АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вун пиллĕкре кăна-ха

02 ноября 2011 г.

Шăхасанти ачасен ÿнер шкулĕн Уçырмари уйрăмне уçнăранпа 15 çул çитнĕ. Вырăнти вăтам шкулта уйăрса панă пÿлĕме тĕпрен юсаса тирпей-илем кĕртме Уçырма ялĕнче çуралса ÿснĕ А.Петров, халĕ Мускав облаçĕнчи "Строитель-плюс" тулли мар яваплă пĕрлĕхе ертсе пырать, спонсорла пулăшу панă. Ярса панă 100 пин тенкĕпе урай, мачча хăмисене çĕннипе улăштарнă, ытти ĕçсене тунă, сĕтел-пукан туяннă.

Юбилей тĕлне ялти культура çуртĕнче çамрăк художниксен "Аллусене çăлтăрсем патне тăс" тата "Тĕнче ачасен куçĕпе" куравсем йĕркеленĕ. Ялти библиотека пуçарнипе райпо магазинĕнче илемлĕх уйрăмĕ 15 çул çитнĕ ятпа курав хатĕрленĕ. Н.Александрова преподаватель тăрăшнипе вуншар ача илеме курма тата туйма вĕреннĕ. Савăнăçлă мероприятире Надежда Ивановна ячĕпе нумай ăшă сăмах янăранă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Э.Александров тата вĕренÿ управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ С.Иванова салам сăмахĕсене парнесемпе çирĕплетнĕ. Уçырма ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Иванов юбилей ячĕпе ирттернĕ ÿкерчĕксен конкурсне хастар хутшăннисене грамотăсем, вĕсен преподавательне Тав хучĕ панă.

Уява илемлĕх шкулĕнче вĕреннĕ А.Марковăпа М.Григорьева ертсе пынă. Вĕсем саламлас текенсене пурне те пухăннă халăх умне тухма ирĕк панă. Саламланисен йышĕнче – Шăхасанти ачасен ÿнер шкулĕн унчченхи директорĕ В.Кузнецов, хальхи директорĕ И.Романова, уйрăм заведующийĕ Е.Калинина, Уçырма шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен З.Иванова. Искусство шкулĕнчи музыка уйрăмĕн преподавателĕсем пултарулăх номерĕсемпе савăнтарнă. Вĕсен воспитанникĕсем музыка инструменчĕсемпе каласа илемлĕ кĕвĕсем шăрантарнă. О.Николаева, А.Маркова тата М.Григорьева хитре юрăсемпе итлекенсен кăмăлне çĕкленĕ. 5-6-мĕш классенче ăс пухакансем ку чухнехи ташăсем ташласа панă. Юбилее килнисене уйрăмах ачасем 6 баянпа тата пĕр конробаспа кăтартнă номерсем шутсăр килĕшнĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх çунакан 15 çуртана вĕрсе сÿнтернĕ.

Н.Александрова юбилей уявне килнисене ырă сăмахсемшĕн, хисеп тунăшăн чун-чĕререн тав тунă.

В.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика