АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентешĕмĕрĕн пултарулăх каçĕ

02 ноября 2011 г.

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн сцени çинче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистне, театр деятелĕсен канашĕн председательне Г.Медведева 50 çулхи юбилейпе саламланă.

Геннадий Павлович Сиккасси ялĕнче çуралнă. Мускаври М.С.Щепкин ячĕллĕ театр училищинчен вĕренсе тухнă. 1983 çултанпа республикăн тĕп театрĕнче ĕçлет. Вăл – "Кĕлленнĕ юрату", "Ама çури", "Пасар патши" пьесăсен авторĕ, театр концерчĕсене, юбилей каçĕсене, республика тата хула уявĕсене, Пĕтĕм Раççейри "Атăлçи çăлкуçĕсем" фестивале ертсе пынă. "Шупашкар – 2003 çулхи Атăл тăрăхĕнчи культура центрĕ" форума, культура пулăмĕсен марафонне активлă хутшăннă. 2000 çулта П.Маркин сценарийĕпе лартнă "На берегах реки Малейки" телефильмра ÿкерĕннĕ. Çак киноĕç 2001 çулта Мускавра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери ачасемпе çамрăксен фестивалĕнче лауреат ятне тивĕçнĕ. Çав çулах ăна Н.Бичурин çуралнăранпа 225 çул çитнĕ ятпа хĕвел тухăçа тĕпченĕ ăсчахăн ачалăхĕпе яшлăхĕ, çамрăклăхĕ çинчен ÿкернĕ кĕске метражлă фильмăн тĕп рольне шанса панă. Пирĕн ентеш ăна питĕ лайăх вылянă.

Юбиляра саламлама официаллă çынсем, тусĕсем, тăванĕсем, ĕçтешĕсем – Вырăс драма, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ çамрăксен театрĕсен, Чăваш патшалăх филармонийĕн, паллах, тăван драмтеатрăн артисчĕсем килнĕ. Чăваш Республикин Культура министрĕн çумĕ В.Фошин Р.Лизакова министрăн саламлă хутне вуласа панă. "Эсир драматург тата литератор пулнă май пьесăрсене тăван театрта та, ыттисенче те лартсах тăччăр. Эсир лайăх педагог та, çавăнпа та нумай-нумай вĕренекен, сцена çинче тата 50 роль выляса пама сунатăп. Сире куравçăсем юратаççĕ, эсир чăннипех те халăх артисчĕ", – тенĕ вăл. Чăваш Енĕн театр деятелĕсен канашĕн председателĕн çумĕ Г.Скворцова Раççей Федерацийĕн театр деятелĕсен канашĕн председателĕн А.Калягинăн тата Чăваш Республикин халăх артисчĕн С.Бубнован Мускавран янă саламлă телеграммисемпе паллаштарнă. Геннадий Павловича юбилей ячĕпе ĕçтешĕсем театрализациленĕ салам, Сиккасси артисчĕсем, чăваш эстрадин юрăçисем музыка номерĕсем кăтартнă.

Пултарулăх каçĕн иккĕмĕш пайĕ юбиляр талантне пуç таякансене "Пасар патши", "Шухă вырăнта", "Укçа чул кастарать", "Туй икерчи" спектакльсенчи сыпăксене кăтартнă. Юбиляршăн чи хакли арăмĕпе хĕрĕ, вĕренекенĕсем, çуралнă ялĕн çыннисем саламлани пулнă. Çав каç чечек нумай пулнă, кашниех юратнă артистне ăшă салам сăмахĕсем калама тăрăшнă.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика