АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăр ентеше асра тытса

02 ноября 2011 г.

Иртнĕ эрне кун Совет Союзĕн Геройĕ А.П.Петров ячĕллĕ Аччари вăтам шкулта ентешĕмĕре Р.Н.Желудкин подполковник ячĕпе асăну хăми уçрĕç.

Руслан Желудкин Ачча ялĕнче 1977 çулхи утă уйăхĕн 15-мĕшĕнче çуралнă. 1994 çулта вăл ялти шкултан ылтăн медальпе вĕренсе тухнă, пĕлĕвне Голицинăри чикĕ хуралĕн çар институтĕнче малалла аталантарнă (ПВ ФСБ РФ). Алла диплом илсен 1999 çулта ăна Дагестан Республикине службăна янă. Çар карьерине пирĕн ентеш Цутинск районĕнчи Кидеро Гутатли салинчи чикĕ хурал заставин ертÿçин çумĕнчен пуçланă. Каярах Тлирата, Кашилух, Кособ тăрăхĕсенче службăра тăнă.

2009 çулхи çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче ФСБ Академийĕнчен хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă. Çав çулхинех утă уйăхĕн 14-мĕшĕнче подполковник звание илме тивĕçнĕ. 2010 çулхи çурла уйăхĕн 23-мĕшĕнче служба ĕçĕсене пурнăçланă чухне Дагестанра вилнĕ. Вилнĕ хыççăн Паттăрлăх орденĕпе чысланă.

Мемориал хăмине уçассипе йĕркеленĕ митинга хăнасем республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килсе çитрĕç. Митинга Руслан Желудкинăн ашшĕпе амăшĕ Николай Вячеславовичпа Александра Константиновна тата йăмăкĕ Людмила Николаевна хутшăнчĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов районта пурăнакансем хăйсен паттăр ывăлĕсене яланах асра тытассине палăртрĕ. Асăну хăми çинчи çи виттине Р.Желудкинăн ашшĕпе амăшĕ сирчĕç, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Енĕн Гимнĕсем янăрарĕç.

Руслан Желудкина асра тытса çав кунах пĕлÿ çуртĕнче шкул ачисен спартакиади шучĕпе ИЖ-38 пневматика винтовкинчен тĕл перессипе ăмăртусем иртрĕç. Унта районти шкулсен 26 команди хутшăнчĕ. Вăтам шкулсен хушшинче малти вырăна Янкăлч шкулĕнче вĕренекенсем çĕнсе илчĕç. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсен йышĕнче Хучел шкулĕн командине çитекенсем пулмарĕç (ÿкерчĕкре). Ăмăртура Александр Чумаков (9-мĕш кл.), Анастасия Николаева (9-мĕш кл.), Андрей Григорьев (7-мĕш кл.), Борис Борисов (8-мĕш кл.), Гриша Григорьев (6-мĕш кл.) уйрăмах палăрчĕç. Ачасене ăмăртăва В.Федоров хатĕрленĕ.

В.Федоров, районти вĕренÿ управленийĕн методисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика