АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăтăкне хамăрах алтатпăр

03 ноября 2011 г.

Хăй вăхăтĕнче генотипне улăштарнă организмсене (ГМО) халăха тăрантарассишĕн кăларма тытăннă. Хальхи вăхăтра вăл калама çук анлă сарăлнă. Сывлăха вăл епле сиен кÿнине вара ку таранччен те тĕплĕ тĕрĕслемен. Инкекĕ вара çав тери хăрушă пулма пултарать.

Хальлĕхе Индири 200 пин ытла фермер генотипне улăштарнă вăрлăха пула хăйсем çине алă хуни паллă. Вĕсене хайхи вăрлăха лайăххипе хутăштарса сутнă. Тепĕр икĕ çултанах вĕсем тухăç илейми пулнă. Вăрлăх шăтса тухманнипех фермерсем çут тĕнчепе сыв пуллашнă. Лайăх вăрлăхĕ генотипне улăштарнипе пĕтĕленсе малалла аталанайман. ГМО хăй ĕрчевсĕр пулнипе пĕрлех хурт-кăпшанка та, выльăх-чĕрлĕхе те, тăпра ăшĕнчи организмсене те хĕсĕр тăвать – паллах, çĕр хăй те тухăçсăрланать.

Çут çанталăк пире тăрантарнăшăн ăна хамăр алăпа хамăрах пĕтеретпĕр. Тупăш илессишĕн çунсах çĕр чăмăрĕ çинчи пуянлăха – вăрмансене, ÿсен-тăрансемпе чĕр чунсене – пĕтеретпĕр, тавралăха химипе чыхатпăр. Çавна пулах озон сийĕ çийĕнет, пушхирленнĕ çĕрсем нумайланаççĕ, çĕр çийĕнчи нÿрĕк çаврăнăшĕ пăсăлнипе тавралăх пушшех те хĕн курать.

Виççĕмĕш хĕл ĕнтĕ Англи çыранĕсене вун-вун пин вилнĕ краб хупăрлать.

Кăçалхи çĕнĕ çул умĕн Америкăри Луизиана çывăхне тÿперен 500 ытла кайăк ÿкнĕ. Раççей орнитологĕсем кайăксем вилнине ун чухне тĕнчери климат улшăннипе çыхăнтарнăччĕ.

Бразилири Гаити çыранĕнче те питĕ нумай пулă вилнĕ, Çĕнĕ Зеландире – пингвинсем. Китсем те çырана тухса выртаççĕ.

Климат улшăннипе шурă упа та нушаланать. Шурă упасем сахалланса пынин тепĕр сăлтавĕ вăл – вĕсен хушшинче ытларах гермафродитсем пулни: кашни 50-мĕш упан пĕр харăсах амапа аçан ар органĕсем пур. Ученăйсем çакна Çурçĕрти тавралăх вараланса çитнипе тата озон шăтăкĕсем нумайланнипе çыхăнтараççĕ. Тĕнчипех хурт-кăпшанкăсем вилеççĕ. Раççейре таракансем пĕтнине ГМО сарăлнипе тата çăкăр пĕçернĕ çĕрте çĕпре вырăнне кăпăшлантаракан искусствăлла хатĕрсем усă курнипе сăлтавлаççĕ. Америкăра пыл хурчĕсемпе тĕкел турасем вилсе пĕтнĕ. Апла, пахча çимĕçпе улма-çырлана пĕтĕлентерекенсем те çук. Ун пек чухне мĕнле тухăç илесси каламасăрах паллă.

Биологи наукисен докторĕ, экологипе апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕн пĕтĕм тĕнчери эксперчĕ Ирина Ермакова шучĕпе чĕр чунсем вилни шăпах ГМО питĕ анлă сарăлнипе çыхăннă. Ирина Владимировна ирттернĕ тĕпчевсем çакна кăтартнă: выльăх апатне кăшт кăна генотипне улăштарнă культура хушса пани те чĕр чунсен шалти органĕсене япăх витĕм кÿнĕ: вĕсем е вилеççĕ, е хĕсĕр юлаççĕ.

Хальхи вăхăтра хĕрсех энергие перекетлекен лампочкăсем сарассипе ĕçлеççĕ. Çакă вара ăна туса кăларакан ют çĕршыв экономикишĕн кăна усăллă. Лампочкăри ртуть çын сывлăхĕшĕн тата тавралăхшăн питех те хăрушă. Пÿлĕмре ăнсăртран ÿксе ваннă лампочкăри ртуть концентрацийĕ нормăпа пăхнинчен 20 хут ытларах пулать. Çитменнине, Европăра юрăхсăра тухнă лампочкăсене пĕтермелли нимĕнле тытăм та çук. Ăçталла каятпăр, мĕн патне пырса тухатпăр; Пĕр Турă кăна пĕлет-тĕр.

Е.НИКОЛАЕВА хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика