă, вăл кил хуçи хĕрарăмĕ çине тапăнса ăна хытах çыртса пĕтернĕ. Инкек тÿснĕ çынна тÿрех больницăна леçнĕ, вăл унта сиплев курсне ирттерет.
Пулăшма пынă çынсем пăсарана вĕлернĕ. Виллине ветлабораторие тĕрĕслеве ăсатнă. Лабораторинче чĕр чунăн пуç мимине тĕрĕсленĕ хыççăн пăсара уртаракан чирпе чирленине çирĕплетнĕ. Специалистсем кил хушшинче пурăнакан чĕр чуна уртаракан чирпе шăшисем чирлеттерме пултарнă тесе шутлаççĕ. Хальхи вăхăтра Çĕрпÿ районĕнче карантин çирĕплетнĕ.
Уртаракан чир – питех те хăрушă чир, унтан сипленмелли меслет çук, профилактика мероприятийĕсем çеç çăлса хăварма пултараççĕ. Тĕнчере, тĕслĕхрен, уртаракан чирпе çулсерен 55 пин çын вилет, кашни вунă минутра – 1 çын. Çавăнпа та килти чĕр чун е выльăх-чĕрлĕх хăйне еплерех тытнине тимлĕн сăнаса тăрăр, вакцинацинчен пăрăнса ан юлăр. Хамăр районта уртаракан чире сарăлма парас мар тесе çулталăк пуçланнăранпа 4660 йытта, 180 кушака, 8843 мăйракаллă шултра выльăха, 327 сурăх-качакана тата 26 лашана прививка тунă. Сунарçăсемпе пĕрле районпа хулара 762 йытта тата 96 кушака тытса çывăрттарса янă, çавăн пекех 72 тилле пĕтернĕ. Кашни тилле персе тытнăшăн район администрацийĕ сунарçăсене 300 тенкĕ укçа парса хавхалантарать.
А.СТЕПАНОВ, районти тĕп ветврач.