03 ноября 2011 г.
Республика пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра йĕркеленĕ пĕтĕм тĕнчери "Rusnanotech Expo-2011" форума хутшăннă. Çак куравăн хаклă хăнисене Шупашкар завочĕн нанопродукцийĕ кăсăклантарнă. "Гален" тĕслĕхĕсемпе Раççей экономика аталанăвĕн министрĕ Эльвира Набиуллина, вĕренÿ министрĕ Андрей Фурсенко, финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Антон Силуанов, Ставрополь крайĕн кĕпĕрнаттăрĕ Валерий Гаевский, "Раççей чукун çулĕсем" АУО вице-президенчĕ Валентин Гапанович, хамăрăн тата ют çĕршыв компанийĕсен ертÿçисем, ыттисем паллашнă.
"Гален" технологин темиçе тĕрлĕ таварне сутлăха кăларнă ĕнтĕ, малашне çĕннисене хатĕрлеме пуçласшăн. Вĕсен шутĕнче – пурăнмалли тата промышленноç çурчĕсене тумалли нанотытăмлă композит арматура, çул хĕрринчи çутă юписем т.ыт.те. Хальхи вăхăтра усă кураканнисемпе танлаштарсан çĕнĕ йышшисен ĕмĕрĕ вăрăмрах, вĕсем тутăхмаççĕ, строительство тăкакĕсене пĕчĕклетеççĕ.
"Ăслă çурт" экспозицие курма пынисене "Галенăн" хăш-пĕр объектра ("Европа-Хĕвел анăç Китай" трассăн Тутарстанри лаптăкĕ, Аслă Британири кĕпер, Кузбасри çĕр кăмрăк шахтисенче) ăнăçлă усă курнă нанотытăмлă композит материалсемпе паллаштарнă. Завод кăларакан продукцин 30 яхăн проценчĕ Аслă Британие, Çурçĕр Африкăна, Тухăç çĕршывĕсене каять. Предприяти энерги тухăçлăхĕшĕн Европа тата Америка наградисене тивĕçнĕ.
В.НИКОЛАЕВА.