АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ылтăн туй кĕрленĕ Чăваш Ишлĕре

02 ноября 2011 г.

Пилĕк çул каялла республика çар комиссариачĕн Канаш хулипе, Канаш тата Тăвай районĕсемпе ĕçлекен уйрăмне Ю.Барышов подполковник ертсе пыма тытăнчĕ. Çывăхрах паллашсан вăл тутар енчи чăваш пулнине пĕлтĕм. Çавăнтанпа тĕл пулмассерен тăван чĕлхепе калаçма тытăнтăмăр.

Юрий Витальевичăн ачалăхĕ Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕнчи Чăваш Ишлĕ ялĕнчи нумай ачаллă çемьере иртнĕ. Вун саккăр тултарсан Юрăн салтака кайма ят тухнă. Самар облаçĕнчи Кряж поселокĕнче сержантсен шкулĕнчен вĕренсе тухсан ăна Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлама Германири совет çарĕсен ушкăнне янă. Çар пурнăçне питĕ килĕштерсе пăрахнă. 1985 çулта ĕмĕтне пурнăçлас тĕллевпе Мускаври пĕтĕмĕшле çарсен РСФСР Аслă Канашĕ ячĕллĕ аслă çар училищине вĕренме кĕнĕ. Пилĕк çул курсант пакунĕсемпе çÿренĕ. 2002 çулччен тĕрлĕ çĕрте службăра тăнă, подполковника çити ÿснĕ. Тăватă çул Шупашкарти Калинин районĕн çар комиссарĕн çумĕн должноçĕнче ĕçленĕ.

Ю.Барышов редакцие тăтăшах кĕрсе тухать. Пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă тĕп редакторпа А. Владимировпа питĕ туслăччĕ вĕсем. Редакци çыннисемпе пĕрле вăл та чун-чĕререн хурланчĕ. Иртнĕ эрнере Юрий Витальевич ырă хыпарпа çитрĕ. Унăн ашшĕпе амăшĕ, Виталий Ивановичпа Раиса Васильевна, пĕр-пĕрне савса пĕр çулпа утма пуçланăранпа 50 çул çитни çинчен хăпартланса пĕлтерчĕ. Унăн калас сăмахне тÿрех ăнкарса илтĕм. Хăйне пурнăç парнеленĕ хаклă çыннисем пирки хамăр хаçатра çыртарас шухăшлă иккен вăл.

Виталий Иванович тума пĕлмен ĕç çук та пулĕ. Вăл ăста токарь, сварщик, платник, столяр. Çурт умне эрешлĕ тимĕр карта тытнă. Мастерскойра сĕтел-пукан, вĕллесем, чÿрече рамисем тата хуçалăхра кирлĕ ытти япала тăвать. Пÿртри чылай хатĕре вăл хăй аллипе тунă. Савăт-сапа хумалли шкапĕ кăна мĕне тăрать – килен-каянсем унăн илемĕпе киленеççĕ. Йĕп-çип хумалли савăтне те асăрхамасăр май çук – ытла та илемлĕ вăл. Раиса Васильевна пенсие колхозра ĕçлесе тухнă.

Виталий çамрăк чухне кÿршĕ яла кайсан Раиса ятлă хÿхĕм хĕре куç хывнă. Пĕр кунхине юлташĕсемпе каварлашса авалхи чăвашсен ырах мар йăлипе чĕрине яланлăхах вырнаçма ĕлкĕрнĕ пикене вăрласа килнĕ. Раиса хирĕçлесе тăман – çакăн пек яшăм та чипер каччăпа ĕмĕре пĕрле ирттерме епле килĕшмĕн. Вăл каланă тăрăх, унпа пурнăçа ирттерме Турри хăех пÿрнĕ ĕнтĕ.

Виталий Ивановичпа Раиса Васильевна 10 ача çуратса ÿстернĕ: ултă ывăлпа тăватă хĕр. Владимир шыв айĕнче çÿрекен кимĕ çинче службăра тăнă, аслă мичман, халĕ çар пенсионерĕ. Игорь, Спартак тата Николай – сывлăш-десант çарĕсен служащийĕсем. Вячеславпа Лариса Норильск хулинче тĕпленнĕ, пĕри – сварщик, тепри – медицина ĕçченĕ. Еленăпа Луиза Шупашкарта пурăнаççĕ, стройкăра ĕçлеççĕ. Людмила Ульяновск çынни пулса тăнă, халĕ ачапа ларать.

Савăнаççĕ Виталий Ивановичпа Раиса Васильевна Барышовсем ывăлĕ-хĕрĕпе.

– Мухтав Турра, пурте йĕркеллех вĕсен, çын умĕнче пите хĕретмерĕç. Ватлăхра киленме 18 мăнук парнелерĕç. Мĕнле лайăх вĕт-ха вĕсем пирĕн, – кăмăлне ирĕке яраççĕ юбилярсем.

– Атте – çирĕп кăмăллă çын. Вăл пирĕн çине нихăçан та алă çĕклемен. Хушнă ĕçе туманшăн хытăрах калатчĕ те, намăс пулса каятчĕ. Тепĕр куннех айăпа тÿрлетме тăрăшаттăмăрччĕ. Анне хута кĕме тăрăшатчĕ, питĕ айăплă чухне вĕрентсе ятлани те пулнă. Ĕçе хăнăхтарнишĕн, ăс панишĕн, çынна хисеплеме вĕрентнишĕн пысăк тав вĕсене. Нумай çул пурăнма вĕсене Турри сывлăх парсах тăтăр, – терĕ Юрий Витальевич.

Барышовсем иккĕшĕ те ĕç ветеранĕсем, вĕсем ялта кăна мар, районта та ырă ят çĕнсе илнĕ. Хисеп грамотисем, Тав çырăвĕсем тем чухлех вĕсен. Парнесем те сахал мар.

Виталий Ивановичпа Раиса Васильевнăна ылтăн туй ячĕпе ачисем, мăнукĕсем, тăванĕсем, кÿршисем çĕр çинчи чи ăшă сăмахсемпе саламланă, илемлĕ юрăсем янăранă. Шампань эрехĕ тултарнă черккесем пĕр-пĕрин çумне сĕртĕнсе çÿлелле çĕкленнĕ. "Йÿçĕ" тени унтан та кунтан илтĕннĕ. Барышовсем вара çамрăк чухнехине аса илсе лару-тăрăва туххăмрах пылаклантарнă.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика